News by date 21 July 2017
-
Кун хыççăн кун
Июль, 22 Хӗвел: тухать - 3.31, анать - 20.08, кун тăршшӗ - 16.37. Уйăх: тухать - 2.20, анать - 19.06. Раççейре суту-илӳ ӗçченӗсен кунӗ. Уйăх календарӗпе - 28-мӗш кун. Пӗр вăхăта пӗччен юлса лăпкăн шухăшласа пăхни хăвăрăн тӗллевӗрсене лайăхрах ăнланма пулăшӗ. Çак кун çуралнă: Олег Газманов (1951), Иван Охлобыстин (1966)....
-
Халăх календарӗ – июль
22-мӗшӗ - халăх календарӗпе Панкратипе Кирилл. Хура çырла пуçтарма тытăнаççӗ. 23-мӗшӗ - çак кун аслати авăтсан пулă лайăх хыпать. 24-мӗшӗ - шăрăх кун пулмалла. Каçхи тӳпере çăлтăр нумай-тăк - лайăх тухăçа. 25-мӗшӗ - çак кунхи сывлăм питӗ сиплӗ, вăл куçăхнине тата куç чирӗсене сиплет. Ирхине вăйлă тӗтреллӗ-тӗк, çу вӗçӗ типӗ...
-
Пирӗншӗн футбол пуçланать кăна-ха
Хăйӗн кун-çулне «ЧНКА» команди 2017 çулта пуçларӗ. Ку вăл çӗнӗ команда, унăн историйӗ çук, анчах ушкăн капитанӗн Алексей Егоровăн шухăшӗпе, çамрăксен ăна чаплă тăвас кăмăлӗсем пысăк. Команда шăнăрӗ - Алексеевски районӗнчи Чăваш Майнин каччисем. Вӗсем пурте пӗрле футбол выляса ӳснӗрен, çак хăнăхăва салтакран таврăнсан та пăрахман. Районти футбол тата мини-футбол...
-
Хура тăпра е тăпра хура
(Константин Малышев).Юлашки çулсенче республикăри хуласенчи, уйрăмах Хусанти, тасалăхпа тирпейлӗх çӳллӗ шая çӗкленчӗ. Шӗкӗр хулари урамсенче пластик савăтсене уйрăммăн пуçтарма çӳп-çап контейнерӗсем лартма пуçларӗç пулсан, ялсене экологи культури питӗ майпен кӗрсе пырать. Пытармалли çук, нумай çӗрте çынсем халӗ те-ха хăйсен кил таврашне кăна тирпейлеççӗ, кирлӗ мар çӳп-çап валли вырăн вара ăçта...