Сувар

Новости за 4 декабря 2017

  • 4 декабря 2017 - 13:13
    ТР вӗрентӳ министрӗ улшăнчӗ
    ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Энгель Фаттахов урăх ӗçе куçнипе министр тивӗçӗсене вăхăтлăха пурнăçлама ТР Патшалăх Канашӗн депутатне Рафис Бурганова лартасси пирки указа ТР Президенчӗ Р.Минниханов алă пуснине пӗлтерет республика ертӳçин пресс-служби. ТР çамрăксен ӗçӗсен тата спорт министрӗ пулнă Р.Бурганов паянхи кунччен ТР Патшалăх Канашӗн Экономика, инвестици тата предпринимательство комитетне ертсе...
    705
    0
    0
  • 4 декабря 2017 - 12:58
    Пулăçсене беспилотник сăнать
    Вăлта тытса пулăра ларасси - хобби. Унпа чирлесех кайни тепӗр чух хăрушсăрлăх çинчен те мантарать. Юханшывсем пăрпа витӗнмелӗх сивӗ çанталăк та пулмарӗ -ха, чăтăмсăр пулăçсем вара ăссăр ача пекех пăр çине тухма васкарӗç. Çакăн пек çăмăлттайлăха пула республикăра икӗ пулăç путса вилме те ӗлкӗрчӗ ӗнтӗ. Пӗр инкек çак кунсенче Победилово...
    712
    0
    0
  • 4 декабря 2017 - 09:25
    Кастинг пӗтӗмлетӗвӗсем хальлӗхе паллă мар-ха
    (Ирина Трифонова. Автор сăнӳкерчӗкӗ). «Горизонт кино» киностудипе (Мускав) «Сухба» кинокомпани (Хусан), шантарнă пекех, Тутарстан тӗп хулинче кино ӳкерес ӗçе пуçăнчӗç. Иртнинче килсе кайнă чух Сергей Кожаев проекта 2018 çул вӗçне вӗçлесси пирки пӗлтернӗччӗ. Унччен вăхăт шăпах çулталăк юлать, кино виçипе çав тери сахал. Картинăна ӳкернисӗр пуçне монтаж та тумалла, сасăлатмалла...
    667
    0
    0
  • 4 декабря 2017 - 09:04
    Пирӗн ДРКБ Раççейре чи лайăххи
    Республикăри ача-пăча клиника больницине Раççейри чи лайăх медицина учрежденийӗ тесе йышăннă. Паян Мускавра иртекен «Медицина тата пахалăх» Пӗтӗм Раççейри 10-мӗш наукăпа практика конференцийӗнче пирӗн больницăна «Медицина ӗçӗнче пахалăх тата хăрушсăрлăх» номинацире чысланă. Çулленхи çак конференцире премие пӗтӗмлетеççӗ, сывлăх сыхлавӗнче, медицина пулăшăвӗ парассинче патшалăх политикине çӗнетес ыйтусене сӳтсе яваççӗ. Чыслав церемонийӗнче...
    630
    0
    0
  • 4 декабря 2017 - 08:29
    Аксусемшӗн пуçланать кăна-ха
    (Ирина Кузьмина. Л.Осипова сăнӳкерчӗкӗ). Шăматкун, декабрӗн 2-мӗшӗнче, Çӗпрел районӗнчи Аксу шкулӗнче питӗ хӗрӳ кун пулчӗ. Кунта Аксу ял хутлăхӗн пуçлăхӗн А.Храмовăн кубокӗшӗн районти шкулсен хӗр ачасен (2002-2003 çулхисем) командисен хушшинче мини-футбол турнирӗ иртрӗ. Тӗп приза - кубока - çӗнсе илес тесе Аслă Аксу, Хулаçырми, Чăваш Çӗпрел, Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ...
    711
    0
    0
Реклама