Сувар

Новости за 2 февраля 2018

  • 2 февраля 2018 - 13:08
    Ялсенче – чăваш концерчӗ!
    Чăваш халăх артистки Людмила Семенова, ЧР тава тивӗçлӗ артисчӗ Михаил Федоров тата ытти чăваш эстрада çăлтăрӗсем февралӗн 9-11 тата 22-мӗшӗсенче Кама леш енчи чăвашсем патне концертпа килеççӗ. Пурне те килсе курма чӗнетпӗр! февралӗн 9-мӗшӗ - Чистай районӗнчи Анат Кăтрата Культура çурчӗ (19.00); февралӗн 10-мӗшӗ - Анат Камăри С.Сайдашев ячӗллӗ музколледж...
    535
    0
    0
  • 2 февраля 2018 - 12:24
    Ялан пул эс пирӗнпе пӗрле
    Алексеевски районӗнчи Чăваш Майнинче пурăнакан юратнă мăшăра, аннене, асаннене, кукамая, ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченне, «Шуçăм» фольклор ансамблӗн йӗркелӳçине, Людмила Павловна НИКИФОРОВĂНА 65 çулхи юбилей ячӗпе ăшшăн саламлатпăр. Çирӗп сывлăх, тулли телей, вăрăм ӗмӗр сунатпăр! Чун-чӗре хăвачӗ ан иксӗлтӗр, Кашни çутă кун ырлăхпа тултăр! Эс пурри пире савăнтарать, Пурăнма тата...
    574
    0
    0
  • 2 февраля 2018 - 12:17
    Республикăра кашни 37-мӗшӗн рак
    (Ирина Трифонова). Февралӗн 4-мӗшӗ - Пӗтӗм тӗнчери рак чирӗсене хирӗç кӗрешмелли кун. Çак тӗллевпе февралӗн 2-мӗшӗнче «Татар-информ» информаци агентствинче пресс-конференци иртрӗ. Унта ТР сывлăх сыхлав министрӗн пӗрремӗш çумӗ Сергей Осипов, ТР Сывлăх сыхлав министерствин республика клиника онкологи диспансерӗн тӗп тухтăрӗ Ильдар Хайруллин, РАН член-корреспонденчӗ, Хусан патшалăх Медицина академийӗн онкологи, радиологи,...
    603
    0
    0
  • 2 февраля 2018 - 12:14
    Аннеçӗм, эсӗ чи хакли
    Çӗпрел районӗнчи Хулаçырминче пурăнакан юратнă та хаклă çыннăмăрăн, аннен Олимпиада Федоровна ЛЕОНТЬЕВАН февралӗн 4-мӗшӗнче çуралнă кунӗ! Çак ятпа чун-чӗререн саламлатпăр! Аннеçӗм, ӳсрӗмӗр пулин те эсӗ пире сывлăш пекех кирлӗ, йывăр чух калаçса чуна пусаратпăр, савăнăçăмăр та пӗрле чух пысăк­рах та çутăрах. Ан ватăл нихăçан, ан чирле. Вăрăм ӗмӗр, çирӗп сывлăх,...
    598
    0
    0
  • 2 февраля 2018 - 12:09
    Автобус пулсан, спектакль кӗттермест
    Пӗтӗм чăваш юратакан К.В. Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗ январӗн 27-мӗшӗнче 100 çул тултарчӗ. Юбилейлă сезона вăл кӗркуннех хаваслăн пуçларӗ. Пирӗншӗн, тутарстансемшӗн те, театр çывăх. Мӗншӗн тесен ăна пирӗн ентеш, Теччӗ чăвашӗ Иоаким Максимов-Кошкинский йӗркеленӗ, пӗрремӗш постановкăна Хусанти çамрăксен театрӗнче лартнă. Сăмах май, паянхи Хусан çыннисен çав тапхăра...
    599
    0
    0
  • 2 февраля 2018 - 09:55
    Çакăн пек çав вăл – чăваш хӗрарăмӗ
    (Евгений Турхан). Çичӗ е сакăр çул каялла «Сувар» хаçат редакцине Аксу районӗнчи МЮД поселокӗнчен таврари ялсен историйӗ çинчен çыру килнӗччӗ. Тăван çӗр тăрăх çул çӳресе мӗн курнине çырса кăтартни айне «И.Степанова, В.Михайлова» тесе алă пуснăччӗ. Çак самаях пысăк тӗрленчӗк Тутарстанри чăвашсен республика хаçатӗнче темиçе номерте пичетленсе пычӗ. Çавăнтанпа Ирина Михайловна...
    687
    0
    0
  • 2 февраля 2018 - 09:35
    Эсӗ пирӗн кил тӗрекӗ, эсӗ пирӗн кил илемӗ!
    Февралӗн 7-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Чакăра пурăнакан хаклă çыннăмăр Николай Андреевич МЕЛКИН 88 çул тултарать. Вăл пирӗн Хулаçырми ялӗнчи хресчен çемйин­че çуралнă. Ашшӗ-амăшӗнчен çам­рăк­лах юлнăскерӗн ачалăхӗпе çамрăклăхӗ çăмăлах пулман, мӗншӗн тесен Совет влаçӗ вăй илсе пынă вăхăта тата вăрçă çулӗсене тӳр килнӗ. Вăрçă кунӗсенчи выçлăх, фронта пӗтӗм вăйран пулăшни... Çав...
    658
    0
    0
Реклама