Сувар

Новости за 30 октября 2017

  • 30 октября 2017 - 13:34
    Чăваш театрӗ 100 çул каялла таврăнма чӗнет
    (Ирина Кузьмина). К.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗ килес çул хăйӗн 100 çулне паллă тăвать. Юбилейлă 100-мӗш сезона кăçал кӗркунне Шупашкарта савăнăçлă лару-тăрура пуçларӗç. Аса илтеретпӗр, пӗрремӗш чăваш театрӗ 1918 çулхи январӗн 27-мӗшӗнче çуралнă, ăна йӗркелекенӗ тата пӗрремӗш режиссерӗ пирӗн ентеш, Теччӗ районӗнчи Кăнна Кушки ялӗнче çуралса ӳснӗ И.С.Максимов-Кошкинский...
    701
    0
    0
  • 30 октября 2017 - 12:57
    Валентина Николаевна, саламлатпăр!
    (Ирина Кузьмина. Зоя Яковлева сăнӳкерчӗкӗ). Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районӗнчи Аслă Нагаткин ялӗнче пурăнакан хисеплӗ ентеше, Çӗпрел районӗнчи Упи ялӗнче çуралса ӳснӗ чăваш çыравçине, Раççей культура тава тивӗçлӗ ӗçченне Валентина Николаевна Таравата (Игнатьевăна) чăваш наци культурине аталантарма тата регионсем хушшинчи çыхăнăва çирӗплетме тăрăшнăшăн октябрӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарта иртнӗ ЧНК съездӗнче ЧР Пуçлăхӗ...
    710
    0
    0
  • 30 октября 2017 - 12:32
    Тутарстан нумай вулакан регион
    Çакăн пек пӗлтернӗ Раççей кӗнеке союзӗпе Пичет тата массăллă коммуникацисен федераллă агентстви ирттернӗ конкурса пӗтӗмлетсен. Тутарстанпа пӗрлех Раççейӗн чи нумай вулакан регионӗсен шутне Калининград облаçӗпе Мускав кӗнӗ. Çапах та «Раççей литература флагманӗ» ята Санкт-Петербург тивӗçнӗ. Тутарстан конкурса «Шкул ачин культура дневникӗпе» хутшăннă иккен. Проекта 2014-2015 çулта пӗрремӗш класс ачисен хушшинче...
    667
    0
    0
  • 30 октября 2017 - 10:40
    Вăт студентсем те...
    Нурлатри вӗренӳ заведенийӗсенчен пӗринче вӗренекен 18 çулти икӗ студентăн халӗ выртса пăхсан та диплом илесси курăнмасть. Мӗншӗн тесен çитес 7 çул урăх «университет» кӗтет. ТР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, вӗсен енӗпе РФ Уголовнăй кодексӗн 166-мӗш статйипе уголовнăй ӗç пуçарнă. Следствирен курăннă тăрăх, октябрӗн 14,16 тата 20-мӗшӗсенче «ВАЗ-2107», «ВАЗ-21074», «ВАЗ-2105» машинăсене...
    647
    0
    0
  • 30 октября 2017 - 10:04
    Футбол. Умра тата икӗ вăйă-ха
    Чăваш çамрăкӗсен «ЧНКА» футбол команди сезон тăршшӗпех ăнăçу хыççăн ăнăçу турӗ. Хусанти футбол юратакансен лигин Д серийӗнче пӗр хушă пӗрремӗш вырăнта та пытăмăр. Шел те, юлашки вăйăра ăнăçу пирӗн енче пулмарӗ. Октябрӗн 29-мӗшӗнче чăваш ачисем «Торпедо» командăна выляса ячӗç. Пӗрремӗш тайм 0:0 шутпах вӗçленчӗ-ха, анчах иккӗмӗшӗнче «Торпедо» футболисчӗ Руслан Замиров...
    722
    0
    0
  • 30 октября 2017 - 08:29
    Тепӗр тăватă çул та Угасловпа пӗрле!
    ( Ирина Кузьмина. Зоя Яковлева сăнӳкерчӗкӗ). Шăматкун, октябрӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкарта Чăваш наци конгресӗн 10-мӗш съезчӗ К.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗнче иртрӗ. Унта Чăваш Енрен, регионсенчен тата ют çӗршывсенчен пурӗ 280 делегатпа 160 хисеплӗ хăна хутшăнчӗç. Тутарстанран та сумлă делегаци кайрӗ. Чăвашсене Чăваш Республикин Пуçлăхӗ Михаил Игнатьев, Чăваш Патшалăх...
    748
    0
    0
Реклама