Сувар

Новости за 13 октября 2017

  • 13 октября 2017 - 12:31
    «Асам» кинофестивле камсем хутшăнаççӗ?
    ( Ирина Кузьмина) Пĕтĕм чăвашсен «Асам» кинофестивалĕ кăçал ноябрӗн уйăхĕн 13-17-мĕшĕсенче Шупашкарта иртнине, вăл « Çеçпӗл» кинотеатрта уçăлнине хыпарлать ЧНК пресс-служби. Ăна Чăваш Республикин культура, наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви, Чăваш наци конгресĕ пулăшнипе Чăваш Енри кинематографсен пĕрлĕхĕ ирттерет-мӗн. Чăваш Енри кинематографистсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Олег Цыпленков сăмахӗсем тăрăх, малашне...
    572
    0
    0
  • 13 октября 2017 - 12:16
    Ял çамрăкӗ, пултарулăхна кăтарт
    Октябрӗн 21-22-мӗшӗсенче Тутарстанра ял çамрăкӗсен хушшинче ТР Ял хуçалăхӗнче тăрăшакан çамрăксем хушшинче «Профессире чи лайăххи» конкурс пулать. Ăна ТР Аграри çамрăкӗсен пӗрлешӗвӗ ТР Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министерствипе пӗрле ирттерет. Конкурса ял хуçалăхӗнче çулталăкран кая мар тăрăшакан аслă е вăтам пӗлӳллӗ 18-35 çулсенчи инженер-механиксем, зоотехниксем, механизаторсем, ӗне сăвакан операторсем, выльăх пăхакансем,...
    559
    0
    0
  • 13 октября 2017 - 11:54
    Ноябрӗн 9-мӗшӗнче «Кӗр сăри»
    Кӗрхи ӗçсем вӗçленчӗç, халӗ канма та вăхăт. Çакна асра тытса Хусанти чăваш çамрăкӗсем кану каçӗсен сезонне уçаççӗ. Хусан çамрăкӗсене тата хăнасене ноябрӗн 9-мӗшӗнче «Корстон» канупа суту-илӳ центрне ( 3-мӗш хут, Selfie bar) @avanpatihusanta «Кӗр сăрине» килме чӗнетпӗр. Дискотекăн ятарлă хăнисем хальхинче: Вера Кожеманова, Андрей Шадриков, Петр Ермолаев, Калян Ключников, Леонид...
    600
    0
    0
  • 13 октября 2017 - 11:10
    Футбол. «ЧНКАна» кăшт кăна ăнăçу кирлӗччӗ
    (Константин Малышев. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Иртнӗ эрнере «Динамо» стадионра «ЧНКА» «Перцы» командăпа тӗл пулмаллаччӗ. Анчах та унта ТР Шалти ӗçсен министерстви мероприяти ирттернипе вăййа куçарчӗç. Октябрӗн 7-мӗшӗнче «ЧНКА» футбол команди «Динамо» стадионра каçхине 20.00 сехетре «Спарта-2» командăпа вылярӗ. Куракансен хушшинче пирӗн команда майлисем хирӗç вылякансеннинчен нумайтарахчӗ, çавăнпа та трибунăсем çинчи инициативăна...
    617
    0
    0
  • 13 октября 2017 - 10:55
    Васкавлă пулăшура Стас Кукушкин
    (Ирина Кузьмина. Майя Игнатьева сăнӳкерчӗкӗ). Октябрӗн 12-13-мӗшӗсенче Хусанта КФУри Медицинăпа биологи институтӗнче васкавлă медицина пулăшăвӗ парас енӗпе Раççейри медицина тата медицинăпа çыхăнман аслă шкулсенчи студентсен Пӗтӗм Раççейри олимпиади иртет. Аслă шкулсен командисем практика пайӗнче чăн пурнăçринчен кая мар лару-тăрура васкавлă медицина пулăшăвӗ пама пӗлмелле. Ӗнер практика пайӗнче медицинăпа çыхăнман аслă...
    646
    0
    0
  • 13 октября 2017 - 08:36
    Акатуй вăл вăйлă проект
    ( Ирина Кузьмина. Сăнӳкерчӗк « ЮЛТАШ»ЧНКАн) Иркутск тăрăхӗнчи чăвашсенчен савăнăçлă хыпар килчӗ. Кунти «Юлташ» Чăваш автономийӗ Çӗпӗр тата Инçет Хӗвелтухăç наци премийӗн Russian Event Awards конкурсӗнче финала тухнă. Йăхташсем Байкалри Акатуй презентацине кăтартнă иккен. Халӗ вӗсен октябрӗн 28-29-мӗшӗсенче Липецк хулинче иртекен суйлав тапхăрне çак проектпах хутшăнмалла. Шăпах унта конкурс çӗнтерӳçи...
    600
    0
    0
Реклама