News by date 6 March 2018
-
Хусанта чăваш концерчӗ
-
Сиктӗрме хуçалăхӗнче
-
Нурлатра чи лайăх кукамая суйларӗç
Нурлатри Халăхсен Туслăх çуртӗнче тин кăна районти чăваш кукамайсен хушшинче «Чи лайăх кукамай» район конкурсӗ вӗçленчӗ. Ăна вырăнти ЧНКЦ Мартăн 8-мӗшӗ умӗн йӗркелерӗ. Нурлат чăвашӗсен ертӳçи Галина Владимировна Терентьева пӗлтернӗ тăрăх, иртенпе тăман вӗçтернипе ялсенчен конкурсантсем пуртех килсе çитеймен. Апла пулин те конкурс яланхи пекех интереслӗ иртнӗ. Жюри пӗтӗмлетӗвӗ тăрăх,...
-
Чăваш хӗрӗ еврейсен кӗнекине кӗнӗ
«Еврейсен федераллă наципе культура автономийӗ» обществăлла организацин Эксперт канашӗн йышăнăвӗпе Чăваш наци конгресӗн президиумӗн чи çамрăк пайташне Алиса Лукинана «Лица России. XXI век» альбом-кӗнекен геройӗсен шутне кӗртнӗ. Алиса Лукина Чăваш Ен çамрăкӗсен «Хастар» юхăмӗн активистки, «Нарспи» клубăн хореограф-балетмейстерӗ. Ун пирки материал кӗнекен 20-40 çулсенчи тӗрлӗ наци представителӗсем çинчен çырнă пая...
-
«Тутарстан чăваш пики – 2018» кам пулӗ?
Мартăн 10-мӗшӗнче Хусанти Туслăх çуртӗнче «Тутарстан Чăваш пики - 2018» республика конкурсӗ пулать. Сумлă та чыслă ятшăн кăçал унта Аксу, Элмет (2 хутшăнакан), Павлă (2), Пăва, Хусан, Нурлат, Теччӗ, Çӗпрел (2), Элкел районӗсен хӗрӗсем тупăшӗç. Конкурсанткăсем Хусана мартăн 5-мӗшӗнчех килчӗç. Çак кунран тăтăш репетицисем, фотосессисем пуçланчӗç. Конкурс дирекцийӗнчен пӗлтернӗ тăрăх,...
-
Тутарстан хӗрарăмӗсене М.Бабич саламларӗ
Хусана Раççей Президенчӗн Федерацин Атăлçи округӗнчи Полномочиллӗ представителӗ Михаил Бабич ӗçлӗ визитпа килсе кайрӗ. Вăл ТР Президенчӗпе Р.Н.Миннихановпа пӗрле республикăн социаллă, экономикăлла, обществăпа политикăлла аталанăвӗн ыйтăвӗсемпе иртнӗ ларăва хутшăнчӗ. Çавăн пекех Хӗрарăмсен кунне халалланă чаплă мероприятире те Тутарстан хӗрарăмӗсене саламларӗ. (И. Тухбатов сăнӳкерчӗкӗ).
-
Олимпиадăна хутшăннă спортсменсене чысларӗç
Тунтикун Рустам Минниханов Хусан Кремлӗнче Пхенчханри XXIII Хӗллехи Олимп вăййисене хутшăннă республика спортсменӗсене, вӗсен тренерӗсене тата спорт федерацийӗсен представителӗсене наградăсем пачӗ. ТР Президенчӗ вӗсене олимпиадăна ăнăçлă хутшăннă ятпа саламларӗ, пысăк ăсталăх кăтартнăшăн тав турӗ. «Республикăра спортăн олимп тӗсӗсене аталантарма пысăк тимлӗх уйăратпăр. Паянхи куна Тутарстанра 10,5 пине яхăн спорт объекчӗ...
-
Медаль йӳнӗ пулмасть
Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов республикăн спортсменӗсемпе тренерӗсене тӗнче, Раççей шайӗнчи ăмăртусене хатӗрленнӗ тапхăрта çӗнӗ патшалăх пулăшăвӗ парасси çинчен пӗлтернӗ. Вӗсенчен пӗри - спортри çитӗнӳсемшӗн пӗр хутчен парăнакан преми суммине ӳстересси. Çапла вара спортсмена Олимп, Паралимп, Сурдлимп вăййисенче çӗнсе илнӗ ылтăн медальшӗн - 4, кӗмӗлшӗн - 2,5, бронзăшăн 1,7 миллионшар; Тӗнче...
-
Пирӗн Милана – пӗрремӗш!
Вăт ку çитӗнӳ! Элкел районӗнчи Хăрата ялӗнчи Милана Яганева (сăнӳкерчӗкре сылтăмран сулахаялла пӗрремӗш) кекусинкай карате енӗпе февраль-март уйăхӗсенче кăна хăйӗн ӳсӗм çулӗнче икӗ медаль çӗнсе илме пултарчӗ. Февралӗн 18-мӗшӗнче Элкел районӗн кекусинкай каратепе хупă первенствинче виççӗмӗш вырăн йышăнчӗ пулсан, мартăн 4-мӗшӗнче Хусанта иртнӗ «Шурă пиçиххи» чемпионатпа первенствăн «кумитэ» пайӗнче пӗрремӗш...
-
Cиктӗрмесем «Çулталăк хӗрарăмӗ» конкурсра
Ӗнер, мартăн 5-мӗшӗнче, Хусанти С.Сайдашев ячӗллӗ Пысăк концерт залӗнче «Çулталăк хӗрарăмӗ, Çулталăк арçынни: хӗрарăм куçӗпе» республика конкурсӗнче çӗнтернисене чысларӗç. Кăçал конкурса 10 номинацире пурӗ 700 конкурсант хутшăнчӗ. Çӗнтерӳçӗсене конкурсăн район, унтан зона тапхăрӗсенче суйласа палăртрӗç. Чи малтан «Хӗрарăм-анне» номинацире çӗнтернӗ тăватă конкурсанта чысларӗç. Вӗсем пурте ача амăш-героиньăсем. Ку номинацин çӗнтерӳçисен...
-
Вячеслав Христофоров хаçатăн кирлӗлӗхне палăртрӗ
Паллă та хисеплӗ ятсем унăн нумай пулин те, çапах Тутарстан Республикин тава тивӗçлӗ артисчӗ теме ăна тата та кăмăллăрах. Вячеслав Васильевич Христофоров мартăн 5-мӗшӗнче Хусанта пысăк концерт кăтартрӗ. «Янра юрă» ушкăнăн программи самай улшăннă. Хăш-пӗр юрăсене Христфоровпа Зайцеван дуэчӗ купăспа анчах шăрантарать. Апла пулин те вӗсен илемӗпе витӗмлӗхӗ хăватне çухатмаççӗ....