Сувар

Новости за 15 марта 2018

  • 15 марта 2018 - 13:32
    Этнографин пысăк диктанчӗ чăвашсемсӗр иртмест
    Пӗлтӗр ноябрӗн 3-мӗшӗнче иртнӗ «Этнографин пысăк диктанчӗ» Пӗтӗм Раççей акцийӗнче Тутарстан 23 балл пухса Раççейре иккӗмӗш вырăн йышăнчӗ. Унта пӗтӗмпе 1400 çын хутшăнса диктант çырчӗ. Паллах, лайăх кăтарту. Уйрăмах палăртма кăмăллă, этнографи диктантне йӗркелесе ирттерме республикăри чăвашсем те хастар хутшăнаççӗ. Вӗсенчен пӗри - Нурлатри Халăхсен Туслăх çурчӗн директорӗ, районти ЧНКЦ...
    774
    0
    0
  • 15 марта 2018 - 12:23
    М.Пореченков: «Юратман роль çук»
    (Ирина Трифонова). Иван Поддубный, наци хăрушсăрлăхӗн агенчӗ Алексей Николаев, «Улицы разбитых фонарей» сериалти Павел Олегович Царев, «9 рота» кинофильмри прапорщик Дыгало, Александр Куприн - кусем йăлтах Раççей тава тивӗçлӗ артисчӗн, кино тата театр актерӗн Михаил Пореченковăн халăх юратса йышăннă ролӗсем. Унсăр пуçне эпир ăна телеертӳçӗ пек те пӗлетпӗр, обществăлла ӗçе...
    1132
    0
    0
  • 15 марта 2018 - 11:43
    Хусан çӗнӗ Ми-38Т çар вертолечӗ пуçтарать
    Хусанти вертолет заводӗнче Ми-38Т çар вертолечӗ пуçтарма пуçлаççӗ. Пӗрремӗш сывлăш карапне çулталăк вӗçлениччен туса пӗтерсе РФ Оборона министерствине çитерме калаçса килӗшнӗ. Ку вертолет Ми-38 тӗп модельтен самай уйрăлса тăрать. Унăн пилотированипе навигаци валли цифрăллă комплекслă двигателӗ те çӗнӗ йышши, çавăн пекех ăна çыхăну хатӗрӗсемпе, топливо валли хушма баксемпе тивӗçтернӗ. Вертолета...
    655
    0
    0
  • 15 марта 2018 - 10:58
    «Амăш мухтавӗ» медале тивӗçнисен укçине икӗ хут ӳстернӗ
    Тутарстанра пурăнакан, «Амăш мухтавӗ - Материнская слава» медале тивӗçнӗ аннесене хавхалантарма пӗр хутчен парăнакан тӳлевӗн сумми ТР Президенчӗн Указӗпе 2018 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен икӗ хут ӳснӗ. Çапла вара кăçалтан пилӗк ача ӳстерекен амăшӗсене 25 пин вырăнне 50 пин тенкӗ парӗç. Ултă е ытларах ача ӳстерекен хӗрарăмсене кашни ача пуçне 10...
    639
    0
    0
  • 15 марта 2018 - 10:14
    Владыка Феофан: «Эпӗ суйлава каятăп»
    Вырăс православи чиркӗвӗн Тутарстанри митрополийӗн ертӳçи, Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Феофан çак кунсенче журналистсемпе тӗл пулсан хăй мартăн 18-мӗшӗнче суйлава каяссине, ыттисене те суйлава хутшăнма чӗнсе каланă. Ун шучӗпе, çитес ултă çул çӗршыва кам ертсе пырасси пиртен кашнинчен килет. Суйлав вăл ӗмӗртен пынă. Иисус Христос вăхăтӗнче те Иуда кайсан, ун...
    654
    0
    0
  • 15 марта 2018 - 07:13
    Пхенчхан айккинче тăтăр
    (Татьяна Бульбова. К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ). Аксу районӗнчи Беловкăра йăлана кӗнӗ йӗлтӗр ăмăртăвӗ кăçал февралӗн 24-мӗшӗнчех иртмеллеччӗ.Анчах та термометр -30 градусран та аяларах кăтартнипе мероприятие урăх куна куçарма тиврӗ. Мартăн 9-мӗшӗнче ирхине те шартлама сивӗччӗ, анчах та хӗвел тухнипе 10 сехет тӗлне -17 градус таран ăшăтрӗ. Çанталăк спортсменсене хӗрхенчӗ пулмалла, ăмăртусене пӗрремӗш...
    828
    0
    0
Реклама