News by date 31 August 2017
-
Тутарстан опычӗпе усă курӗç
РФ Премьер-министрӗ Д.Медведев ӗç тухăçлăхӗн (производительность) сферинче Тутарстан опычӗпе усă курса компетенцисен центрне туса хума сӗнет. Ун шучӗпе, Тутарстан ку сферăра самай сисӗнмелле çитӗнӳ тунă. Центра Внешэкономбанк никӗсӗнче туса хума планлаççӗ. Çапла ку центр компанисемшӗн патшалăх пулăшăвӗпе усă курмалли пӗрлехи чӳрече пулса тăмалла. Çак мерăсене туса хунă чух Германи, Япони,...
-
Хальлӗхе 3,5 миллион тонна
Тутарстанра паянхи кун тӗлне пурӗ 3 миллион та 522 пин тонна пӗрчӗллӗ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кӗртнӗ. Ку вăл планăн 67 проценчӗ. Аса илтеретпӗр, пӗр гектара тивекен вăтам тухăç республикăра 35,6 центнер, тесе пӗлтерет ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин пресс-служби. Чи нумай тырă çак районсем çапнă: Заинск 139,9 пин...
-
Чулпан Хаматова – Хусанăн хисеплӗ çынни
Тутарстан ӗнер Республика тата Хусан хулин кунне чаплăн паллă турӗ. Çак тӗлӗшпе мӗнпур хула-районта пурӗ 900 мероприяти иртрӗ. Çак кун республикăн чи пултаруллă çыннисене наградăсем парасси те йăлара. ТР Президенчӗ Рустам Минниханов 2017 çулта тӗнче, Европа, Раççей шайӗнчи ăмăртусенче медальсем çӗнсе илнӗ спортсменсене тата тренерсене Правительство çуртӗнче наградăларӗ пулсан, хула...
-
Çанталăк 5-мӗшӗнчен сивӗтет
ХФУн Экологи тата çутçанталăкпа усă курас институчӗн метеорологи кафедрин ертӳçи Юрий Переведенцев «Татар-информ» ИАна пӗлтернӗ тăрăх, сентябрӗн 2-мӗшӗччен республикăра ăшă пулать-ха, шăматкун 26 градусах çитет. Анчах та 3-4-мӗшӗсенче вăйлах мар çумăрлă циклон килет. 5-мӗшӗнче вара çанталăк тăрук сивӗтет. Çӗрле +9, кăнтăрла +14 градус кăна пулать. Хисеплӗ ял çыннисем, 5-мӗшӗччен çӗрулмие...