Новости за 2 марта 2018
-
2 марта 2018 - 13:59Вавилов: «Укçа уйăрманни вилӗм приговорне çырнипе тан»(Ирина Трифонова). Анжела Вавилова ячӗллӗ фонд ертӳçипе, Хусанти хоспис директорӗпе Владимир Вавиловпа пӗрре мар тӗл пулса калаçнă. Унăн пӗтӗм пурнăçӗ йывăр чирлӗ çынсене пулăшу парассипе çыхăннă. Республикăри паллеативлă пулăшăва аталантарассишӗн вăл питӗ нумай ӗçлет. Нумай пулмасть Владимир Владимирович сайра тӗл пулакан чирсемпе аптракан ачасен ашшӗ-амăшӗсене çавра сӗтел ирттерме хоспис площадкине...
-
2 марта 2018 - 11:35Редактор Пушкăртстанри конференциреТехника наукисен докторне, Чăваш Республикин Патшалăх премине икӗ хутчен тивӗçнӗ академика, чăваш халăхӗн паллă ывăлне В.В.Николаева халалланă Регионсем хушшинчи наукăпа практика конференцийӗ Пушкăртстан çӗрӗ çинче 3-мӗш хут иртрӗ. Февралӗн 20-мӗшӗнче делегатсем Авăркас районӗнчи Толбазăра пухăнчӗç. Пушкăртстан Республикинчи 12 районтан тата Хусан, Шупашкар, Тюмень, Ульяновск, Самара хулисенчен пурӗ 343 çын хутшăнчӗ...
-
2 марта 2018 - 10:17Çырчаллинче чи нумай машина тата ача çуралатьАвтоград вӗр-çӗнӗ машинăсем кăларнипе кăна мар, ача çуралассипе те мухтанма пултарать. Демографи лару-тăрăвӗн кăтартăвӗсемпе вăл акă ӗнтӗ иккӗмӗш çул республикăра малта. ТР Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, кунта халăх вилесси Раççейри тата Тутарстанри вăтам кăтартусенчен пӗчӗкрех. 2017 çулта 1000 çын пуçне - 8,4. Çаплах ачасем пӗчӗклех вилесси сисӗнмеллех чакнă...
-
2 марта 2018 - 08:27Пурăнма кӗтес пурри – телейПурăнма хăвăн кӗтесӗ пурри вăл пысăк телей. Атте-анне, тăвансен пулăшăвӗсӗр çак ӗмӗт сайра камăн пурнăçланаять. Енчен те çӗр çинче хăр-тăлăх пулсан? Темӗн пысăкăш Раççейре вăрçă кӗрлесе лăпланнăранпа самай вăхăт иртсен те ача çурчӗсем пушă тăмаççӗ. Паллах, хăр-тăлăхăн ипотека çинчен ӗмӗтленмелли çук, илеймест вăл ăна. Юрать-ха, патшалăх пăрахмасть. Пирӗн республикăра та...
-
2 марта 2018 - 08:02«КАМАЗ-мастерсен» арăмӗсем ăмăртура(Вера Александрова). Çырчаллинчи тӗнчипе паллă «КАМАЗ-мастер» командăн спортсменӗсем хăйсем кăна хастар мар иккен, вӗсен мăшăрӗсем те хăйсем пекех маттур. Ыран, мартăн 3-мӗшӗнче, «КАМАЗ-Карт» картодромра картинг енӗпе хӗрарăмсен ăмăртăвӗ иртет. Ăна Халăхсен хушшинчи хӗрарăмсен кунне халалланă. Хӗрсем «Хонда» тата «Ротакс-Макс» классенче ăмăртӗç. «Ротакс-Макс» класра хальхинче те опытлă спортсменкăсем, «КАМАЗ-мастер» пилочӗсен арăмӗсем...