Сувар

Новости за 17 ноября 2017

  • 17 ноября 2017 - 12:36
    Пушă вăхăт валли
    Çӗпрел районӗнче çитес çул çӗнӗ физкультурăпа сиплев комплексӗ уçăлать. «Çамрăксем ӗç е вӗренӳ хыççăн вăхăта усăллă ирттерччӗр тесех тума шутларăмăр çак комплекса. Проекта çирӗплетнӗ ӗнтӗ», - тесе пӗлтернӗ «Татар-информ» ИАна Çӗпрел район пуçлăхӗ А.В.Шадриков. 500 вырăнлă комплекс райцентрта уçăлать, унта çавăн пекех волейболпа баскетбол площадкисем тата тренажер залӗ те пулӗ.
    689
    0
    0
  • 17 ноября 2017 - 11:19
    Чăваш археологӗсем Пӳлерте тӗпчев ирттересшӗн
    Ӗнер Шупашкарта Чӑваш Республикинчи гуманитари ӑслӑлӑхӗсен аталану Канашӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ, сӳтсе явнӑ чи пысӑк ыйтусен йышне Суварпа Пӳлер хулисенче археологи тӗпчевӗсем ирттересси кӗчӗ, тесе пӗлтерет чăваш халăх сайчӗ. Ку ӗçе тума ӑсчахсем 400 пин тенкӗ укçа ыйтнă-мӗн, телее, хальхинче ларăва пынӑ тӳре-шара вӗсемпе килӗшнӗ. 2020 çулта Николай Иванович Ашмарин...
    646
    0
    0
  • 17 ноября 2017 - 10:15
    Боинг -737 самолет ӳкнӗренпе паян 4 çул
    2013 çулхи ноябрӗн 17-мӗшӗ Тутарстан историне хурлăхлă кун пек кӗрсе юлчӗ. 4 çул каялла «Тутарстан» авиакомпанин Мускав - Хусан маршрутпа вӗçнӗ Боинг-737 авиалайнер «Хусан» аэропортра ӳкнӗччӗ. Ун чух инкекре 44 пассажирпа экипажри ултă çын пурнăçӗ татăлчӗ. Çак катастрофăра вилнӗ çынсене асăнса паян «Хусан» аэропортра митинг иртрӗ. Унта республика ертӳçисем тата...
    632
    0
    0
  • 17 ноября 2017 - 09:02
    Ыран Чăваш Майнинче съезд
    Ыран, ноябрӗн 18-мӗшӗнче, Алексеевски районӗнчи Чăваш Майнинче Тутарстанри чăваш çыравçисем съезда пуçтарăнаççӗ. ТР Чăваш çыравçисен союзӗ йӗркеленнӗренпе ку тăваттăмӗш пуху. Мероприяти 11 сехетре ялти Культура çуртӗнче пуçланать. Кăмăл тăвакансене пурне те хапăл туса кӗтеççӗ.
    661
    0
    0
  • 17 ноября 2017 - 08:52
    Президент полкне пурне те илмеççӗ
    (А.Эшкинин сăнӳкерчӗкӗ). Ӗнер Хусанта Тутарстан каччисене çар элити шутланакан Президент, Преображени тата Семенов полкӗсене савăнăçлă лару-тăрура хӗсмете ăсатрӗç. Призывниксем валли Ветеринари академийӗн студенчӗсем концерт йӗркеленӗччӗ. Паллах, кун пек мероприятисем çар тата тӗн çыннисен пилӗсӗр те иртмеççӗ, хальхинче те призывниксене Тутарстанри вăрçă тата çар службин ветеранӗсен огранизацийӗн председателӗ Ахат Юлашев генерал-майор,...
    626
    0
    0
Реклама