News by date 3 March 2018
-
Театр аннесене тӳлевсӗр спектакльпе саламлать
Хисеплӗ аннесем, мартăн 8-мӗшӗнче Шупашкара çитсе килме шутлатăр пулсан, унти Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ Çамрăксен театрне çитсе килме те вăхăт тупăр. Театр аннесем валли ятарласа уяв парни хатӗрленине пӗлтӗмӗр. Çав кун кунта «Театра - аннепе» акци иртет. Аннесене, кукамай-асаннесене «Мымренок» спектакле тӳлевсӗр кӗртеççӗ. Çаплах театра юратакансен конкурсне хутшăнма та май пур....
-
«Чăваш пики-2018» конкурсчен шутлă кунсем юлчӗç
«Тутарстан чăваш пики» республика конкурсӗн финалӗччен шутлă кунсем кăна юлчӗç. Тунтикун хӗрсем хатӗрленме Хусана килеççӗ. Конкурсанткăсемпе «В Контакте» соцсетьре https://vk.com/tatarstanchuvash ссылкăпа кӗрсе паллашма пулать. Йӗркелӳçӗсем пӗлтернӗ тăрăх, кăçалхи конкурсра çӗнӗлӗхсем нумай пулаççӗ. Аса илтеретпӗр, «Тутарстан Чăваш пики» республика конкурсӗ мартăн 10-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртӗнче (Хусан, Павлюхин урамӗ, 57-мӗш çурт) пулать....
-
Расим Акчурин: Президент суйлавне мӗншӗн каймаллах?