Сувар

Новости за 21 декабря 2017

  • 21 декабря 2017 - 12:08
    Тутарстан вăрманӗсем çунмаççӗ
    Çулсерен çӗршывра унта та кунта вăрмансем çунсан та, Тутарстана ку инкек пырса тивмерӗ-ха. ТР вăрман хуçалăхӗн министрӗн çумӗ Эмир Бедертдинов «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире пӗлтернӗ тăрăх, юлашки 7 çулта Тутарстан вăрманӗсенче пӗр пушар та пулман. Кунта ӗнтӗ профилактика ӗçсем илсе пыни, ТР Вăрман хуçалăх министерстви лару-тăрăва талăкӗпех тӗрӗслесе тăни витӗм панă....
    612
    0
    0
  • 21 декабря 2017 - 11:47
    Пӗтӗмӗшле чӗртавар калăпăшӗ ӳсет
    ТР Президенчӗ Рустам Минниханов республикăри социаллă экономикăри лару-тăрупа РФ Президентне Владимир Путина çак кунсенче паллаштарчӗ, тесе хыпарлать «Татар-информ» ИА. Тӗлпулура Рустам Нургалиевич кăçал республикăн пӗтӗмӗшле чӗртаварӗ виçӗ процента ӳссе икӗ триллион тенке çитессине каланă. «Промышленность производствин калăпăшӗ 2,2 триллион тенкӗпе танлашать. Ял хуçалăхӗнче те ӳсӗм пур - 5,5 процент (260...
    660
    0
    0
  • 21 декабря 2017 - 11:20
    Кивӗ Йӗлмелӗнче йăнăш хака ларнă
    Паян çӗрле Кивӗ Йӗлмел (Çӗпрел районӗ) ялӗнчи Комсомольская урамӗнчи 1-мӗш номерлӗ çуртра пушар тухнă. Çăлавçăсем пушара сӳнтернӗ май çуртра кил хуçин, 68 çулти арçыннăн, виллине тупнă. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, пушарăн сăлтавӗ - электрооборудование тӗрӗс мар вырнаçтарса усă курни.
    650
    0
    0
  • 21 декабря 2017 - 10:49
    29-мӗшӗччен çырăн та парнеллӗ пул
    Хаклă вулаканăмăрсем! 2018 çулăн пӗрремӗш çур çулӗ валли хаçат-журнал çырăнас тапхăра малтан палăртнинчен 4 куна тăснине савăнсах пӗлтеретпӗр. Халӗ республикăра тухса тăракан хаçат-журналсене декабрӗн 29-мӗшӗчченех çырăнма май пур. «Сувара» çырăнса ӗлкӗрейменнисене çак кунсемпе усă курса çыхăну уйрăмне васкама ыйтатпăр. Çырăнтарăва тăснине кура акцие (кун пирки хаçатăн кăçалхи ноябрӗн 17-мӗшӗнче тухнă...
    632
    0
    0
  • 21 декабря 2017 - 10:31
    Пирӗн Лина - Раççейре иккӗмӗш!
    (Вера Александрова. Л.Пилайкина архивӗнчи сăнӳкерчӗк). Республикăра та, çӗршывра та кунсерен мӗнле кăна конкурс иртмест. Эпир, чăваш хаçатӗнче ӗçлекенсем, хуть хăш мероприяти иртесси пирки илтсенех унта чăвашсем те хутшăнаççӗ пуль-ха тесе шутлатпăр. Чăн та, йăхташăмăрсем питӗ хастар пирӗн, маттур чăвашсем пӗр-пӗр çӳллӗ шайри конкурса хутшăнса çӗнтерӳçӗ ятне илни çинчен «Суварăн» кашни...
    826
    0
    0
  • 21 декабря 2017 - 10:20
    Халӗ «Сувара» депутат та вулать
    «Татмедиа» АО республикăра «Çырăнтару парнеле» акцие пӗр çул кăна йӗркелемест, унта кăмăл пуррисем пурте хутшăнма пултараççӗ. Ку е вăл должноçри çынсем хăйсем килӗштернӗ кăларăмсене пӗр-пӗр организацие çырăнса парса парнелеççӗ. Паян акци ниçта та мар, Патшалăх Канашӗнче иртрӗ. Çапла вара çакăн пек ырă ӗç тума депутатсен те май пулчӗ. Патшалăх Канашӗнче...
    662
    0
    0
  • 21 декабря 2017 - 07:13
    «АТАЛАН» – Теччӗре
    (Ирина Кузьмина. А.Илюхина сăнӳкерчӗкӗ). ТР ЧНКА çумӗнчи чăваш çамрăкӗсен «АТАЛАН» пӗрлешӗвӗ (лидерӗ А.Носков) çак самантсенче Теччӗ хулинче. Вăл Атăл ку енчи районсенчи шкул ачисемпе «Аталан» наци вӗрентӳ форумне ирттерет. Форумăн тӗп тӗллевӗ - чăваш чӗлхипе культурине сыхласа хăварас тӗлӗшпе муниципаллă районсенче шкул ачисемпе çамрăксен «Аталан» шкулне йӗркелесси. Кунсăр пуçне пултаруллă...
    632
    0
    0
Реклама