News by date 21 November 2017
-
ВИЧ – приговор мар, çапах та тӗрӗслен!
Пӗтӗм тӗнчери СПИДпа кӗрешмелли куна (декабрӗн 1-мӗшӗ) халалласа иртекен «Стоп ВИЧ/СПИД» Раççей акцине Тутарстан та хутшăнчӗ. Мероприятисем пирӗн республикăра Раççей акцийӗ иртнӗ вăхăтра кăна мар, икӗ эрнех тăсăлаççӗ. Ноябрӗн 21-мӗшӗнчен пуçласа декабрӗн 3-мӗшӗччен, учрежденисенче ВИЧ-статуса тӳлевсӗр экспресс-тест туса тӗрӗслеме пулать. Çакăн пек пӗр площадкăна обществăлла вырăнта та йӗркелеççӗ. Тӗрӗслев иртекен...
-
Чи лайăх вăрлăх Пăвара
ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ Марат Ахметов каланă тăрăх, республикăра вăрлăх валли тырă енӗпе йывăрлăхсем çук, хальлӗхе 353 пин тонна хатӗрлесе хунă. Ку вăл 101 процент. Пӗтӗмпе республикăна акма 350 пин тонна тырă вăрлăхӗ çителӗклӗ. Анчах та вăрлăх фондне çӗнетмелле-мӗн, çак тӗллевпе республикăри элитлă вăрлăх ӳстерекен хуçалăхсенчен туянмалла. Чи паха...
-
Ку эрнере Хусанта ял çамрăкӗсен форумӗ
Ноябрӗн 24-26-мӗшӗсенче Хусанта Тутарстанри ял çамрăкӗсен форумӗ пулать, тесе пӗлтерет ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин пресс-служби. Мероприятие республикăри Ял çамрăкӗсен пӗрлешӗвӗн районсенчи уйрăмӗсенче тăракан 18-35 çулти хастар çамрăксем хутшăнаççӗ. Форумра «Ял çамрăкӗсем 2014-2020 çулсенче» программа пурнăçа мӗнле кӗнине тата республикăри Ял çамрăкӗсен пӗрлешӗвӗн ӗçне пӗтӗмлетӗç. Çамрăксем валли республикăри министерствăсемпе ведомствăсен...
-
«Йăл кулă» фотоконкурс
«Сувара» тăтăш вулакансем астăваççӗ пулӗ ӗнтӗ, темиçе çул каялла хаçатра «Йăл кулă» сăнӳкерчӗксен конкурсне ирттернӗччӗ. Нумайăн хутшăннăччӗ унта. Кашни номертех илемлӗ сăнӳкерчӗксем пичетленни редакципе вулакан хушшинчи çыхăнăва çирӗплетет кăна пирӗн шутпа. Сăнӳкерчӗксене ăçтан ярса панине çырни хаçатăмăра ăçта ытларах вулани, юратни пирки информаци парать. Вулакансем кăмăлланă конкурса тепӗр хут пуçарас...
-
Кам хӗллене кӗтет, кам кăмпана çӳрет
Тутарстанра паян ăмăр çанталăк тăрать, çумăр та, юр та çумасть. Сывлăш температури - 1...+3 градус. Кăнтăртан лăпкă çил çеккунтра 3 - 5 метр хăвăртлăхпа вӗрет. Сывлăш нӳрӗкӗ 67-87 процент. Сăмах май, гидрометцентр прогнозӗ тăрăх, çанталăк эрне вӗçӗнче, тепӗр эрне пуçламăшӗнче кăна сивӗтет, ун чух та - 5 градусран иртмест. Хура...