Сувар

Новости за 18 марта 2018

  • 18 марта 2018 - 19:09
    Экзитпол: В.Путин чи нумай сасă пухнă
    Раççей Президенчӗн суйлавӗнче Владимир Путин 73,9 процент сасă пухнă (2012 çулта - 63,60) ВЦИОМ экзитполӗсен пӗтӗмлетӗвӗ çапларах тесе пӗлтерет ТАСС. «Общественное мнение» фондăн пӗтӗмлетӗвӗ тăрăх та, В.Путин 77 процент сасă пуçтарнă, çак кăтарту та суйлавра вăл çӗнтернине калать. Экзитполсен пӗтӗмлетвӗ тăрăх, иккӗмӗш вырăна Павел Грудинин (10,1 процент), виççӗмӗш - Владимир...
    642
    0
    0
  • 18 марта 2018 - 16:59
    18 сехет тӗлне суйлавçăсенчен 69,21 проценчӗ сасăланă
    Çакăн пек пӗтӗмлетӳсем парать «Суйлав» автоматизациленӗ система. Суйлава хутшăнассипе хальлӗхе Кайпăç районӗ малта, унта ку кăтарту 98,08 процент, Атняпа Апас районӗсенче - 95,03 тата 94,88. Хусанти районсенче малтисем: Киров районӗ (54,04), Приволжски районӗ (54,04), Советски (53,48 процент).
    581
    0
    0
  • 18 марта 2018 - 16:08
    «Эпӗ сасăларăм!» концерт пиншер суйлавçа пуçтарчӗ
    Суйлава хутшăннă Хусансемпе хăнасем валли хальхи вăхăтра «Казань-Арена» стадионра эстрада çăлтăрӗсем Валерий Меладзе, Егор Крид, Салават тата Элвин Грей юрлаççӗ. Раççей, Тутарстан тата Пушкăртстан çăлтăрӗсен концертне РФ Президенчӗн суйлавне хутшăнса алла çыхмалли ятарлă сулăсем илнӗ хуть кам та хутшăнма пултарать. Çанталăк ăшах мар пулин те концерт пуçланичченех стадион умне пиншер...
    648
    0
    0
  • 18 марта 2018 - 15:53
    ЛДПР Тутарстанри суйлавра кăлтăксем асăрхаман
    ЛДПР партин Тутарстанри координаторӗн çумӗ М.Габдрахманов ТР Обществăлла палатин информаципе эксперт центрӗнче Тутарстанра Президент суйлавӗ вăхăтӗнче кăлтăксене асăрхаманнине пӗлтернӗ. Суйлав участокӗсенче вӗсен 450 сăнавçи ӗçленӗ. «Партин республикăри штабӗн мӗнпур сотрудникӗ тенӗ пекех суйлав участокӗсенче ӗçлеççӗ. Хальлӗхе нимӗнле кăлтăксене те асăрхамарăмăр-ха, суйлавçăсем суйлава хастар хутшăнаççӗ, районсенче уйрăмах. Хам эпӗ партире 12...
    650
    0
    0
  • 18 марта 2018 - 15:30
    «Кахал штрудель» (типӗ апачӗ)
    Панулмие вăрринчен тасатмалла та вак тăваткалсем çине турамалла. Лимон сӗткенӗпе пӗрӗхмелле. Сахăр песокӗ, корица, мăйăр хушса пăтраштармалла. Кашни лаваша икӗ пая касмалла. Кашнин çинех ăшлăх хумалла та çавăрттарса рулетсем тумалла, икӗ енӗпе те хӗреличчен ăшаласа илмелле. 3 çӳхе лаваш, 4-5 панулми, 1-1,5 чей кашăкӗ корица, 5 кашăк сахăр песокӗ, çур...
    891
    0
    0
  • 18 марта 2018 - 15:19
    Çӗрулмипе ăшаланă вешенка (типӗ апачӗ)
    Çӗрулмине çуса шуратмалла та турамалла. Кăмпана асăрхануллăн çуса илмелле, алшăлли çине хурса лайăх типӗтмелле, унтан турамалла. 2-3 кашăк тип çу ярса вӗрилентернӗ çатма çине туранă кăмпа хумалла, хупкăçпа хупласа пӗçермелле. Кăмпаран сӗткенӗ тухсан çатма хупкăçне уçмалла. Шыв пăсланса пӗтсен тата кăшт тип çу хушса кăмпана пăтраткаласа тăрса вăйлă çулăм çинче...
    778
    0
    0
  • 18 марта 2018 - 15:16
    Çитес эрнере (19.03-25.03) мӗн кӗтет?
    ТАКА 21.III - 20.IV Ку эрнере ыттисен проблемисене татса парса вăхăтăра ан пӗтерӗр - хăвăрăн та çителӗклӗ. Ӗçре ӗç парса тултарӗç, ытларикун партнерсемпе çыхăнусем йӗркелеме тивӗ. Эрне варринче канса илсен те юрӗ. Çемьепе пӗрле вăхăта ирттерме тăрăшăр. Канмаллисенче романтикăлла тӗлпулусем ăнаççӗ, юратнă çыннăр савăнтарӗ. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Çак тапхăрта...
    827
    0
    0
  • 18 марта 2018 - 14:35
    Пӗр хыпарӗ те чăнпа тӳр килмен
    ТР Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Мидхат Шагиахметов сăмахӗсем тăрăх, республикăра суйлав йӗркине пăсни çинчен пӗлтернӗ 67 хыпартан пӗри те чăнпа тӳр килмен. Кашни хыпара çийӗнчех тӗрӗсленӗ-мӗн. Председатель пӗлтернӗ тăрăх, кунашкал хуть мӗнле хыпар та массăллă хыпар хатӗрӗсем, социаллă сетьсем урлă-и, телефонпа килет-и - вырăна çитсех тӗрӗслемелли сăлтав. Анчах та Тӗп...
    664
    0
    0
  • 18 марта 2018 - 14:14
    Украин сăнавçи: «Мӗн пуррине упрăр»
    РФ Президенчӗн суйлавне Украинăран халăхсем хушшинчи сăнавçă пулса хутшăннă Александр Кондряков Тутарстанра суйлава мӗнле хатӗрленинчен кăна мар, халăх унта мӗнле кăмăл-туйăмпа килнинчен те тӗлӗннӗ. «Суйлав уява çаврăнни пирӗн патра (Украинăра) тахçантанпах çук ӗнтӗ. Эпӗ хам политикăра нумайранпа, çавăнпа çирӗпех калама пултаратăп: паянхи пулăм нумайăшне хумхантарать. Бюллетень илме сӗтелсем патне вăрăм...
    706
    0
    0
  • 18 марта 2018 - 14:09
    Сăнавçăсем суйлав çӳллӗ шайра иртнине палăртаççӗ
    (Е.Никитин сăнӳкерчӗкӗ). Тутарстанри суйлав участокӗсенче иртенпех Европа çӗршывӗсенчен килнӗ сăнавçăсем ӗçлеççӗ. «Тутарстанра суйлав çӳллӗ шайра иртет, суйлавçăсем телейлӗ пек туйăнаççӗ. Кашни участокрах кирлӗ информаципе вăхăтлă тивӗçтереççӗ. Эпир çакна хамăр куçпа курса ӗнентӗмӗр», - тенӗ Нидерландынчен килнӗ Ангела Кейн. Унпа пӗрле çавăн пекех Израильтен, Германирен килнӗ сăнавçăсем ӗçлеççӗ иккен. Ют çӗршыв...
    619
    0
    0
  • 18 марта 2018 - 13:54
    15.00 сехет тӗлне Тутарстанра суйлавçăсен 58 проценчӗ сасăланă
    15.00 сехет тӗлне Тутарстанра суйлавçăсенчен 57,93 проценчӗ суйлав участокӗсене пырса сасăланă. Ку кăтарту Кайпăç районӗнче чи пысăкки-мӗн: унта кăнтăрла иртни виçӗ сехет тӗлне халăхăн 95 проценчӗ суйлава хутшăннă. Атня тата Апас районӗсем те активлă сасăлаççӗ - 90 процента яхăн. Хусанти Приволжски (44,44 процент), Киров (43,20) тата Совет районӗсем (43,03) чи...
    599
    0
    0
  • 18 марта 2018 - 13:39
    Нюша паян Элметре
    (Сăнӳкерчӗк «Знамя труда» хаçатăн). Раççейри паллă эстрада юрăçи Нюша паян пирӗн республикăри Элмет хулинче Раççей Президенчӗн суйлавне хутшăнчӗ, тесе пӗлтерет Элмет районӗнчи «Знамя труда» хаçат сайчӗ. Мăшăрӗпе Игорь Сивовпа пӗрле вăл хулари «Нефтьче» Культура çуртӗнче вырнаçнă суйлав участокне пырса хăйӗн сассине панă. Суйланă хыççăн юрăçă çапла каланă: «Çӗршыври пӗлтерӗшлӗ мероприятие...
    615
    0
    0
  • 18 марта 2018 - 13:21
    Пăвасем «Кӗмӗл сасса» хатӗрленеççӗ
    Пăва районӗ Шупашкарта иртекен чăваш юрăçисен «Кӗмӗл сасă» фестиваль-конкурсне хутшăнма хатӗрленет. Пӗлтӗр унта Чăваш Киштек хӗрӗ Светлана Бахтинова «Чи çепӗç сасă» номинацире çӗнтернӗччӗ. Чăн та, хӗр Пăва районӗн мар, Саратов облаçӗн чысне хӳтӗлерӗ. Кăçал вара Мăкăр ялӗнчен Марина Ермолаева кайма хатӗрленет. Кунсăр пуçне «Кӗмӗл сасă» фестиваль-конкурсăн сцени çине районти «Уяв»...
    572
    0
    0
  • 18 марта 2018 - 13:18
    Аякра пулсан та сасăлаççӗ
    Тутарстанран студентсен хушшинче стенда тӗл перессипе тата пульăпа перессипе тӗнче чемпионатне хутшăнакансем те Раççей Президенчӗн суйлавне хутшăннă. Куала-Лампурта паян халăхсен хушшинчи ăмăрту вӗçленнӗ. Ăмăрту хыççăн Раççей сборнăйӗн спортсменӗсем те, тренерсем те суйлава хутшăнса хăйсен сассисене панă. «Ку эпӗ тӗнче шайӗнче хутшăннă иккӗмӗш ăмăрту. Вăл нумайччен ман асăмран каймӗ, мӗншӗн тесен...
    562
    0
    0
  • 18 марта 2018 - 11:02
    Йӗркене пăснисене палăртман
    Раççей Федерацийӗн Обществăлла палати ку вăхăта суйлавпа çыхăннă пӗр йӗркене пăснине те палăртманни пирки пӗлтерет. Видеосăнав системи аван ӗçлет, мӗнпур сигнала центр оперативлă йышăнать, пӗлтерет Обществăлла палатăн секретарӗ Валерий Фадеев. Ун сăмахӗсемпе, Ксения Собчакăн штабӗнчен вӗсен сăнавçисене суйлав участокӗсене кӗртменни пирки кăна çăхав килнӗ. Тӗрӗсленӗ хыççăн, участоксенче Собчак штабӗнчен пӗрер...
    607
    0
    0
Реклама