Сувар

Новости за 18 октября 2017

  • 18 октября 2017 - 09:44
    2018 çул Иван Яковлевăн çулталăкӗ
    Килес çул чăваш халăх патриархӗ çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа Чăваш Республики 2018 çула Иван Яковлевич Яковлевăн çулталăкӗ тесе йышăнасшăн. Республика Пуçлăхӗн Указӗн проектне ЧР Культура министерстви хатӗрленине хыпарлать REGNUM ИА. Проектăн тӗллевӗ Атăлçи тата Урал тăрăхӗнчи халăхсен вӗрентӳ системине йӗркелеме пысăк пай кӗртнӗ, чăваш алфавитне тунă пархатарлă çыннăн ятне...
    670
    0
    0
  • 18 октября 2017 - 09:08
    Тулли лавпа та ăмăртаççӗ-и?
    Элкел октябрӗн 21-мӗшӗнче районти Сабантуй лапамӗ çумӗнчи ипподромра ут чупăвӗ ирттерме хатӗрленет. Çак уява халăх ыйтнипе йӗркеленине хыпарлать район сайчӗ. Унта çурма ăратлă, рысак лашасем хутшăнаççӗ. «Чи хăвăрт лав» ăмăрту та пуласса шантараççӗ йӗркелӳçӗсем. Кӳлнӗ лаша урапи çине 10-шар михӗ тырă тултарса 400 метр дистанцие чупса ăмăртӗç. Паллах, уяв вӗри...
    621
    0
    0
  • 18 октября 2017 - 08:42
    Ӳстерме ӳстернӗ, ăсатма черет кӗтмелле
    ( Константин Малышев. А. Наумов сăнӳкерчӗкӗ). Хальхи вăхăтра сахăр кăшманне Тутарстанра тивӗçтерӳ сертификачӗ пулсан кăна заводсенче йышăнаççӗ. Хусанта тăвакан анализ пӗтӗмлетӗвӗнче чӗкӗнтӗрте мӗнле минерал хушăмӗсем пуррине питӗ тӗплӗн çырса кăтартнă. Пӗлтӗрхи чӗкӗнтӗр тухăçне кăçалхипе танлаштарма çук пулин те, уписем ăна завода ăсата-ăсата Çӗнӗ çул та иртсе кайнă. Кăçал та çав...
    612
    0
    0
  • 18 октября 2017 - 08:24
    «КамАЗ» кăна хамăрăн
    ( Константин Малышев. А. Наумов сăнӳкерчӗкӗ). Кăçалхи çумăрсене пула Çӗпрел районӗнчи П.Дементьев ячӗллӗ агрофирма хирӗсенче тыр-пул лайăх çитӗннӗ. Сахăр кăшманӗ валли вара нӳр ытлашшипех те пулнă. Шыв çинче чӗкӗнтӗр лайăх ӳсмест. Хăш-пӗр тымар çимӗçсем вара ытла пысăк пулнипе нумай касăлаççӗ. Тата, кăларнă хыççăн ăшăра нумай выртсан, ытлашши нӳр çинче ӳснӗ...
    679
    0
    0
  • 18 октября 2017 - 08:15
    « Юлташран» юлташала пулăшу кӗтеççӗ
    ( Константин Малышев. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Самар облаçӗнче чăваш ертӳçисен «Юлташ» пӗрлешӗвне йӗркеленине пӗлтӗмӗр. Ку вăл наципе культура ӗçӗнче тăрăшакансене пулăшса пыракан фонд евӗр ӗçлекен организаци. Мӗншӗн тесен хальхи вăхăтра влаçрисем енчен чăваш ансамблӗсене ытлашши пулăшсах каймаççӗ кунта. Ăçта та пулин фестивале каймалла пулсан, транспорт ыйтăвӗ ансамбль ертӳçин хулпуççи çине тиенет....
    592
    0
    0
  • 18 октября 2017 - 08:09
    Ларса çиме сывлăх пултăр
    (Константин Малышев. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Тутарстанра ӳкернӗ «Вера древнего народа» фильмпа пуçланчӗ кăçал Тольяятинчи Чӳклеме. Сăмах май, Тольяттири ЧНКА активисчӗсен хушшинче пирӗн республикăран тухнă чăвашсем сахал мар, председателӗ Александр Бикмурзин та Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкелӗнче вӗреннӗ. Йăла тăрăх малтан пухăннисене Хула тата область Думин пуçлăхӗсем саламларӗç. Вӗсен çумне Тольяттири Туслăх çурчӗн...
    715
    0
    0
  • 18 октября 2017 - 07:50
    Тольятти кӗрхи кӗрекере
    ( Константин Малышев. Автор сăнӳкерчӗ). Самар енчи чăвашсемшӗн çулсерен «Чӳклеме» ирттересси йăлара, пирӗн тăрăхра вара кунашкал уявсем сайра. Çавăнпа та вăл мӗнлерех иртнине курма октябрӗн 14-мӗшӗнче Тольяттине çитсе килес терӗмӗр. Тольяттири Чăваш наципе культура автономийӗн пуçарăвӗпе çак уяв ӗнтӗ пӗрремӗш хут иртмест, вăл кунта ырă йăлана çаврăнса пырать. Халăхăн авалхи...
    634
    0
    0
Реклама