Сувар

Новости за 25 декабря 2017

  • 25 декабря 2017 - 13:34
    Сана, мана, пире пурне те Тольятти хăнана чӗнет
    Çӗнӗ çул уявӗсем хыççăнах Тольятти чăвашӗсем мӗнпур йăхташа хăнана килме чӗнеççӗ. Январӗн 27-мӗшӗнче «Телей» халăх ансамблӗ хулари Культурăпа пултарулăх керменӗн (ДКИТ) Пӗчӗк залӗнче (иккӗмӗш хутран кӗмелле) хăйӗн юбилейлă концертне кăтартать. Уяв 14 сехетре пуçланать. Çапла майпа «Телей» асра юлакан телейлӗ саманатсемпе савăнтарма шантарать.
    592
    0
    0
  • 25 декабря 2017 - 12:40
    Ешӗлвар çӗнӗлле пурăнать
    Ешӗлвар Раççейре «Пурăнакан карттине» панă пӗрремӗш хула пулнине хыпарлать «Татар-информ» ИА. Чиплă пластик карттăра йăлтах пур: тӳлев, социаллă, транспорт приложенийӗ тата карттăн хуçин графикăллă информацийӗ. Паянхи кун тӗлне Ешӗлварта пурăнакан 21 пин ытла çынна çакăн пек карттăпа тивӗçтернӗ. Юлашки çӗнӗлӗх те пур, ун çинче тата картта хуçин электронлă алă пусни...
    594
    0
    0
  • 25 декабря 2017 - 11:34
    Килӗр чăрăш уявне!
    Хусанти чăваш ачисем валли Чăрăш уявӗ кăçал декабрӗн 27-мӗшӗнче Хусанти халăхсен Туслăх çуртӗнче пулать. Уяв 18 сехетре пуçланать. (А.Наумов сăнӳкерчӗкӗ).
    677
    0
    0
  • 25 декабря 2017 - 11:22
    Андрей атте – «Çулталăк спортсменӗ» преми лауреачӗ
    (Ирина Кузьмина. А.Зиньков архивӗнчи сăнӳкерчӗк). Элкел район центрӗнчи, Пасарлă Матак ялӗнчи Пресветая Троица храмăн настоятелӗ Андрей (Зиньков) протоиерей пачăшкă кăна мар, воспитатель те. Вăл нумай çул çамрăк ăрăва сывă пурнăç йӗркине хăнăхтарса патриотизм воспитанийӗ парас ӗçе илсе пырать. Кунта «Патриот» клуб йӗркелесе çамрăксене сетокан карате спортне хăнăхтарать. Тренерӗ те хăйех....
    575
    0
    0
  • 25 декабря 2017 - 10:51
    «Манăн проект – манăн халăха» конкурс çӗнтерӳçисем
    Декабрӗн 21-22-мӗшӗсенче республикăри шкул ачисен хушшинче иртнӗ «Аталан» наци вӗрентӳ форумӗнче ачасем «Манăн проект - манăн халăха!» проектсен конкурсне тăратнă ӗçӗсене те хӳтӗлерӗç. Палăртса хăварар, унта пӗтӗмпе 37 чăваш ачи хăйӗн проектне янă. Жюри конкурса пӗтӗмлетсе çӗнтерӳçӗсем çаксем тесе йышăнчӗ: Ксения ИЛЮХИНА (10-мӗш класс, Аксу районӗ, Савгачево шкулӗ. Проект ячӗ...
    715
    0
    0
Реклама