News by date 14 September 2017
-
Тутарстан Алтай валли юр барссем ӳстерсе парать
Тутарстан питомникӗнче ӳстернӗ юр барссене Горно-Алтайск тăрăхӗнче ирӗке кăларасси пирки калаçса татăлнă ТР Президенчӗпе Рустам Миннихановпа Алтай Республикин пуçлăхӗ Александр Бердников, пӗлтерет ТАСС. РФ Çутçанталăк министерстви пуçарăва хирӗçлемен, ырласа йышăннă. Александр Бердников сăмахӗсемпе, юр барссен популяцийӗ Алтайра çӗршывӗпе те чи нумаййи. Республикăсен ертӳçисем экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министрӗсене юр барссене сыхлассипе...
-
Чăваш журналӗсем айккинче юлчӗç
Казахстанри Туркестан хулинчи Тӗрӗк чӗлхисемпе тухакан литература журналӗсен редакторӗсен 8-мӗш конгресӗ иртет. Унта Турци, Иран, Молдова, Азербайджан, Узбекистан, Кăркăсстан, Казахстан, Раççей çӗршывӗсенче тухса тăракан журналсен ертӳçисем хутшăнаççӗ. Пирӗн çӗршывран Тутарстанпа Пушкăртстан журналисчӗсен йышлă делегацийӗсем те пур. Çав шутра «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Константин Малышев та. Шел пулин те, Шупашкарти чăваш...
-
Николай Досталӗн «Манахӗпе усалӗ»
(Ирина Трифонова) Николай Досталь Хусанти кинофестивалӗн жюри председателӗ пулнă май, унпа темиçе хутчен те тӗл пулма тӳр килчӗ. Вăл Совет Союзӗн тата Раççейӗн паллă режиссерӗ, сценарисчӗ тата киноактерӗ. Çапах хăйне актерсен шутне кӗртсен тӳрех тӳрлетме тăрăшать. - Эпӗ тахçанах ӳкерӗнмен ӗнтӗ, те характер япăх ман, пит чӗнсех каймаççӗ, - шӳтлерӗ...
-
Çӗнӗ йăла
Ял, шкул юбилейӗсене паллă тăваççӗ пулсан, чиркӳ менелникне мӗншӗн тăвас мар? Çӗнӗ самана çӗнӗ йăласем кӗртет пурнăçа. Çарăмсан районӗнчи Кивӗ Йӗлмел ялӗнче тӗн йăлисене официаллă майпа çӗнӗрен тытса пыма тытăннăранпа 25 çул çитрӗ. 1992 çулта ял администрацийӗ кӗлӗсем ирттерме ача сачӗн çуртне уйăрса панă. - Петр атте, Леонид атте хутшăнчӗç...
-
Владимир Вдовиченков Хусан киновӗнче ӳкерӗннӗ
ВЛАДИМИР ВДОВИЧЕНКОВ ХУСАН КИНОВӖНЧЕ (Ирина Трифонова) Хусан режиссерӗн Ильдар Ягафаровăн картининче Раççейӗн паллă актерӗ Владимир Вдовиченков ӳкерӗнни питӗ тӗлӗнтерчӗ. Мӗнле çил çавăрса килнӗ ăна кунта? Телее, кун пирки актертан хăйӗнченех ыйтса пӗлме май пулчӗ. Владимир Вдовиченков кинофестивалӗн пӗр кунӗнче журналистсемпе тата куракансемпе тӗл пулчӗ. Вăл калаçма юратакан, ырă кăмăллă уçă...