Сувар

Новости за 12 марта 2018

  • 12 марта 2018 - 13:53
    Тутарстанăн чи хитре пики хальхинче Элметрен
    «Тутарстан чăваш пики - 2018» республика конкурсӗ мартăн 10-мӗшӗнче Хусанта Халăхсен Туслăх çуртĕнче иртрӗ. Тӗп титулшăн хальхинче Хусан хулипе районсенчен 13 хӗр тупăшрӗç. Сăмах май, кăçалхи конкурс шучӗпе 9-мӗш пулчӗ. Ăна яланхи пекех пултаруллă çамрăксем Дмитрий Глуховпа Джулия Максюткина ертсе пычӗç. Йӗркелӳçӗсем маларах шантарнă пекех, çӗнӗлӗхсем нумай пулчӗç. Çапах та...
    706
    0
    0
  • 12 марта 2018 - 13:37
    П.Корняков: «Вӗренме кая юлман-ха»
    (Вера Александрова).Аслă çулти çынсенчен нумайăшӗ пенси çулне çитсе пынă май хăвăртрах тивӗçлӗ канăва тухма ӗмӗтленет пулсан, теприсем ку вăхăтра аслă шкула кăна вӗренме кӗреççӗ-ха. Шанмастăр-и? Эппин паллашар-ха ун пек çынпа: Петр Корняков, ак ӗнтӗ хӗрӗх çул ытла Шупашкарта пурăнать вăл. Çуралма вара Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Шăхаль ялӗнче çуралса ӳснӗ. Хамăр...
    1348
    0
    0
  • 12 марта 2018 - 12:04
    Ырă ӗçшӗн преми е бизнесмен тӗнчене лайăхлатать
    Çырчалли бизнесменӗ Эрик Гафаров Instagramри хăйӗн страницинче ырă ӗçсен конкурсне пуçарнă. Çӗнтерӳçе вăл Çырчаллинчи вăтам ӗç укçи чухлӗ (33,837 тенкӗ) преми пама шантарать. «Тутарстанри çав тери витӗмлӗ çынпа апатлантăм. Вăл мана çамрăксене ырă ӗç, çитӗнӳсем тумашкăн хавхалантарма ыйтрӗ. Кун пирки акă мӗн шутласа тупрăм: 1. Темиçе çамрăк предпринимателе хам хӳтте...
    739
    0
    0
  • 12 марта 2018 - 11:19
    Теччӗсем «Пысăк çемье вăййинче»
    Нумай пулмасть Теччӗ районӗ те «Пысăк çемье вăййисем» проекта хутшăннине хыпарлать Теччӗ район хаçачӗ. Çак кунсенче Аслă Тарханпуç ялӗн шкулӗнче «ГТО пӗтӗм çемьепе» спорт мероприятийӗ иртнӗ. Шкул директорӗ Р.Шагаева пӗлтернӗ тăрăх, ачасене сывă пурнăç йӗркине чи малтан ашшӗ-амăшӗн хăнăхтармалла, апла-тăк, ку ӗçе мӗн пӗчӗкрен пуçламалла. Аса илтеретпӗр, «Пысăк çемье вăййи»...
    741
    0
    0
  • 12 марта 2018 - 08:48
    Тюменьсем утьăкка сиктерме пӗлеççӗ-и?
    Пӗтӗм Тӗнчери Хӗрарăмсен кунӗ умӗн Нурлат чăвашӗсем чи лайăх кукамая суйларӗç пулсан, Тюмень чăвашӗсем - асаннесене. Мартăн 9-мӗшӗнче Тюмень хулинчи «Строитель» Культура керменӗнче асаннесен хушшинче «Атьăр-ха, асаннесем!» конкурс ирттернӗ. Конкурсанткăсен унта хăйсем асанне тивӗçӗсене мӗнле пурнăçланине тăрăшсах ӗнентерме тивнӗ. Чи тутлă кукăль-пӳремеч пӗçернисӗр пуçне мăнукӗсене утьăкка сиктерме пӗлнине те кăтармалла...
    816
    0
    0
  • 12 марта 2018 - 08:23
    Чăваш биатлонистки Раççей сборнăйӗнчен кайнă
    Чăваш Ен биатлонистки, чăваш хӗрӗ Татьяна Акимова Раççей сборнăйӗнчен кайнине хыпарлать чăваш халăх сайчӗ. Чăн та, яланлăхах мар иккен, вăхăтлăха кăна. Пхенчханри Олимпиада хыççăн кăштах канма шутланă-мӗн вăл. Çавăнпа Çурçӗр Карелире (Контиолахтире) иртекен Тӗнче кубокӗнче Раççей сборнăйӗн йышӗнче кураймăпăр. «Халӗ эпӗ килте, Шупашкарта, тренировка иртетӗп. Тренерпа шухӑшларӑмӑр та: Олимп ваййисем...
    657
    0
    0
  • 12 марта 2018 - 08:05
    Упири «Çăлкуç» финала тухрӗ
    Март уйăхӗн 10-мӗшӗнче Пăва хулинче «ВАТАН» VIII республика фестивалӗн зонăри тапхăрӗ иртнӗ. Фестивалӗн тӗллевӗ пултаруллă ачасемпе çамрăксене тупса тӗрев парасси, нацисем хушшинчи туслăха çирӗплетесси, Тутарстанри халăхсен наци культурипе йăли-йӗркисене сыхласа хăварасси тата çамрăксен хушшинче экстремизм профилактики. Çӗпрел районӗнчен фестивале Упи шкулӗн ачисем хутшăннă. Людмила Сердцева ертсе пыракан «Çăлкуç» ача-пăча ансамблӗ...
    763
    0
    0
  • 12 марта 2018 - 07:01
    Пӳсрексен хăйсен Олимпиади
    (С.Мукминова. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Элмет районӗнчи Пӳсрек ял çыннисен йӗлтӗрпе чупассипе хăйсен олимпиади пырать. Малтан 2-3 çын çеç тухатчӗ вăрмана ярăнма. Вӗсене курса ыттисем те хулана кайса йӗлтӗрсем илсе киле пуçларӗç. Халӗ ӗнтӗ кашни кун ял халăхӗ вармана темиçе хутчен те хутлать. Трассăна хăвăртрах чупса тухассипе хăйсен хушшинче ăмăрту та пырать....
    731
    0
    0
Реклама