Сувар

Новости за 1 марта 2018

  • 1 марта 2018 - 12:27
    Хусантан тӗслӗх илмелли пур
    Раççей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин паян, мартăн 1-мӗшӗнче, РФ Федераллă Пухăвне чӗнсе каларӗ. Яланхи пекех Раççей ертӳçин посланийӗ анлă пулчӗ, унта вăл çӗршыври граждан обществине пырса тивекен кашни сферăна тимлӗх уйăрчӗ. Хусан та унăн тимлӗхсӗр юлмарӗ. Ăна темиçе хутчен те тӗслӗхе илсе кăтартрӗ. Хусан Самарăпа, Новосибирскпа тата ытти хуласемпе пӗрле...
    673
    0
    0
  • 1 марта 2018 - 10:19
    Çуралнă кунпа, Рустам Нургалиевич!
    Паян, мартăн 1-мӗшӗнче, Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов 61 çул тултарчӗ. Çуралнă куна çемьепе сӗтел хушшине ларса паллă тума хальлӗхе вăхăчӗ çук-ха республика ертӳçин. Вăл хальхи вăхăтра Мускавра, РФ Президенчӗ Владимир Путин Федераллă Пухăва чӗнсе каланă çӗре хутшăнать. Тутарстансем ирех Рустам Минниханова çуралнă кунпа социаллă сетьсенче ырлăх-сывлăх сунса саламлă видеосем лартнă,...
    724
    0
    0
  • 1 марта 2018 - 08:27
    Тăтăшах «салтака каякансене» малашне ӗçре тытмаççӗ
    Ӗçнине, туртнине тата наркотикпа туслă пулнине малашне пытарма май килмӗ. Раççей сывлăх сыхлав министрӗ, тӗп психиатр Евгений Брюн Раççей çыннисене ӗç вырăнӗнчех тест ирттерсе тӗрӗслеме тытăнассине пӗлтернине хыпарлать «Известия» хаçат. Министр сăмахӗсем тăрăх, кун пек тестсене Новолипецк заводӗнче тата ытти предприятире усă кураççӗ. Сăмах кунта хальлӗхе хăрушă производствăсем çинчен кăна...
    662
    0
    0
  • 1 марта 2018 - 08:21
    Хусанти «Амелия» чечек студийӗ акци ирттерет
    Мартăн 8-мӗшӗ çитме нумай юлмарӗ, чи çывăх çынсемпе ӗçтешсене мӗн парнелемелле тетӗр-и? Паллах, чечек. Вăл хуть мӗнле пикен, аннен, аппа-йăмăкăн та кăмăлне уçса йăл кулма хистет. Уяв умӗн парнесем шыраса пуç çаврăнма тытăниччен асăрхаттаратпăр, хусансем, эсир пирӗн патра (Восстания урамӗ, 29-мӗш çурт, ) кăна: Чи хитре тӗслӗ, Чи пысăк çеçкеллӗ,...
    598
    0
    0
  • 1 марта 2018 - 07:54
    Хаçатра та, сайтра та пичетлетпӗр саламсене
    «Сувар» хаçата çырăнакансем Тутарстан тулашӗнче те йышлă. Тӗслӗхрен, Елчӗк районӗн пуçлăхӗ çырăнса илет ăна, ЧР Патшалăх Канашӗ, Юхма Мишши тата Петр Ермолаев шоумен. «Сувар» хаçата вуланисӗр пуçне ун урлă çывăх çынсене çуралнă кунпа та саламлама пулать. Пиртен кашнийӗн тус-тăвансем, юлташсем пур. Вăхăт çитсен вӗсен менелникӗсем пулкалаççӗ. Нумайăшӗ çывăх çыннине çуралнă...
    635
    0
    0
  • 1 марта 2018 - 07:38
    Чи лайăх кукамай Нурлатра пурăнать
    Нурлат районӗн чи лайăх кукамайӗ Андреевка ялӗнче пурăнать. Вăл 2016 çулта иртнӗ чăваш-кукамайсен «Чи лайăх кукамай» район конкурсӗнче çӗнтернӗ Альбина Алексеевна Абрамова (сăнӳкерчӗкре сулахайран иккӗмӗш). Мероприятие вырăнти ЧНКЦ йӗркелесе Нурлатри Туслăх çуртӗнче ирттерет. «Чи-чи» ята тивӗçес тесен кукамайсен самай тăрăшма тивет иккен: тутлă пӗçерме, хăйпе илемлӗн паллаштарма тата юрлама-ташлама пӗлмелле....
    658
    0
    0
Реклама