Сувар

Новости за 21 августа 2017

  • 21 августа 2017 - 15:57
    Успени соборӗ халӗ тӗнче культурин пуянлăхӗ
    Тутарстан историне 2017 çул та ылтăн саспаллисемпе çырăнӗ. Свияжск хула-утраври Успени соборӗпе мăнастирӗ ЮНЕСКОН Пӗтӗм тӗнчери еткерлӗхӗн списокне кӗчӗ. Çакна çирӗплетекен символикăна паян Успени соборӗ стени çине çирӗплетрӗç. Çапла вара кăçалтан успени соборӗпе мăнастир комплексӗ Тутарстанăн, Раççейӗн кăна мар, пӗтӗм тӗнчен культура пуянлăхӗ. Çак хаваслă церемоние ЮНЕСКОН генеральнăй директорӗ Ирина...
    511
    0
    0
  • 21 августа 2017 - 14:47
    Кун пек преми Тутарстанра кăна
    Раççейре обществăлла ӗçченсене паракан пӗртен-пӗр премин - Тутарстан Президенчӗн премийӗн- конкурсӗ паян, августăн 21-мӗшӗнче пуçланчӗ. ТР Обществăлла палати заявкăсене сентябрӗн 14-мӗшӗччен йышăнать, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Кăçалхи икӗ çӗнтерӳçе 250-шар, виçӗ çӗнтерӳçе 400-шер пин тенкӗ премисем кӗтеççӗ. Преми илме заявкăсене республикăра регистрациленнӗ коммерцилле мар организацисем, ТР патшалăх влаçӗ çумӗнчи тата...
    486
    0
    0
  • 21 августа 2017 - 13:22
    Эрнелӗх гороскоп 21.08 - 27.08
    ТАКА 21.III - 20.IV Ку эрнере ырă самантсем нумай пулӗç. Çемье те, тăвансем те лайăх­хипе кăна савăнтарӗç. Хăшне-пӗрне хаклă парне тăвӗç е укçа нумай парӗç. Унпа усă курма ăс çитӗ, кил валли кирлӗ япала туянатăр е ӗç йӗркелесе яратăр. Харпăр пурнăç та йӗркеллӗ, пӗчченнисен юратса пăрахас, савни тупас шанчăк пулать....
    520
    0
    0
  • 21 августа 2017 - 10:04
    Кушака ӗçе чӗнеççӗ
    Чулхулари девелопер компанийӗсенчен пӗри кушак аçине ӗçе илме хатӗрленет, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Вăл çӗнӗ хваттер хуçисем валли çӗнӗ услуга - авалхи йăлапа хваттере чи малтан кушак кӗртессине - шутласа тупнă. Çавăнпа застройщик кушак аçине штатах илесшӗн, паллах, ахаль мар. Ытти сотрудниксенни пекех унăн та ӗç укçи пулать. Хальлӗхе уйăхсерен...
    511
    0
    0
  • 21 августа 2017 - 08:14
    Вăрманта та инноваци
    Вăрман хуçалăхӗн федераллă агентстви Тутарстанра, Алтай крайӗнче, Воронеж, Кострома, Ленинград облаçӗсенче селекципе вăрлăх центрӗсем тăвасшăн. Кун çинчен Раççей вăрман хуçалăхӗн Архангельск облаçӗнче иртнӗ ларăвӗнче каланă, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Çакăн пек центрсем тăвасси вăрман хуçалăхне инновацилле технологисем кӗртессипе çыхăннă. Урăхла каласан, ку вăл теплица условийӗсенче промышленность масштабӗпе вăрлăх тăвакан, тирпейлекен,...
    492
    0
    0
  • 21 августа 2017 - 07:19
    Егор Елисеев бронза çӗнсе илчӗ!
    Европăран савăнăçлă хыпар çитрӗ, хальхи вăхăтра Ирландире Сетокан каратепе ачасем хушшинче иртекен Тӗнче чемпионатӗнче Раççей сборнăйӗнчи чăваш ачи (Хусан), 10-ри Егор Елисеев хăйӗн ӳсӗм çулӗнче бронза медаль çӗнсе илчӗ. Егора, ашшӗ-амăшне тата тренерне чунтан саламлатпăр, маттур! (Сăнӳкерчӗкре Егор Елисеев 3-мӗш картлашка çинче сулахайран иккӗмӗш).
    585
    0
    0
Реклама