Сувар

Новости за 28 декабря 2017

  • 28 декабря 2017 - 14:17
    Ентешлӗх района манмасть
    (Алексей Наумов. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Хусанта тӗпленнӗ «Пăвасен ентешлӗхӗ» обществăлла организаци Çӗнӗ çул уявӗсем пуçлансан çулсерен района килсе ыркăмăллăх акцийӗсем ирттерет. Кăçал та йăлана пăсмарӗç ентешлӗх хастарӗсем. Ирек Закиров ертсе пыракан пӗрлешӳ представителӗсем декабрӗн 28-мӗшӗнче Пăвари Ватăсен çуртӗнче пурăнакансене саламларӗç. Ветерансемпе пенсионерсене ăшă сăмахсем каласа хавхалантарчӗç. Тăван кил ăшшине туяймасăр кунта...
    522
    0
    0
  • 28 декабря 2017 - 13:26
    Атте-аннесӗррисем те çынах вӗт
    2018 çулта Раççейре çӗнӗ йышши пенси пулать. РФ Пенси фончӗн Тутарстанри уйрăмӗн управляющийӗ Эдуард Вафин пӗтӗмлетӳ коллегийӗнче палăртнă тăрăх, сăмах кунта ашшӗ-амăшӗ паллă мар ачасем пирки пырать. Управляющий шучӗпе, çак категорие кӗрекен ачасене, тăлăхсемпе танлаштарсан, тан мар лару-тăрăва лартнă. Патшалăх вӗсене пӗр пулăшу та паман. Ашшӗ-амăшне çухатнă ачана пенси тӳленӗ...
    556
    0
    0
  • 28 декабря 2017 - 12:55
    Ура! Хӗл Мучи Хусана килчӗ
    ( Ирина Трифонова). Декабрь уйăхӗн юлашки эрнине татăклăнах ёлка эрни тесе калама пулать. Хусанти Туслăх Çуртӗнче чăвашсемшӗн вăл декабрӗн 27-мӗшӗнче иртрӗ. ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗ кăçал ăна автономин ӗçне ак тивлă хутшăнакансен ачисем валли йӗркеленӗ. ёлка сценарийӗ кăçал çӗнӗлӗхпе тӗлӗнтерчӗ. Проект авторӗ Культура институчӗн студентки Анастасия Павлова Çӗнӗ çул халапне çитес...
    615
    0
    0
  • 28 декабря 2017 - 11:56
    Хӗл Мучи, вăран-ха пӗреххут
    Хусанта декабрӗн 25-мӗшӗнче уçăлнă «Хура кӳлӗ» çӗнӗ каток çине ярăнма кайма хатӗрленекенсене пӗлсе тăма: каток вăхăтлăха ӗçлемест. Сăлтавӗ - Хӗл Мучи хăйӗн тивӗçӗсем çинчен манни. Урамра « +» температурăллă çанталăк тăнă май, катока вăхăтлăха хупма тивнӗ. Çанталăк сивӗтсенех ярăнма ирӗк парӗç. Ун чухне вăл çакăн пек графикпа ӗçлӗ: тунтикунпа кӗçнерникунсенче...
    579
    0
    0
  • 28 декабря 2017 - 11:02
    Кипеккассинче чăваш Елки
    (Константин Малышев. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Пăва районӗнчи Кипеккасси паян, декабрӗн 28-мӗшӗнче, иртенпех вӗлле хурчӗ пек сӗрлерт. Кунта Хӗл Мучи çитнӗ иккен. Вăл районти 50 чăваш ачине, конкурссемпе олимпиада çӗнтерӳçисене, саламлама ятарласах килнӗ. Пăвари ЧНКЦ (ертӳçи В.Ильин) акă ӗнтӗ миçемӗш çул ачасене çакăн пек парнепе савăнтарать. Пӗлтӗр Шупашкартан ача-пăча театрӗ сектакльпе килнӗччӗ....
    522
    0
    0
  • 28 декабря 2017 - 07:44
    Çитесси – Сарă Йытă çулӗ: мӗн тăхăнмалла, мӗн çимелле?..
    2018 çулхи февралӗн 16-мӗшӗнче Вутлă Автан хăйӗн тилхепине Сарă Йытта парать. Йытă вăл - чи ырă чунлă, тӗрӗслӗхе юратакан, хуçине чунтан парăннă чӗрчун, вăл яланах пулăшма хатӗр, йывăрлăхра хуть хăçан та тӗрев парать. Йытă чапшăн та, хăтлăхшăн та çунмасть. Астрологсем каланă тăрăх, 2018 çул 2017-мӗшпе танлаштарсан чылай лăпкăрах пулать. Юлашки...
    607
    0
    0
Реклама