News by date 18 August 2017
-
Тăпру çăмăл пултăр, Валера!
Хальхи вăхăтра чăваш каччисем те Сири çӗршывӗнче çар тивӗçне пурнăçлаççӗ. Тепӗр тесен, ăçта çук вăл чăваш?! Шел, вăрçă çухатусăр пулмасть. Август уйăхӗн 3-мӗшӗнче ентешӗмӗр, Самарти çар чаçӗнче хӗсметре тăнă Чăваш Ен каччи Валерий Евдокимов çар тивӗçӗсене пурнăçланă чух паттăрла пуç хунине хыпарлать чăваш халăх сайчӗ. Валера Евдокимов хăйӗн 30 çулхи...
-
Чăвашсен тӗп университечӗ ӗнер 50 тултарчӗ!
Шупашкарти И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗ ӗнер, августăн 17-мӗшӗнче, 50 çул тултарчӗ. Сăмах май, вăл Раççейри чи çамрăк университетсенчен пӗри. СССР Министрсен Канашӗн 1967 çулхи августăн 17-мӗшӗнчи постановленийӗпе ăна Мускаври энергетика институчӗн Атăлçи филиалӗн никӗсӗнче йӗркеленӗ. Пӗрремӗш ректорӗ техника наукисен докторӗ С.Ф. Сайкин профессор пулнă. Çӗнӗ университет ӗçе 7...
-
«Стресс-тест»
(Ирина Трифонова). Тутарстанри «Чи лайăх ресторансемпе хăна çурчӗсем» («Tatarstan Top Hotels & Restaurants Award») республика премийӗн йӗркелӳçисем конкурса хутшăнакансене професси пултарулăхӗсӗр пуçне спортра та тӗрӗслесе пăхма шутланă ахăр. Урăхла епле палăртма пулать-ха Казанка юханшывӗн акваторийӗнче иртнӗ «Стресс-теста». Августăн 15-мӗшӗнче рестораторсемпе отельерсем паруслă спорт яхтисемпе ăмăртрӗç. Кӗске инструктаж хыççăн вӗсем ушкăнсене...
-
«Эфир» ТК ертӳçине Туслăх орденӗ панă
РФ Президенчӗ Владимир Путин «Эфир» телекомпанин директорсен канашӗн председательне Андрей Григорьева Туслăх орденӗпе наградăласси пирки указа алă пуснă, пӗлтерет « Татар-информ» ИА. Кунсăр пуçне çӗршыв ертӳçи « Зай» агрофирмăн тракторист-машинистне Рамиль Сибгатуллина - «РФ ял хуçалăхӗн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ», « Нижнекамскнефтехим» ПАО аппаратчикне Наталья Сметанинăна «РФ тава тивӗçлӗ химикӗ» хисеплӗ...
-
Кинофестивальти кино, мӗнре уйрăмлăх?
(Ирина Трифонова). Иккӗмӗш эрне Хусанта мăсăльман кинофестивалӗн хӳттинче конкурса кӗмен кинолентăсене кăтартасси пырать. Ку ытларикун, августăн 15-мӗшӗнче Китай режиссерӗн Чжан Вэйăн «Шăпа» кинокартинине пăхрăмăр.Сеанс пуçланиччен яланхи пекех куракансемпе Хусанти халăхсен хушшинчи мăсăльман кинофестивалӗн программа директорӗ Альбина Нафигова калаçу ирттерчӗ. Ун сăмахӗсемпе, конкурса кӗменни кино япăх пулнине пӗлтермест. Сăмахран, Европăран çав...
-
Хусана ЮНЕСКО директорӗ килет
ЮНЕСКО генеральнăй директорӗ Ирина Бокова августăн 21-мӗшӗнче Тутарстан тӗп хулине официаллă миссипе килет, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Свияжск хула-утраври Успени соборӗпе мăнастирне ЮНЕСКОн Пӗтӗм тӗнчери еткерлӗхӗн списокне кӗртни çинчен сертификата вăл çав кун «Пирамида» культурăпа кану комплексӗнче республика ертӳçисене парать. Успени соборӗ Тутарстанран ЮНЕСКОн Пӗтӗм тӗнчери еткерлӗхӗн списокне кӗнӗ виççӗмӗш...
-
Халăх календарӗ – август
19-мӗшӗ - Панулми Сăпасӗ. Кӗркуннене кӗтсе илмелле. Çанталăк типӗ-тӗк, кӗркунне типӗ пулать, хӗвеллӗ-тӗк - хӗлле шартлама сивве. Панулми Сăпасӗ мӗнле, Пукрав (октябрӗн 14-мӗшӗ) çапла килет тенӗ. Пӗрремӗш панулмисене пуçтармалла. Çак кунран тăрнасем кăнтăра вӗçсе кайма тытăнаççӗ. 20-мӗшӗ - пылак çырласене йӳççисем ылмаштараççӗ. Кӗтмел, шăлан çырли ӗлкӗрет, пилеш хӗрелет. Вăрман йывăçӗсем...
-
Кун хыççăн кун
Август, 19 Хӗвел: тухать - 4.23, анать - 19.10, кун тăршшӗ - 14.47. Уйăх: тухать - 1.09, анать - 17.45. Пӗтӗм тӗнчери сăнӳкерчӗк кунӗ. Пӗтӗм тӗнчери гуманитарлă пулăшу кунӗ. Пӗтӗм тӗнчери килсӗр чӗрчунсен кунӗ. Вырăс тельняшки çуралнă кун. Панулми Сăпасӗ. Уйăх календарӗпе - 27-мӗш кун. Чуна йăпатакан ӗçпе аппаланмалла, çӗнӗ...