Сувар

Новости за 10 ноября 2017

  • 10 ноября 2017 - 08:51
    Хӗрсем те çара каяççӗ пирӗн
    (С.Исхаков сăнӳкерчӗкӗ). Çара контрактпа каясси арçынсемшӗн кăна мар, хӗрарăмсемшӗн те шăл çемми. Тутарстанри контрактпа çара кайма суйласа илекен пункт ертӳçин çумӗ В.Елагин подполковник «Татар-информ» агентствăна пӗлтернӗ тăрăх, республикăран çуллен 800-1400 çын çара контрактпа каять. Тӗпрен илсен, вӗсем салтакран килнӗ каччăсем. Анчах та çак шухăшлă хӗрарăмсен шучӗ те ӳсет иккен. Юлашки...
    608
    0
    0
  • 10 ноября 2017 - 07:42
    Тăхăрьялсем Кӗр сăринче
    (Елена Хлынова. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Пăва енче кӗрхи çӗр ӗçӗсем ăнăçлă вӗçленчӗç. Пирӗн несӗлсен уй-хир ӗçӗсем вӗçленсен «Кӗр сăри» ирттерес йăли Тăхăрьял енче паян кун та сӳнмен-ха. Юпа уйăхӗн юлашки кунӗнче Таккавар ялӗнче ЧНКЦ пуçарнипе авалхи йăлана хисеп тăвакансем ялти клуба пуçтарăнчӗç. Сумлă кинемейсем хăйсем çамрăк чух Кӗр сăри еплерех ирттернине...
    587
    0
    0
  • 10 ноября 2017 - 07:31
    Кăçал хӗлле пулать-и?
    (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ). Çанталăк тӗлӗнтерме пăрахмасть кăçал, унран мӗн кӗтмеллине никам та пӗлмест: апрель уйăхӗнче юр çуса лартрӗ, çулла татти-сыпписӗр çумăр тăкрӗ, кӗркунне пуçламăшӗпе çурри çуллахилле ăшă тăчӗ. Хӗлле те килме васкамасть иккен-ха. Росгидрометцентр специалисчӗсем ноябрь уйăхӗ климат нормисенчен уйрăлса тăмасть теççӗ пулин те, хура кӗркуннешӗн çанталăк ăшă. Çитес канмалли кунсенче...
    675
    0
    0
  • 10 ноября 2017 - 07:06
    Пӗрле чухне эпир вăйлă
    (Юрий Адъютантов. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Халăхсен пĕрлĕхĕн кунӗнче Çӗпрел районӗнчи П.В.Дементьев ячĕллӗ музей Упири «Ăшă çурт» социаллă приютра «Тăван çĕршывăм ман - Раççей» патриотизм сехетне ирттерчӗ. Ачасене праçникĕн историйӗпе паллаштарчӗç, вырăссен Аслă кнеçӗ Дмитрий Пожарский, Куçма Минин паттăр тата Турă Амăшĕн Хусан турăшӗ çинчен каласа пачӗç. «Килĕшӳ», «пĕрлӗх», «туслăх», «шанчăк», «тăнăçлăх»,...
    682
    0
    0
  • 10 ноября 2017 - 06:56
    Пуçпа туслă пулсан, тупăш ӳсет
    Така 21.III - 20.IV Укçа-тенкӗ енӗпе ăнăçлă эрне. Пуçпа туслă пулсан, тупăша ӳстерме пулӗ. Пур ӗçе те хăвăр çине иличчен лайăх план тăвăр. Сывлăх пирки ан манăр, тӗрӗс апатлану çинчен те. Хăш чухне ытлашши те ӗçлетӗр, канасси пирки те шутлăр пăртак. Канмаллисенче вăй-хал нумайрах та пулӗ. Эрнелӗх гороскоп ВĂКĂР 21.IV...
    661
    0
    0
  • 10 ноября 2017 - 06:52
    Паян РФ шалти ӗçсен органӗсен ӗçченӗн кунӗ
    Йӗрке хуралӗнче тăракан сотрудниксене пурне те профессилле уяв ячӗпе саламласа çăмăл мар ӗçре ăнăçу сунатпăр. Сăмах май, Шалти ӗçсен халăх комиссарӗ А.И. Рыков «Ӗç милицийӗ çинчен» постановление алă пуснăранпа (1917 çулхи ноябрӗн 10-мӗшӗ) паян 100 çул. Апла пулсан та профессилле уяв пек ăна 1962 çулхи сентябрӗн 26-мӗшӗнче СССР Аслă Канашӗн...
    638
    0
    0
Реклама