Сувар

Новости за 11 июля 2017

  • 11 июля 2017 - 16:08
    Çурт тăррине ачасем мӗншӗн хăпарнă?
    Паян Çырчаллинчи Сидоровка поселокӗнче 9 хутлă çурт тăрринчен 13-ри ача ӳкнӗ, тесе пӗлтерет ТР Следстви комитечӗн пресс-служби. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, хӗр ача ытти çул çитмен ачасемпе пӗрле пӳрт тăррине хăпарса выляма тытăннă. Анчах мӗншӗн тăрук персе аннин сăлтавӗ паллă мар. Ачана васкаса больницăна илсе çитернӗ пулсан та, çăлса хăварайман,...
    278
    0
    0
  • 11 июля 2017 - 15:23
    Тутарстансем В.Путин патне чӗнӳ хатӗрленӗ
    ТР Патшалăх Канашӗн V пухăвӗн депутачӗсем паян хăйсен 30-мӗш ларăвӗнче РФ Президенчӗ патне чӗнӳ хатӗрленӗ. Документа патшалăх ертӳçи патне ярӗç, тесе хыпарлать республика парламенчӗн пресс-служби. ТР Патшалăх Канашӗн чӗнӗвӗн текстне сайта куçармасăрах лартатпăр. «Уважаемый Владимир Владимирович! Вы возглавили Россию в непростой период исторического развития, когда продолжающийся кризис в экономике, разбалансированность...
    262
    0
    0
  • 11 июля 2017 - 14:09
    Янратăр купăс сасси, кӗрлетӗр Уяв!
    Чăвашла куравсем йӗркелекен хутлăхӗсем те ăмăртрӗç уявра, сăра вӗретекенсен те, ача ӳкерчӗкӗсен хаклавӗсем те пулчӗç, анчах купăсçăсен тупăшăвӗ чи вăрăм та хӗрӳ иртекен конкурсчӗ-тӗр. Жюри председателӗ А.И.Наумов композитор пӗлтернӗ тăрăх, 50 яхăн купăсçăн вăййине хаклама çăмăлах мар. Купăс каласа тӗлӗнтерекенсенчен пӗри Самар облаçӗнчи Шунтал районӗнчи Чатăрлă ялӗнчен килнӗ А.В.Мрясов пулчӗ....
    298
    0
    0
  • 11 июля 2017 - 14:01
    «Уяв пики» йăлана кӗрсе пырать
    . Уявра пикесене суйласси йăлана кӗрсе пырать. Кăçал та конкурс валли уйрăм сцена уйăрса панă. С.Н.Чаркина тата унăн йышлă пулăшаканӗсем хăнăхнă йӗркепе йăлтах вырăнлă туса пыраççӗ. Виçӗ тапхăртан тăрать конкурс: «визитка», «чăваш апачӗ», «пултарулăх». Жюрире конкурссенче маларах çӗнтернӗ пикесемпе культура ӗçченӗсем. Унта питӗ илемлӗ ташлакан Хусан хӗрӗ Анастасия Павлова (Пăва...
    311
    0
    0
  • 11 июля 2017 - 13:59
    Эпир пӗрле, эпир пултаратпăр!
    Уява уçиччен артистсем чăваш халăх йăлисене сăнарлакан, кăмăл-туйăма çунатлантаракан, чун-чӗрене мăнаçлантаракан юрă-ташă постановкине кăтартрӗç. Унта Шупашкарти «Çеçпӗл», «Çавал», «Янра юрă» ансамбльсем, Çырчаллинчи «Чӗкеç» халăх ансамблӗ тата Нурлатри ташă ăстисем хутшăнчӗç. Пуçлăхсем йăла тăрăх сăмах каларӗç, пухăннисене саламларӗç. Çапла Уява хутшăнакансене Тутарстан, Чăваш республикисен, Ульяновск облаçӗн ертӳçисен саламӗсене çитерчӗç, ӗçре çитӗнӳсем...
    234
    0
    0
  • 11 июля 2017 - 13:42
    Сăра сакки сарлака тенӗ авалтан
    Çак картишри музей çуртӗнче вырнаçнă ТР ЧНКА ӗçӗсем çинчен каласа паракан стендсем те интереслӗччӗ. Унта çамрăксен ӗçӗсем, спорт ăмăртăвӗсем, çыравçăсен ӗçӗ-хӗлӗ, чăрăш уявӗсем, конкурссемпе тӗрлӗ фестивальсем çинчен хавхаланса çырса кăтартнă. Малалла хăнасене чăваш сăрин дегустаци залӗ кӗтрӗ. Кунта Нурлат районӗнчи кашни чăваш ялӗн сăрине тутанса хаклама пулатчӗ. Сарлака сакăсем çине...
    359
    0
    0
  • 11 июля 2017 - 13:25
    Кашни Уяв хăйӗн паттăрӗсемпе чаплă
    Нурлатра июлӗн 8-мӗшӗнче иртнӗ Пӗтӗм Раççей Уявӗ çинчен тӗплӗнрех çырса кăтартиччен малтан чăвашсен çулталăкри чи чаплă уявӗ пултăр тесе тăрăшакансене палăртса хăварас килет. Нурлат район администрацийӗн, Ӗçтăвкомӗн, Нурлатри Туслăх Çурчӗн, Культура управленийӗн хастар ӗçченӗсене, паллах, пысăк Тав сăмахӗ каламалла. ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗ те кăçалхи Уява самаях хутшăнчӗ. Сăмахран, «Уяв пики»,...
    276
    0
    0
  • 11 июля 2017 - 13:16
    Юратупа туслăх чӗрере
    Палăртса хăвармалла, кăçал ют регионсенчи фольклор ансамблӗсем Нурлата нумайăнах килмен, ют çӗршывсенчи чăвашсене те курма пулмарӗ. Çапах илемлӗ чăваш йăлине курса сăвăнас текенсем самаях пухăннăччӗ. Уява уçнă чухне те, интерактивлă вырăнсенче те халăх нумай кӗпӗрленсе тăчӗ, çынсем курасшăн, çамрăксем паллашасшăн чăваш культурипе. Çумăр пуласран куракансем валли те хӳтлӗхсем хатӗрлесе хунă,...
    333
    0
    0
Реклама