Сувар

Новости за 17 июля 2017

  • 17 июля 2017 - 13:57
    Хусанта тепӗр чемпионат пулать
    2022 çулта пире тепӗр спорт уявӗ - кӗске дистанцие ишессипе тӗнче чемпионачӗ кӗтет. Ишессипе халăхсем хушшинчи федерацийӗ чемпионат ирттерме каллех Хусана суйласа илнӗ. «Татар-информ» ИА пӗлтернӗ тăрăх, Будапештра паян (кунта хальхи вăхăтра Шыв спорчӗн тӗнче чемпионачӗ пырать) 2022 тата 2024 çулсенче чемпионат йышăнакан претендентсен презентацийӗ иртнӗ. Хусанăн конкуренчӗсем кунта Тайбэй...
    542
    0
    0
  • 17 июля 2017 - 11:41
    Атăл урлă каçайман
    Шыв вăл пӗрре пăхма кăна лăпкă курăнать, хамăр асăрханмасан инкек пуласси инçе мар. Иртнӗ канмалли кунсенче республикăри шыв-шурсенче пулнă трагедисен сăлтавӗ хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни тата ишме пӗлмесӗр шыва кӗни пулсан, Ульяновск облаçӗнчи инкек ку сăлтавсемпе пӗрре те çыхăнман. Кунта çак кунсенче «Çырансене пӗрлештерсе» Атăл урлă пурте пӗрле ишессипе ăмăртура Тутарстан...
    619
    0
    0
  • 17 июля 2017 - 11:29
    Шывӑн турачӗ ҫук
    Хӗвел çуллахи пек икӗ кун кăна хӗртрӗ-ха, республикăри шыв-шурсенче вара путса вилекенсем пулчӗç те. ТР МЧС пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, иртнӗ канмалли кунсенче республикăри шыв-шурсенче икӗ арçын путса вилнӗ, пӗрне çăлса ӗлкӗрнӗ, шыва кӗнӗ чух çухалнă тепӗр пилӗк çынна, вӗсенчен пӗр 10 çулти ачана, хальхи вăхăтра шыраççӗ. Инкексен сăлтавӗ, тӗпрен илсен,...
    556
    0
    0
  • 17 июля 2017 - 06:42
    Халăх календарӗ – июль
    17-мӗшӗ - çак кунран кӗрхи тулăсем пулса çитеççӗ. 18-мӗшӗ - халăх календа­рӗпе Афанасий. Уйăх каçхине хăй тӗсне улăштарсан - лайăх тухăçа. Сарă пӗлӗтсем - çумăра. Уйăх çап-çутă-тăк, кӗркунне типӗ те ăшă пулать. 19-мӗшӗ - ирхине ӳкнӗ сыв­лăм усăллă тенӗ. Çак кунран хура хурлăхан варенийӗ вӗретме тытăннă. 20-мӗшӗ - халăх календарӗпе...
    577
    0
    0
  • 17 июля 2017 - 06:36
    Эрнелӗх гороскоп 17.07 - 23.07
    ТАКА 21.III - 20.IV Аван эрне, кăмăл та çӗкленӳллӗ. Савăнăçлă мероприятисене çӳреме тăрăшăр е хăвăр пӗр-пӗр уяв йӗркелӗр, юлташăрсене пуçтарăр. Рак паллинче Меркурипе Марс, Хӗвел пулни сирӗншӗн лайăх. Хăнăхнă йӗркепе пурăнма тăрăшăр. Улшăнусем кӗртнине организм йышăнмӗ. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Венера Юпитера кура вырнаçни аппетита витӗм кӳрет, е ытлашши çиетӗр,...
    687
    0
    0
Реклама