Новости за 11 октября 2017
-
11 октября 2017 - 12:48Ял больници те тухтăрсăр ан пултăр çавÇӗпрел район тӗп больницинче кадрсем çитмеççӗ темелли çук. Юлашки çулсенче кăна кунта 10 специалист килнӗ. Район администраци пуçлăхӗ Александр Шадриков вӗсемпе тӗлпулăва килнине хыпарлать «Тăван ен» хаçат. Вăл район больницине çакăн чухлӗ специалист килни тахçантанпах пулманнине палăртса çамрăк тухтăрсем районта нумай çул тухăçлă ӗçлессе шаннине пӗлтернӗ. Çамрăк специалистсене пуринчен ытла...
-
11 октября 2017 - 11:45Ящурпа пӗр выльăх та чирлемен-ха(Ирина Кузьмина. Сăнӳкерчӗк Султан Исхаковăн). Паянхи кун тӗлне республикăра пӗр выльăх та ящур чирӗпе чирлемен. Чире хирӗç мерăсем йышăнни кӳршӗллӗ Пушкăртстанран чир ан куçтăр тесе профилактика туни кăна, çапла пӗлтерчӗ ТР Министрсен Кабинечӗ çумӗнчи Ветеринарин тӗп управленийӗн выльăх-чӗрлӗхӗн инфекци чирӗсен тата унпа кӗрешмелли мероприятисен уйрăмӗн ертӳçи Александр Козлов паян «...
-
11 октября 2017 - 10:36Çул памарăн-тăк – тӳлеЯтарлă вырăнта çул урлă çуран тата велосипедпа каçакансене çул паман водительсем енӗпе яваплăха тата ӳстернӗ, ятарлă закон проектне Патшалăх Думи виççӗмӗш вулавра йышăннă, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА РИА новости хыпарӗ çине таянса. Малашне кун пек водительсен административлă правăна пăснăшăн 1,5 пин тенкӗ штраф тӳленӗ пулсан, малашне 2,5 пин тенкӗ тӳлемелле...
-
11 октября 2017 - 07:01Чăвашсем Европа судӗнчеЧăваш журналисчӗн Илле Ивановăн тата «Взятка» оппозици хаçачӗн тӗп редакторӗн Эдуард Мочаловăн çăхавӗсем Европăн çын прави енӗпе судне (ЕСПЧ) çитнине хыпарлать idelreal сайт. Аса илтеретпӗр, Илле Иванова 2011 çулта «Взятка» хаçатра пичетленӗ «Покажи мне свой язык, и я скажу - кто ты» статьяшăн Муркаш сучӗ РФ Уголовнăй кодексӗн 282-мӗш статйипе...