Новости за 24 июля 2017
-
24 июля 2017 - 15:24Чӑваш Ен хӗрне çунтарнăÇак кунсенче Мускавра Чăваш Енӗн 30 çулти хӗрарăмӗ хăрушла вилӗмпе вилнине пӗлтерет Чăваш халăх сайчӗ «Москва» агентствăн хыпарӗ çине таянса. Çамрăкскер тӗп хулара мӗн туни паллă мар. Инкек июлӗн 10-мӗшӗнче юлташӗсемпе эрех ӗçнӗ чух пулнă. Паллă мар сăлтава пула тахăш вăхăтра çунма тытăннă вӑл. Пӗлӗшӗсем каланă тăрăх, пирус чӗртме тăнăскерӗн...
-
24 июля 2017 - 15:11Саккăра -саккăрăнИртнӗ шăматкун, июлӗн 22-мӗшӗнче, Хусанти «Ракета» стадионра «ЧНКА» футбол команди «Молодость-18» командăпа вылярӗ. Вăйă 4:2 шутпа, пирӗннисем çӗнтернипе вӗçленчӗ. Унччен маларах «Заря-2» командăна 1:0 шутпа çӗнтернӗччӗ. Анчах турнир таблицинчи 4-мӗш вырăн пирӗннисене çырлахтармасть, вӗсем çӗнӗ çӗнтерӳсем шыраççӗ. Вырсарникун, июлӗн 23-мӗшӗнче, Аксу районӗнчи Кивӗ Ипрел ялӗнче футбол турнирӗ иртрӗ. Унта çак...
-
24 июля 2017 - 10:07Вӗршӗнсене пулăшу кирлӗÇырчалли çывăхӗнчи Калмаш ялӗнче экскаваторсемпе айлăмсене якатма пуçланă, унта вара вӗршӗнсем йăва çавăрнă пулнă, тин пусса кăларнă чӗпписене ӳстернӗ. Шел пулин те, экскаваторщиксем вӗçен кайăксене пăхса тăмасăрах хăйсен ӗçне пуçăннă, нумайăшне таптаса вӗлернӗ, хăшӗсене тăпра айне тунă. Çапах тӗнче ырă çынсемсӗр мар, волонтерсем 20 вӗршӗн чӗппине тăпра ăшӗнчен чавса кăларса...
-
24 июля 2017 - 09:49Red Bull Air Race 90 пин çын курчӗИртнӗ канмалли кунсенче Хусан çыннисенчен никам та килте чăтса лараймарӗ пуль. Виçӗ кун Казанка çийӗн Red Bull Air Race сывлăшри гонкăпа тӗнче чемпионачӗ иртрӗ. Çак кунсенче ăна пурӗ 90 пин çын килсе курнине хыпарлать Спорт тата социаллă проектсен дирекцийӗ. Аслисемшӗн кăна мар, чи пӗчӗккисемшӗн те лайăх кану парни пулчӗ вăл....
-
24 июля 2017 - 06:34Эрнелӗх гороскоп 24.07 - 30.07ТАКА 21.III - 20.IV Ку эрнере йӗркелӳçӗ пултарулăхне кăтартса хăвăра яваплă çын пек кăтартатăр. Хăш-пӗрисем карьерăра çитӗнӳ тăваççӗ, пуçлăхсемпе ӗçтешсем ытларах хисеплеме пуçлаççӗ. Лартнă тӗллевсене пурнăçлама май пулать. Обществăлла интерессем малти вырăнта пулсан, çӳлтен те пулăшу пулӗ. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Кăмăл-туйăм улшăнăвӗн, пурнăç хаклăхӗсене çӗнӗрен пăхса тухмалли тапхăр. Эрне...