Сувар

Новости за 18 марта 2018

  • 18 марта 2018 - 10:43
    Суйлава чăваш тумӗпе
    (Ирина Трифонова. В.Якличева сăнӳкерчӗкӗ) Тутарстан чăвашӗсем те Раççей Президенчӗн суйлавне активлă хутшăнаççӗ. Çакна вӗсем социаллă сетьсенчи хăйсен страницисенче лартнă сăнӳкерчӗксенчен курма пулать. Пурте савăнса хăйсен граждан тивӗçне пурнăçланине пӗлтереççӗ. Спас районӗнчи Пăлхарта пурăнакан ЧНКЦ ертӳçи Валентина Якличева, ав, хӗрӗпе пӗрле суйлава чăваш тумне тăхăнсах кайнă. Çапла вăл уншăн çак мероприяти...
    599
    0
    0
  • 18 марта 2018 - 10:24
    Сасăлав салютпа вӗçленӗ
    Паян Хусанти «Казань Арена» стадионра «Я проголосовал» уяв мероприятийӗ пулать. Çемьесемпе килекенсем валли активлă зонăсем, ачасене выляма ятарлă шатер хатӗрленӗ. Апатлану пункчӗсем те ӗçлӗç. Мероприятин кульминацийӗ - уяв концерчӗ тата хитре салют пулӗ, вăл каçхине 22.00 сехетре пуçланмалла.
    581
    0
    0
  • 18 марта 2018 - 10:12
    М.Ш.Шаймиев: «Сасăлав ытти патшалăхсемшӗн те тӗслӗхлӗ пулӗ»
    Тутарстан Патшалăх Канашçи Минтимер Шаймиев мăшăрӗпе пӗрле КНИТУ-КХТИ çуртӗнче вырнаçнă 55№ суйлав участокӗнче сасăлава хутшăнчӗ. Республикăн пӗрремӗш президенчӗн шучӗпе, суйлава активлă хутшăнса çынсем хăйсен пӗрлӗхне кăтартмалла. Волонтерсем хисеплӗ хăнасене çăкăр-тăварпа кӗтсе илчӗç. Сасăланă хыççăн «Я проголосовал» сулăсем парнелерӗç. Унсăр пуçне Минитимер Шаймиев #айданавыборы акцие хутшăнчӗ. Волонтерсем ăнлантарнă тăрăх, сăнӳкерчӗке социаллă...
    580
    0
    0
  • 18 марта 2018 - 09:28
    Рустам Минниханов çӗршыв аталанăвӗшӗн
    Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов мăшăрӗпе Гульсина ханумпа ирхине 10 сехетре Карл Маркс урамӗнче вырнаçнă А.Н.Туполев ячӗллӗ КНИТУ-КАИ çуртӗнче йӗркеленнӗ 42№ суйлав участокне килчӗ. Ытти çынсем пекех Миннихановсем паспорчӗсене кăтартса бюллетеньсем илсе кабинкăсене кӗчӗç. Пăртакран тухса бланксене урнăсене ячӗç. «Пурне те уявпа саламлатăп. Раççей Президенчӗн суйлавӗ - эпир тăвакан чи кирлӗ...
    631
    0
    0
  • 18 марта 2018 - 08:52
    Советски районӗ юлса пырать
    Ирхине 10 сехет тӗлне Тутарстанра сасăланисен шучӗ 15,98 процентпа танлашнă. Чи активлисен шутӗнче Апас районӗн çыннисем, кунта çак вăхăт тӗлне 53,16 процент сасăлама ӗлкӗрнӗ. Иккӗмӗш вырăнта - Кайпăç районӗ (52,67 прцент), Тюлячи виççӗмӗш вырăнта (46,02). Яланхи пекех пысăк хуласенче сасăлав хавшакрах иртет. Чи кайрисен шутӗнче - Хусанти Советски районӗ, кунта...
    577
    0
    0
  • 18 марта 2018 - 08:31
    Парламент спикерĕ çынсем суйлава лайăх кăмăлпа килĕç тесе шутлать
    ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕн Фарид Мухаметшинăн сăмахĕсемпе, ирхине 10 сехет тĕлне Тутарстанри суйлакансен, туллин илсен, 16 проценчĕ сасăлама ĕлкĕрнĕ. Йăла тăрăх, районсенче пурăнакансем ытларах сасăласа ĕлкĕрнĕ - 26 процент. Хуласенче пурăнакансем 13 % кăна. Хусан та сасăлама васкамасть-ха. Ирхине 10 сехет тĕлне кунта 8 процент суйлакан кăна сасăланă. Аса илтеретпĕр,...
    615
    0
    0
  • 18 марта 2018 - 08:18
    Фарид Мухаметшин суйлава хутшăнчӗ
    Тутарстан Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин Хусанти Вахитов районӗнчи 116 № лицейра йӗркеленӗ 43 № суйлав участокӗнче Раççей Президенчӗн суйлавне хутшăнчӗ, унта вăл хăйӗн мăшăрӗпе килчӗ, пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Сасăланă хыççăн Фарид Мухаметшин журналистсемпе калаçса илчӗ. Республикăра иртнӗ граждансен пухăвӗсем тутарстансен суйлавпа интересленнине кăтартнине, çитес ултă çулта çӗршыва кам ертсе...
    556
    0
    0
  • 18 марта 2018 - 07:40
    Коммунистсене коалицилле правительство кирлĕ
    КПРФ партин Тутарстанри уйрăмĕн секретарĕ, ТР Патшалăх канашĕн депутачĕ Хафиз Миргалимов журналистсене ку суйлав кампанийĕ вăхăтĕнче вĕсен партийĕ майлисем саккуна пăснă 82 тĕслĕх тупса палăртни çинчен каларĕ. Çак йĕркесĕрлĕх çинчен коммунистсем Тĕп суйлав комиссине, патшалăх влаç органĕсене пĕлтернĕ. Анчах та, Миргалимов сăмахĕсемпе, чылай чухне хуравсем "отписка" шайĕнче кăна. Тата сулахайсене...
    594
    0
    0
  • 18 марта 2018 - 04:34
    "Пирамидăра" ТР Общество палатин информаци центрӗ ӗçлеме пуçларӗ
    Тутарстанра суйлав участокӗсем уçăлнă çӗре Хусанта республикăри Общество палатин информаципе эксперт центрӗ хăйӗн ӗçне пуçларӗ. Пресс-конференцисене ТНВ генеральнăй директорӗ Ильшат Аминов ертсе пырать, çак каналпа паян Тутарстанри районсемпе хуласенче РФ Президенчӗн суйлавӗ мӗнлерех иртнине курса тăма пулӗ. Пӗрремӗш спикер Общество палатин председателӗ Анатолий Фомин пулчӗ. Вăл журналистсене суйлав кампанийӗ республикăра...
    630
    0
    0
Реклама