Сувар

Новости за 16 марта 2018

  • 16 марта 2018 - 15:59
    «Хорло» фильма мартăн 23-мӗшӗнче кăтартаççӗ!
    Хусанта Тӗрӗк киновӗн халăхсем хушшинчи фестивалӗ пуçланиччен шутлă кунсем кăна юлчӗç. Аса илтеретпӗр, Раççейре вăл пӗрремӗш хут иртет. Мартăн 21-25-мӗшӗсенче Хусанта пулать. Унта Турци, Казахстан, Кăркăсстан, Узбекистан, Азербайджан, Туркменистан тата паллах, Раççейри регионсем: Тутарстан, Пушкăртстан, Якути, Хакас, Чăваш Ен кинематографисчӗсем хутшăнаççӗ. Чăваш Енрен кинофестивале Марат Никитин режиссерăн «Хорло» драми хутшăннине...
    91
    0
    0
  • 16 марта 2018 - 15:14
    Афанасьев вулавӗсем
    167
    0
    0
  • 16 марта 2018 - 15:08
    Савăнтарчӗç те, куççуле те кăларчӗç
    Çарăмсан районӗнчи çӗнйӗлмелсем хăйсен пултаруллă ентешӗпе, чăваш халăх поэчӗ Порфирий Афанасьевпа питӗ мăнаçланаççӗ, ăна хисеплеççӗ, юратаççӗ. Пӗлтӗр февралӗн 20-мӗшӗнче Порфирий Васильевич 75 çулхи юбилейне паллă турӗ. Çӗнйӗлмелсем ăна питӗ чаплă уявласа ирттерме хатӗрленнӗччӗ, анчах тӗрлӗ сăлтава пула, çав шутра поэтăн сывлăхӗ кăшт хавшанипе те, ун чухне проект пурнăçланаймарӗ. Порфирий Афанасьевăн...
    136
    0
    0
  • 16 марта 2018 - 15:00
    Паян интернетри чи паллă чăваш çуралнă
    Халăх пуласлăхӗ çинчен шухăшлакансем питӗ нумай. Мӗнле кăна çул-йӗр палăртмаççӗ, ăслайсем шутласа кăлармаççӗ. Анчах та ӗçне тăвакансем питӗ сахал. Çак сахал çынсен шутне Чăваш Республикинчи Шупашкар районӗнчи Лапсар каччине те кӗртмелле пулӗ. Чулхулари пӗр хаçатра програмист пулса ӗçленӗ чухнех вăл Интернета чăваш чӗлхипе тултарма, чăвашсем валли уйрăм сайт йӗркелеме тӗллев...
    194
    0
    0
  • 16 марта 2018 - 13:19
    Туссем, чи кирлӗ телефон номерӗсене манман-и?
    Экстренлă пулăшу службин телефонӗ - 112 (МОБИЛЬЛӖ ТЕЛЕФОНРАН). ШĂНКĂРАВЛАМА ЮРАТЬ: - Телефонра SIM-картта çук пулсан та; - SIM-карттăна блокироват тунă пулсан та; - Телефонран укçа çук пулсан та. Хăвăрпа мӗн пулнине, ăçтине вырăсла (е акăлчанла) пӗлтермелле!
    126
    0
    0
  • 16 марта 2018 - 13:01
    Çутта тавăракан йăрăмлă жилетсăр машинаран çул çине ан тух
    ТР ШӖМӗн Патшалăх автоинспекцийӗ Правительствăн 2017 çулхи декабрь уйăхӗн12-мӗшӗнче тухнă 1524№ Постановленийӗпе, кăçал мартăн 18-мӗшӗнчен çул-йӗр правилисенчи улшăнусем вăя кӗнине асăрхаттарать. Аса илтеретпӗр, правилăсене 2.3.4 çӗнӗ пункт хушăннă. Унпа килӗшӳллӗн, водительсен малашне талăкăн тӗттӗм вăхăтӗнче ял-хула тулашӗнчи çулсем çинче чарăнма тивсен, хăйсем çине çутта тавăракан йăрăмлă куртка, жилет е жилет-накидка...
    124
    0
    0
  • 16 марта 2018 - 11:26
    Президент суйлава хастар хутшăнма чӗнет
    ТР Президенчӗ Р. Минниханов Тутарстан çыннисем валли видеочӗнӳ çыртарчӗ. Вăл унта халăха суйлава хастар хутшăнма чӗнет. «Хисеплӗ тутарстансем! Мартăн 18-мӗшӗнче эпир çӗршывăн Президентне суйлатпăр. Суйлав кампанийӗ çăмăл мар политика лару-тăрăвӗнче иртет. Вăйлă, çӗнӗрен вăй илекен Раççей тӗнчере никама та кирлӗ мар, анчах вăл Раççей халăхне кирлӗ», - тет вăл унта....
    149
    0
    0
  • 16 марта 2018 - 09:21
    Тӗнчене чăвашлăха хӳтӗлеме килнӗ вăл
    Чăваш писателӗ, фольклорист тата этнограф Юркка Иванӗ çуралнăранпа паян, мартăн16-мӗшӗнче, 155 çул çитрӗ. Вăл революцичченхи чăвашсен пӗрремӗш писателӗсенчен пӗри. Хăйӗн пӗрремӗш калавне 1886 çулта çырнă. Произведенийӗсем уйрăм кӗнекен пичетленнӗ. Тӗп ӗçӗсем: халăх юррисен пуххи (пин ытла юрă кӗнӗ), «Указатель этнографической литературы о чувашах», «Ют çӗрти чăвашсем» (Пермь кӗпӗрнинчи чăвашсем), «Чăвашсен...
    79
    0
    0
  • 16 марта 2018 - 08:36
    Вăхăта парăнман ят
    (Анатолий Малышев). Иртнӗ ӗмӗрсенче хăйне евӗр культура феноменӗ пулнă Юркка Иванӗ (Иван Николаевич Юркин, 1863 - 1943) çуралнăранпа мартăн 16-мӗшӗнче 155 çул çитрӗ. Тертлӗ пурнăç пурăнса пуçтарнă пӗлӳ-хăнăхăвӗсем, тăван фольклорта, илемлӗ литературăра, историре палăрнă ӗçӗ-хӗлӗ ăна кăвак хуппи пек чăнлăх патне илсе çитернӗ. Чăваш халăхӗ, аслашшӗсем вӗрентнӗ пек пурнăç йӗрки...
    154
    0
    0
  • 16 марта 2018 - 07:37
    Хусанти «вӗçекен тарелка» юсав хыççăн уçăлӗ
    Хусан патшалăх Циркне паян Рустам Минниханов хутшăннипе уçаççӗ. Çак церемони патшалăх наградисене панисӗр иртмӗ. Хусансем патӗнче Росгосцирк артисчӗсем пулӗç, вӗсем хăйсен «Фиеста» программине кăтатӗç. Мероприятие ыркăмăллăх никӗсӗнче иртет. Унта республикăри нумай ачаллă çемьесене йыхăрнă. Районсенчи ачасем сывлăш акробачӗсене, жонглерсене, клоунсене, эквилибристсене, гимнастсене, юланутсене курӗç. Вӗсемпе пӗрле упасем, упăтесем, хурсем арена...
    137
    0
    0
  • 16 марта 2018 - 07:26
    Пăвара Юркин вулавӗсем
    138
    0
    0
  • 16 марта 2018 - 07:12
    Чăваш çыравçин юбилейӗнче тутарла ташларӗç
    Пăва районӗнче тӗрлӗ наци çыннисем пӗр-пӗринпе килӗштерсе нумай ӗмӗр хушши туслă пурăнаççӗ. Хутăш ялсем районта нумай. Вӗсенчен пӗри Пӳркел. Кунта 60 процент чăваш та 40 процент тутар пурăнать. Чăвашӗсем тутарла, тутарӗсем чăвашла шăкăлтаттарса калаçаççӗ, хутăш çемьесем те пур. Пӳркелӗнчи вăтам шкулта ак ӗнтӗ миçе çул хушши «Ритм» ташă ушкăнӗ пур....
    145
    0
    0
  • 16 марта 2018 - 07:11
    «Кӗмӗл сасса» Хусантан Вера Кожеманова хутшăнать
    «Кӗмӗл сасă» Пӗтӗм Раççейри чăваш юрăçисен фестиваль-конкурсӗ кăçал та икӗ тапхăрпа иртет. Конкурсантсене малтан мартăн 20-мӗшӗнче районсенче, хуласенче тата регионсенче суйласа илеççӗ. Çак тапхăрта çӗнтернисем вара мартăн 23-мӗшӗнче Шупашкарти Культурăпа искусствăсен институтӗнче иртекен финалта тупăшаççӗ. Вăл 11 сехетре пуçланать. Çӗнтерӳçӗсем çав кунах «Кӗмӗл сасă» Пӗтӗм Раççейри чăваш юрăçисен фестиваль-конкурсӗн гала-концертӗнче...
    98
    0
    0
Реклама