Сувар

Новости за 24 ноября 2017

  • 24 ноября 2017 - 11:07
    Ыран «Элмет чăваш пики – 2017»
    «Чăваш пики» конкурса элметсем пек юратакансем республикăра урăх çук-тăр. Вӗсем ăна ячӗшӗн кăна ирттермеççӗ. Унăн шайӗ республика конкурсӗнчен кая мар. Хальхинче те районти чăваш ялӗсенчен икшер пике хутшăнать. Тахçанах пуçланнă репетицисем вӗçленсе пыраççӗ. Кăçал хăш ял пикине тӗп парне - тухья - лекнине пӗлес тесен вран Элмет районӗнчи Клемтел ялне...
    552
    0
    0
  • 24 ноября 2017 - 10:46
    Пултăр парне «Сувар»
    (А.Наумов сăнӳкерчӗкӗ). Хусанта паян «Çырăнтару парнеле» ыр кăмăллăх акцийӗ пуçланчӗ. «Татмедиа» АО генеральнăй директорӗ Андрей Кузьмин унăн пӗрремӗш хутшăнаканӗ пулса ТР Ветерансен канашне «Казань» журналпа «Казанские ведомости» хаçат çырăнса парне турӗ. Çапла вара Çӗнӗ çулччен кăмăл пуррисем республикăри хуть мӗнле хаçат-журнала çырăнса обществăлла е ыркăмăллăх организацийӗсене, уйрăм пенсионера е пулăшу...
    573
    0
    0
  • 24 ноября 2017 - 10:04
    Чӗлхе ыйтăвӗ вӗçленмен-ха
    Юлашки вăхăтра общественноçа хумхантарнă ыйту - шкулсенче патшалăх тата республикăри халăхсен чӗлхисене вӗрентесси - татăлман-ха. РФ Вӗрентӳпе наука министерствипе калаçусем пынă пирки ноябрӗн 8-мӗшӗнче ТР Патшалăх Канашӗн 33-мӗш ларăвне тăхтава чарма тивнӗччӗ. Паян парламентăн президиумӗ ларăва ноябрӗн 29-мӗшӗнче малалла тăсса чӗлхе ыйтăвне тепӗр хут сӳтсе явасси çинчен пӗлтерчӗ. 33 -мӗш...
    547
    0
    0
  • 24 ноября 2017 - 08:45
    Н.Ильина: «Хосписра яланах йывăр. Хăш чухне пачах та тӳсме çук»
    (Майя Игнатьева. А.Ильина архивӗнчи сăнӳкерчӗк).Ноябрӗн 15-18-мӗшӗсенче ХусантаV çамрăксен нацисен хушшинчи «Халăхсен туслăхӗ - Тутарстан пуянлăхӗ» республика форумӗ иртрӗ. Мероприятие 16-30 çулти 160 çамрăк активист хутшăнчӗ. Вӗсен хушшинче наципе культура автономийӗсен çумӗнчи çамрăксен ушкăнӗсен, районсенчи çамрăксен активӗсен хастарӗсем, ют çӗршыв студенчӗсем пулчӗç. Унăн тӗллевӗ - нацисен хушшинчи килӗшӳлӗхе çирӗплетесси, национализм профилактики....
    574
    0
    0
  • 24 ноября 2017 - 08:02
    «Ан йӗр эсӗ, Лена» тепӗр хут тухрӗ
    (Любовь Левацкая). Хăш-пӗр хайлавсем вулакана ячӗпех тыткăнлаççӗ те кӗнекен юлашки страницине çитичченех хăйсенчен вӗçертмеççӗ. Николай Симунов çыравçăн «Ан йӗр эсӗ, Лена» романӗ пирки шăпах çапла калама пулать: чăваш литературинче тивӗçлӗ вырăн йышăннă хайлавӗ паянхи кун та вулакансем хушшинче чи интереслӗ кӗнеке ятпа палăрнăскер алăран алла çӳрет. Пирвайхи хут вăл 1992...
    701
    0
    1
  • 24 ноября 2017 - 07:21
    В.Вериялов: «Çемье валли вăхăт сахал уйăрнăшăн кăна ӳкӗнетӗп...»
    (Николай Казаков. Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк). В.Г.Верияловпа иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш çулӗсен пуçламăшӗнче паллашрăм эпӗ. Ун чух вăл Ульяновск облаçӗнчи Ульяновск районӗнчи Зеленая Роща вăтам шкулӗн директорӗнче тăрăшатчӗ. Чăваш наци культури çӗкленсе аталанма пуçласан Владимир Григорьевич çак çăмăл мар ӗçе те кӳлӗнчӗ. Культурăпа çыхăннă уроксем ирттерчӗ, ват çынсем каласа панине çыра-çыра илчӗ,...
    598
    0
    0
Реклама