Новости за 31 июля 2017
-
31 июля 2017 - 14:11Шăршине асăрханă, сиенне – çукПăва районӗнчи Çӗнӗ Мертлӗ ялӗ çывăхӗнчи тăм карьерне Пăрăнтăк станцийӗнчен удобрениллӗ тăпра килсе тăкнипе халăх сисчӗвленни çинчен эпир «Сувар» хаçатăн 28-мӗш номерӗнче тата хамăр сайтра çырса кăтартнăччӗ. Тăпрара тата сывлăшра сывлăхшăн сиенлӗ япаласем пуррипе çуккине тӗрӗслеме экологсем проба илнине, экспертиза пӗтӗмлетӗвӗсемпе вара вулакансене паллаштарма шантарнăччӗ. Кӗтнӗ хурава паян илтӗмӗр. ТР...
-
31 июля 2017 - 12:58Ялта та машинăсене çунтараççӗ-и?Вырсарникун 14.23 сехетре Çӗпрел районӗнчи МЧС чаçне 112 номерпе шăнкăравласа Мучелей ялӗнче «Лада» автомашинăна вут хыпнине пӗлтернӗ. Çăлавçăсем район центрӗнчен 15 километрта вырнаçнă яла 16 минутрах çитнӗ-ха, анчах пурпӗр каярах юлнă. Ял халăхӗ вута хăй вăйӗпех сӳнтерсе ӗлкӗрнӗ. Шел те, тимӗр ут тӗппипех çунса кайнă. Хальлӗхе палăртнă тăрăх, пушарăн сăлтавӗ...
-
31 июля 2017 - 12:31Пăвара кам чи лайăх автоледи?Руль умне хӗр-хӗрарăмсем ларнине арçынсем темӗн чуль критиклесен те статистикăна хирӗçлеме çук. Хӗрарăмсем арçынсемпе танлаштарсан, çул çинче тимлӗрех, çул-йӗр правилисене вӗсенчен икӗ хут сахалрах пăсаççӗ. Пăва районӗ çак фактпа килӗшет. Çавăнпа кунта августăн 5-мӗшӗнче автоледисен ăмăртăвне ирттерет. Вырăнти ПАИ пӗлтернӗ тăрăх, ăмăрту икӗ пайран тăрать, пӗрремӗшӗнче автоледисем çул-йӗр правилисемпе экзамен...
-
31 июля 2017 - 11:13ХХ ӗмӗр Чикатилине вӗлернӗренпе 30 çулИюлӗн 29-мӗшӗнче республикăн чи хăрушă преступник-маньякӗсенчен пӗрне, Хусанти А.Суклетин çынçиене персе вӗлернӗренпе 30 çул çитрӗ. Вăл тунă преступленисене аса илсен паянхи кун та çӳç-пуç вирелле тăрать. 1981 çултан пуçласа 4 çул хушшинче вăл хăйӗн еркӗнӗпе Шакировăпа тата юлташӗпе Никитинпа сахалтан та 7 хӗрарăмпа ачана вӗлерсе çисе янă. А.Суклетин вăл вăхăтра...
-
31 июля 2017 - 06:54Сухапа çӗр туйӗИюлӗн 22-мӗшӗнче Çарăмсанта пӗрремӗш хут район шайӗнче Акатуй иртрӗ. Вăхăтне, паллах, каярах юлса палăртнă, çапах та Кама леш енчи районсемшӗн ку нихçан пулман япала, çавăнпа та ăна кайса хам куçпа курас килчӗ. 10 сехете палăртнăскер, 11-те пуçланчӗ сухапа çӗр туйӗ. Ăна Çарăмсана тӗрлӗ çӗртен килнӗ фольклор ансамблӗсенчен йӗркеленӗ парад уçрӗ....
-
31 июля 2017 - 06:50Кун хыççăн кунИюль, 31 Хӗвел: тухать - 3.47, анать - 19.52, кун тăршшӗ - 16.05. Уйăх: тухать - 13.25, анать - 23.07. Уйăх календарӗпе - 9-мӗш кун. Çул çинче, вут-çулăмпа, çивӗч япаласемпе асăрхануллăрах пулмалла. Çак кун çуралнă: Эдита Пьеха (1937), Леонид Якубович (1945), Вячеслав Оринов (1957). Август, 1 Хӗвел: тухать - 3.49,...
-
31 июля 2017 - 06:46Халăх календарӗ - август1-мӗшӗ - халăх календарӗпе Макрида. Çак кун çанталăк мӗнле, кӗркунне çапла пулать. 2-мӗшӗ - халăх календарӗпе Иллен. Çак кунран шăрăхсем вӗçленеççӗ, кӗркунне пуçланать. Ирсерен сулхăнланать, юхан шывсемпе кӳлӗсенче шыв сивӗнет, çак кунран шыва кӗме юрамасть. 3-мӗшӗ - çулла вӗçӗ. 4-мӗшӗ - сывлăм нумай ӳкме тытăнать.
-
31 июля 2017 - 06:42Эрнелӗх гороскоп 31.07 - 06.08ТАКА 21.III - 20.IV Ку эрнере çивӗч туйăмсем туяс, теветкелленес килӗ. Васкатăр, хăвăра тытма çăмăл пулмӗ. Эрне пуçламăшӗнче кирлӗ йышăнусем ан тăвăр. Ӗç енӗпе сӗнӳ пулсан, тӳрех килӗшме тăхтăр. Эрне вӗçӗнче ӗçлӗ хутшăнусем вăйланаççӗ, çӗнӗ юлташсем тупатăр, ӗлӗкхисем те хăйсем çинчен аса илтерӗç. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Ку эрнере сывлăх...