Сувар

Новости за 8 ноября 2017

  • 8 ноября 2017 - 13:12
    Тăван чӗлхе. Юлашки пăнча лартман-ха
    Шкулсенче патшалăх тата тăван чӗлхесене вӗрентесси тавра пыракан калаçусем вӗçленмен-ха, ăна паян ТР Патшалăх Канашӗ хăйӗн малалла тăснă 33-мӗш ларăвӗнче тепӗр хут сӳтсе яврӗ пулсан та юлашки пăнча лартмарӗ-ха. Çапла вара ТР Президенчӗ Р.Минниханов шкулсенче лăпкăрах пулма ыйтрӗ, республикăн патшалăх чӗлхине эрнере икӗ сехет вӗрентесси пирки патшалăхăн çӗнӗ стандарчӗ килессе...
    645
    0
    0
  • 8 ноября 2017 - 11:55
    Пушкин балӗ чăвашсемсӗр иртмест
    ( Ирина Кузьмина. Р. Мубаракшина сăнӳкерчӗкӗ). Ноябрӗн 1-мӗшӗнче Хусан ратушинче 15-мӗш Пушкин балӗ иртрӗ. Яланхи пекех унта Хусанти Н.И. Лобачевский ячӗллӗ Академи лицейӗсен вӗренекенӗсем хутшăнчӗç. Дресс-код хальхинче те çирӗпчӗ. Хӗрсен бал кӗписем тăхăнмаллаччӗ пулсан, каччăсен смокингпа килмеллеччӗ. Кăçалхи бала А.С.Пушкин вилнӗренпе - 180, поэт вӗреннӗ Царскосельский лицейӗн пӗрремӗш выпускне 200...
    533
    0
    0
  • 8 ноября 2017 - 10:49
    Хулаçырминче çамрăк граждансен форумӗ
    (Ирина Кузьмина. Л.Трофимова сăнӳкерчӗкӗ). Ноябрӗн 4-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми шкулӗнче çамрăк граждансен форумӗ иртнӗ. Ăна шкул ачисем хатӗрленӗ пулсан та программăна хальхи вăхăтра ХФУра вӗренекен тата ӗçлекен çамрăксем Ксения Романовăпа Станислав Мокшин та хутшăннă. Вӗсем те тăван шкулти тӗлпулăва хăйсен проекчӗсемпе килнӗ. Сумлă хăнасен шутӗнче вара: район администраци пуçлăхӗ А.Шадриков,...
    525
    0
    0
  • 8 ноября 2017 - 10:17
    Культура пайӗн ертӳçи çирӗклӗсем
    Аксу муниципаллă район Ӗçтăвкомӗн культура пайӗн çӗнӗ ертӳçӗ, тесе пӗлтерет Аксу райхаçачӗ. Çак должноçа Çирӗклӗ чăвашне Алексей Тимирясова суйланă. Алексей Сергеевич Тимирясов 1986 çулхи октябрӗн 14-мӗшӗнче Çирӗклӗре çуралнă, Савгачево гимназине пӗтернӗ. 2009 çулта Хусанта Н.Э. Бауман ячӗллӗ патшалăх ветеринари академине пӗтернӗ, хальхи вăхăтра В.Г.Тимирясов ячӗллӗ Хусанти инноваци университечӗн юридици факультетӗнче...
    582
    0
    0
  • 8 ноября 2017 - 08:47
    Туй курма Элмете каймалла
    ( Ирина Кузьмина. И. Трифонова сăнӳкерчӗкӗ). Тутарстана май пур таран нумайрах туристсем килччӗр тесен Пăлхар тата Свияжск утрав-хула пек заповедниксем пурри кăна çителӗксӗр, районсенче этнотуризма аталантармалла. Кун çинчен ТР Президенчӗ Р.Минниханов ларусенче пӗрре мар каланă. Мӗн-ха вăл этнотуризм? Туристсене халăх культурипе, йăли-йӗркипе, промыслипе паллаштарни. Нумай нациллӗ республикăн ку енӗпе инфраструктурăна...
    572
    0
    0
Реклама