Сувар

Новости за 22 ноября 2017

  • 22 ноября 2017 - 13:44
    Саврăшпуçӗнчи Максимовсем виçӗ хваттерлӗ пулчӗç
    (Л.Жаренова, автор сăнӳкерчӗкӗ).Çакăн пек пысăк савăнăç пулчӗ паян Аксу районӗнчи Саврăшпуç ялӗнче пурăнакан Галинăпа Федор Максимовсен çемйинче. Нумай ачаллă çемьесемпе тăлăхсене Аксу район центрӗнче çӗнӗ хваттерсен уççисене пачӗç. Калас пулать, Максимовсемсӗр пуçне районти пиллӗк е ытларах ачаллă тепӗр виçӗ çемьене патшалăх харăсах икшер, виçшер хваттер уйăрнă. Галинăпа Федор Максимовсен çемйи...
    566
    0
    0
  • 22 ноября 2017 - 11:18
    Йӗркене пăсакан тараймасть
    Республикăри автоинспекторсем çул-йӗр йӗркине пăсакансене тупса палăртас тӗлӗшпе хăйне евӗрлӗ рейд йӗркеленӗ. Автоçула аэростатпа тӗрӗслеççӗ. Çапла майпа çул-йӗр йӗркине пăсакан пӗр автомобилист та вӗсен тимлӗхӗнчен пăрăнаймасть. Росгварди сотрудникӗсем хальхи вăхăтра Хусан -Арск автоçула аэростатран сăнаççӗ. Камера виçӗ çухрăм радиусра мӗн пулнине йăлтах кăтартать. Уйрăм тимлӗх умри машинăран юраман вырăнта иртсе...
    599
    0
    0
  • 22 ноября 2017 - 10:49
    Мӗншӗн пире намăс, тутарсене – çук?
    Чăвашсем тăван чӗлхе кирлӗ мар тесе унран пăрăннă вăхăтра тутарсем чӗлхине Европăра сараççӗ. «Татар-информ» ИА «Крымские новости QHA» хыпарӗ çине таянса пӗлтернӗ тăрăх, çак кунсенче Румынири Констанца хулинчи Овидия университетӗнче историпе политологи факультечӗн никӗсӗнче «Турккă тата тутар историйӗсем» кафедра ӗçлеме пуçланă. Чăн та, ăна Турци Республикин Министрсен Кабинечӗ çумӗнчи Çыхăну...
    577
    0
    0
  • 22 ноября 2017 - 09:53
    Заводра каллех пушар
    Паян ирхине 6.33 минутра Хусанти тар завочӗн территорийӗнче пушар тухнине 112 телефонпа экстреннăй службăна шăнкăравласа пӗлтернӗ. Хусанти пушарпа çăлав гарнизонӗн подразделенийӗн çăлавçисем çитнӗ чухне завод территорийӗнчи уйрăм ларакан пӗр çуртăн тăрри çуннă. Телее, ăна сӳнтерме çăлавçăсене хушма пулăшу кирлӗ пулман, пушара 7.05 сехетре йăлтах сӳнтернӗ. Инкекре никам та сиенленмен. Хусан...
    667
    0
    0
  • 22 ноября 2017 - 08:34
    WorldSkills-2019 чемпионата 1500 çын хутшăнать
    2019 çулта Хусанта ӗç профессийӗсен ăсталăхӗпе иртекен WorldSkills тӗнче чемпионатӗнче 50 ытла компетенципе 1500 çын ăмăртӗ. Вӗсене 250 пин ытла хăна сăнӗ, çапла пӗлтернӗ РФ вице-премьерӗ Ольга Голодец чемпионатăн йӗркелӳ комитечӗн ларăвӗнче. Вăл каланă тăрăх, кăçал 5 пин ытла вӗрентекен WorldSkills стандарчӗпе ăсталăха ӳстернӗ. Кунсăр пуçне кăçал Раççейре чемпионатăн репетицийӗ...
    624
    0
    0
  • 22 ноября 2017 - 08:20
    Сасăсем хӗтӗртнӗ...
    30 çулти хӗрарăм-преступника ӗненес пулсан, Çырчалли хулинче октябрӗн 29-мӗшӗнче пулнă хăрушă преступленин сăлтавӗ темле сасăсенче, шăпах вӗсем 53-ри тăван амăшне вӗлерме хушнă та имӗш. Çак тӗллевпе вăл çӗçӗ илнӗ те çывăракан инвалид-амăшне темиçе хутчен кăкăрӗнчен чикнӗ, унтан пӳлӗмрен тухнă. Анчах та кăшт вăхăт иртсенех хăй шухăшне пурнăçа кӗртнине тӗрӗслеме тесе...
    592
    0
    0
  • 22 ноября 2017 - 08:11
    Кӗрхи призыв. Хальхинче çул Инçет Хӗвел тухăçа
    Кӗрхи призыв малалла тăсăлать. Ӗнер Республикăн пухăнмалли пунктӗнчен 189 призывника хӗсмет иртме Инçет Хӗвел тухăçне ăсатрӗç. Тăван çӗршыв умӗнчи тивӗçе вӗсем Уссурийск, Хабаровск тата Биробиджанри сухопутный çарсенче пурнăçлӗç. Инçет Хӗвел тухăçне çулсерен Тутарстан призывникӗсен 15-20 проценчӗ каять. Асăнса хăварар, каччăсен çар пурнăçӗ чаçе çитсен мар, асăннă пунктра çар тумне тăхăннинченех...
    670
    0
    0
Реклама