Сувар

Новости за 12 февраля 2018

  • 12 февраля 2018 - 12:36
    Турккăсем чăвашла вӗренеççӗ, чăвашсем манаççӗ...
    (Ирина КУЗЬМИНА). Тӗлӗнмелле халăх эпир чăвашсем, çăмăллăнах хамăр чӗлхерен, культурăран, историрен пăрăнатпăр. Турцире, тӗслӗхрен, чăваш чӗлхине вӗренмелли ятарлă ушкăнсем те пур иккен, турккă çыннисем хаваспах пирӗн чӗлхене вӗренеççӗ. Тӗрӗк йăхӗнчен тухнă икӗ халăхăн чӗлхе пӗрпеклӗхӗсем нумаййипе ученăйсене интереслӗ чăваш чӗлхи. Шел, хамăр çӗршыври чăвашсем пирки капла калаймăн. Кирлӗ мар пире...
    616
    0
    0
  • 12 февраля 2018 - 08:12
    Мартăн 10-мӗшӗнче – «Тутарстан чăваш пики»
    Çуркунне çывхарса килнӗ май, юлташсем, савăнтарма васкатпăр. Мартăн 10-мӗшӗнче Хусанта «Тутарстан чăваш пики» пултарулăхпа илем конкурсӗн финалӗ пулать. Икӗ çула пӗрре иртекен конкурса эпир, куракансем, чăтăмсăр кӗтетпӗр. Аса илтеретпӗр, шучӗпе кăçалхи 9-мӗш, юлашки хут вăл 2016 çулхи мартăн 5-мӗшӗнче иртнӗччӗ, унта Çӗпрел пики Ксения Романова çӗнтернӗччӗ, çав çулах Ксения Шупашкарта...
    557
    0
    0
  • 12 февраля 2018 - 07:19
    Эфирта хальхинче – Артем Носков
    Тутарстан Республикин Халăхсен ассамблейи тата Тутарстан Халăхӗсен Туслăх çурчӗ «Татарстан» ГТРКпа пӗрле «Национальный вопрос и - ответ» проект хатӗрлерӗ. Февралӗн 10-мӗшӗнче эфира тухнă телекăларăмăн хăни ТР ЧНКАн Канашӗн Ӗçтăвкомӗн çамрăксемпе ӗçлекен уйрăмӗн ертӳçи Артем Носков пулчӗ.
    602
    0
    0
  • 12 февраля 2018 - 06:27
    Арскра харăсах 31 ача больницăна лекнӗ
    Февралӗн 10-мӗшӗнче Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленине Арск районӗнчи Казанбаш вăтам шкулӗнче 30 ача, пӗр вӗрентекенпе педагогика колледжӗн студентки аптăранине васкаса хыпарланă. Сăлтавӗ - пыршă инфекцийӗ. 31 ачана çав кунах Республикăри ача-пăча клиника больницинех леçме тивнӗ. Кун пек пысăк ЧП республикăра тахçантанпах пулман, çавăнпа ăна ТР Президенчӗ Рустам Минниханов хăй тимлӗхне илнӗ....
    624
    0
    0
  • 12 февраля 2018 - 03:59
    Парламент спикерӗ уписене тӗслӗхе тăратать (видео пур)
    Çӗпрел районӗн 2017 çулхи социаллă пурнăçӗпе экономика кăтартăвӗсене пӗтӗмлетнӗ чухне тӗп докладчиксем хыççăн фермер хуçалăхӗн ертӳçи Равиль Бикчуров тата Упи ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Алексей Ярухин сăмах каларӗç. Пӗлтӗр Упи тăрăхӗ пысăк тимлӗхре пулчӗ. «Тимӗр министр» Петр Дементьев 110 çуллăхне уявлассине республика шайне çити çӗклесе Çӗпрел районӗ питӗ тӗрӗс турӗ. Яла...
    686
    0
    0
Реклама