Сувар

Новости за 15 ноября 2017

  • 15 ноября 2017 - 12:04
    Петрпа Феврони палăкне ăçта лартасси паллă
    Хусанта Чистопольская урамӗнче вырнаçнă Хусан митрополичӗ, Çветтуй асапçă Кирилл ячӗллӗ храм чăвашсемшӗн ют мар, настоятелӗ Игнатий архимандрит чăваш пулнăран нумайăшӗ ăна чăваш чиркӗвӗ пек йышăнать. Паллах, кӗлӗсене кунта тăван чӗлхепе те илтме пулать. Çак кунсенче ТР Культура министерствин ларăвӗнче Петрпа Феврония Муромский çветтуйсен палăкне çак чиркӗвӗн территорине лартма йышăну тунă....
    658
    0
    0
  • 15 ноября 2017 - 11:01
    Чи вăйлă хӗрарăмсене курас тесен Шупашкара каймалла
    Шупашкар хальхи вăхăтра тӗнче кубокне хатӗрленет. Декабрӗн 1-2-мӗшӗсенче «Шупашкар-Арена» пăр керменӗнче тӗнчери чи вăйлă хӗрарăмсем кавир çине тухаççӗ. Спорт кӗрешӗвӗпе Тӗнче кубокне Раççей, Япони, Китай, АПШ, Азербайджан, Монголи, Швеци тата Украина кӗрешӳçӗ-хӗрарăмсен командисем килеççӗ. Раççейӗн сборнăйӗн капитанӗ тӗнче чемпионачӗн призерӗ Ирина Ологонова ( Буряти) пулать. Тӗнче чемпиончӗ хыççăнах тӗрлӗ çӗршыв...
    602
    0
    0
  • 15 ноября 2017 - 10:21
    « Нечкэбилта» Наталия Куракина
    Республикăри «Нечкэбил - 2017» аннелӗхпе çемье конкурсӗн финалӗ çывхарса килет. Çак конкурса çуллен чи лайăх аннене суйласа илеççӗ. Кăçал унта чăвашсенчен Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Упи ялӗнче пурăнакан Наталия Куракина хутшăнать. Вăл темиçе тапхăртан та иртрӗ, умра - финал. Тăвансем, хисеплӗ чăвашсем, Куракинашăн интернет-сасăлав пуçланчӗ. Хӗрринче ан юлăр, http://nechkebil.ru/participants ссылкăпа кӗрсе...
    658
    0
    0
  • 15 ноября 2017 - 09:57
    Тинех ачасем валли реабилитаци центрӗ пулать
    Хусанта Республикăн ача-пăча клиника больниципе юнашар çитес икӗ çулта темиçе медицина центрӗ ӳссе ларӗ. ТР сывлăх сыхлав министрӗ Адель Вафин «Татар-информ» агентствăна панă интервьюра çакăн валли çӗр уйăрнине каланă. Медицина кластерне ачасем валли реабилитаци центрӗ (инвесторӗ Саудов Аравийӗ) кӗрӗ. Министр сăмахӗсем тăрăх, çакă хальхи вăхăтра питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен тухтăрсен...
    564
    0
    0
  • 15 ноября 2017 - 08:26
    Мӗнле пурăнать чăваш Голливучӗ?
    Ноябрӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарта Пӗтӗм чăвашсен «Асам» III кинофестивалӗ Марат Никитин режиссерăн «Фуга» илемлӗ фильмӗпе уçăлнă. Çаплах куракансем Тани Юнпа Иоаким М-Кошкинский асаилӗвӗсене кӗртнӗ «Чăваш киновӗн историйӗ» фильма та курма пултарнă. Шел те, савăнăçлă мероприятие ЧР Культура министрӗпе К.Яковлевпа ЧНК президенчӗ Н.Угасловран сумлăрах хăнасем хутшăннине асăнмасть чăваш халăх сайчӗ. Кинофестивале уçнă...
    608
    0
    0
Реклама