Сувар

Новости за 24 декабря 2017

  • 24 декабря 2017 - 11:34
    «Сувар» редакторӗ калаçать (видео)
    Чăваш Ен тулашӗнче 4 регионта чăвашла хаçатсем тухса тăнине эпир пӗлеттӗмӗр. Ульяновск облаçӗнче - «Канаш», Пушкăрт Республикинче - «Урал сасси», Тутарстанра - «Сувар», Самар облаçӗнче - «Самар ен». Анчах та юлашки вăхăра Самар облаçӗнчи чăвашсем хаçат килме пăрахнишӗн кулянни илтӗнме пуçларӗ. Финанс лару-тăрăвӗ кăткăсланнипе «Самар ене» кăларасси кăткăсланнă. Çак хаçат...
    738
    0
    0
  • 24 декабря 2017 - 10:47
    Арăмпа сцена çинче (видео пур)
    Çырчаллинче (Набережные Челны) чăваш концерчӗсем уйăхсерен иртеççӗ. Ноябрь уйăхӗнче Шадриковсемпе Альбина Пăрчăкан, Полина Борисова концерт лартнăччӗ, декабрьте автохула чăвашӗсем Александр Васильевпа тӗлпулчӗç. Унпа пӗрле Алина Федорова, Катя Петрова тата Александр Арсентьев тухрӗç сцена çине. Çырчаллинчи концертсем «эпир юрлатпăр, эсир алă çупăр» форматпа çеç иртмеççӗ. Вӗсем хăйне майлă интереактивлă шоусем. Ак...
    620
    0
    0
Реклама