News by date 3 August 2017
-
Хусан тӗнчери тутарсене пуçтарчӗ
Августăн 2-6-мӗшӗсенче Пӗтӗм тӗнчери тутар конгресӗн VI съезчӗ иртет. Йӗркелӳ комитечӗн председателӗ Фарид Мухаметшин ăна республикăри обществăпа полика пурнăçӗнчи тата пӗтӗм тутар тӗнчинчи чи пӗлтерӗшлӗ пулăм пек палăртать. Съезда 1000 яхăн делегат тата хăна пухăнать. Тӗп доклада ТР Президенчӗ Рустам Минниханов тăвать, унсăр пуçне хăнасене республикăн инвестици тата экономика хăватне...
-
Раççей сборнăйӗнче пирӗннисем!
(Ирина Трифонова). Хусанти Егор Елисеевăн çитӗнӗвӗсем пирки маларах та çырнăччӗ эпир. Республика, Раççей шайӗнчи ăмăртусенче вăл пӗрре мар малти вырăнсене йышăннă. Тăруках ыйтсан хăйӗн миçе медаль пулнине те тӳрех аса илсе калаймасть, нумай вӗсем унăн. Сисмерӗмӗр те çамрăк спортсмена Сетоканпа (Хӗвелтухăç кӗрешӗвӗсен спорчӗн дисциплини) Тутарстан сборнăйне илчӗç. Халӗ вара Раççей...
-
«Берлин – Мускав 2017» авточупу Хусана çитрӗ
Августăн 2-мӗшӗнче «Берлин - Мускав 2017» халăхсен хушшинчи иккӗмӗш автопробега хутшăннисем Тутарстан тӗп хулине çитрӗç. Германирен килнӗ 17 çын Хусанти Туслăх Çуртӗнче пулса республикăра пурăнакан ентешӗсемпе, нимӗçсен наципе культура автономийӗн пайташӗсемпе тӗл пулчӗç. Автопробег Германин ахаль çыннисен, Раççейпе туслă çыхăнусемшӗн тăрăшакансен пуçарăвӗ. Вӗсем санкцисене, НАТО хӗсӗрленине, МХХсен пуçарнă информаци вăрçине...
-
Акрель çыннисене Нептун тав тунă
Çарăмсан районӗнчи Акрель ялӗн туслă команди - шкулпа ача сачӗн вӗрентекенӗсем, клуб ӗçченӗсем, пенсионерсем, МЧС сотрудникӗсем «Таса çырансем» акцие хутшăнса Кӗçӗн Сульча юханшывне çӳп-çапран тасатса илем кӳме тухнă. Йăвашкел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Никонор Ефимовпа предприниматель Михаил Кваков тракторпа ӗçлесе çырана курăкран, кивӗ йывăç тӗпӗсенчен тасатнă. Акрельсем акцие чăн-чăн уява çавăрнă....