Пăва пики тухтăр пуласшăн
Мăкăрта пурăнакан Екатерина Тюплина хальлӗхе Кушникри шкулта вӗренет-ха. Çапах та хӗрпӗрчин тӗллевӗсенче - пысăк çын пуласси. Кипеккасси ялӗнче иртнӗ илемпе пултарулăх конкурсӗнче Катя куракансне юрласа савăнтарчӗ. Чăваш тумӗсем те унăн ыттисенчен уйрăлса тăратчӗç. Апат-çимӗç конкурсне валли вăл хуплу пӗçерсе килнӗ тата сăра вӗретнӗ. 11-мӗш класра вӗренекен хуплăва мӗнле пӗçерни çинчен...