Сувар

Новости за 2 августа 2017

  • 2 августа 2017 - 14:10
    Ерӗспелсем «Утăфестра»
    (Майя Игнатьева). Иртнӗ шăматкун, июлӗн 29-мӗшӗнче, Заинск хулинче пуçласа пӗрремӗш хут «Утăфест» («Сенофест») нумай нациллӗ культура тата йăла-йӗрке арт-фестивалӗ иртрӗ. Мероприяти программи, йӗркелӳçӗсем шантарнă пекех, чăннипе те питӗ анлă та интереслӗ пулчӗ. Рыцарьсен турнирӗпе джигитовка ăсталăхӗнчен пуçласа утă капанӗсене ывăтни таранчченех курма пулчӗ кунта. Кунӗпех тимӗрçӗсен, пир тӗртекенсен, ал ӗç,...
    764
    0
    0
  • 2 августа 2017 - 13:51
    Çуллахи каç çинчен çӗнӗ сăвă
    Пирӗн яланхи вулаканăмăр, Чăваш Республикинчи Шăмăршă районӗнчи Карапай-Шăмăршă ялӗнче пурăнакан Эдуард СЕМЕНОВ, «Сувар» хаçатра илемлӗ сăвăсен авторӗ пек палăрчӗ. Акă унăн нумай пулмасть çырнă сăввисенчен пӗри. Çулахи каç Каç та пулнă. Çăлтăрсем çунаççӗ, Уйăх та вăтаннăн ав пăхать... Çамрăксем клуба кайма васкаççӗ, Ял ӗмӗрӗ те пӗрре пулать. Тăван ялăм ыйхă...
    923
    0
    0
  • 2 августа 2017 - 13:49
    Пӳлме тулать... çумăр çумасан
    Республика уй-хирӗсенче кăçал тырпул питӗ ăнса пулнă. Кун çинчен ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ М.Ахметов паян районсемпе иртнӗ видеоконференцире каланă. Çӗр ӗçченӗсемпе вăл тырçи тактикине сӳтсе явнă. - Республика уй-хирӗсенчи тухăç потенциалӗ çав тери пысăк. Анчах та чи хӗрӳ тырçи уйăхӗнче - августра хамăра мӗнле тыткаланинчен нумай килет, - тенӗ...
    765
    0
    0
  • 2 августа 2017 - 13:47
    Çуллахи каç çинчен çӗнӗ сăвă
    Пирӗн яланхи вулаканăмăр, Чăваш Республикинчи Шăмăршă районӗнчи Карапай-Шăмăршă ялӗнче пурăнакан Эдуард СЕМЕНОВ, «Сувар» хаçатра илемлӗ сăвăсен авторӗ пек палăрчӗ. Акă унăн нумай пулмасть çырнă сăввисенчен пӗри. Çулахи каç Каç та пулнă. Çăлтăрсем çунаççӗ, Уйăх та вăтаннăн ав пăхать... Çамрăксем клуба кайма васкаççӗ, Ял ӗмӗрӗ те пӗрре пулать. Тăван ялăм ыйхă...
    808
    0
    1
  • 2 августа 2017 - 11:40
    Чăвашсен кун пек юрă çукчӗ-ха
    (Ирина Трифонова). Турă панă пултарулăха чылай чухне пӗр ӗçпех хаклама пулать. Талантлă, пултаруллă çын хуть мӗнле ӗçе те тӗплӗ те паха тума тăрăшать, шут хыççăн хăваламасăр. Нумай пулмасть Вера Кожемановăн «Савнă тусăм» юрри интернетри социаллă сетьсене вирхӗнсе кӗчӗ те общественноçа пăлхантарса ячӗ (сăвви Василий Шихрановăн, кӗвви «Хусан чăвашӗсем» ушкăн ертӳçин...
    784
    0
    0
  • 2 августа 2017 - 10:51
    Лениногорскра ача пусса кайнă
    ТР МЧС пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, ӗнер каçхине Лениногорскра 112 телефонпа шăнкăравласа хулари Садовая урамӗнчи 10-мӗш çурт патӗнчи пусса 5-ри арçын ача ӳкнине пӗлтернӗ. Паллă ӗнтӗ, хăй тӗллӗн вăл унтан ниепле те тухайман. Телее, хальхинче пысăк инкек пулайман, ачана çăлавçăсем пусăран кăларса медиксен аллине панă.
    776
    0
    0
Реклама