Сувар

Новости за 28 марта 2018

  • 28 марта 2018 - 13:53
    Турă патăр чăтăмлăх
    Кемеровăри суту-илӳ центрӗнче çунса вилнисене асăнса Хусанта Ленинский садикре йӗркеленӗ импровизациленӗ мемориал патӗнчен паян кунӗпех çын татăлмасть. Хусансем кемеровăсемпе çак хуйха пӗрле пайланине пӗлтереççӗ. Тутарстанри тӗрлӗ тӗн ертӳçисем Феофан владыка, ТР муфтийӗн ертӳçи Илфар хазрат тата Ицхак Горелик ребе пӗрле чечек хучӗç. Вӗсенчен кашни кемеровăсемпе пӗрле хурланнине, çывăх çыннисене, ачисене...
    634
    0
    0
  • 28 марта 2018 - 13:11
    Ют хуйхă пулмасть
    (Ирина Гордеева. Р. Гали сăнӳкерчӗкӗ). Чăтма çук, чӗрене çуракан хуйхă йăтăнса анчӗ пирӗн çине иртнӗ вырсарникун, мартăн 25-мӗшӗнче. Çак ăраскалсăр кун Кемеровăри «Зимняя вишня» суту-илӳ центрӗнче чӗрӗллех 64 çын çунса вилчӗ. Ку эрне тăршшӗпех çӗршывра мӗнле массăлла хыпар хатӗр пур - пуринче те çак трагеди пирки çыраççӗ, калаçаççӗ, кăтартаççӗ... Паллă...
    610
    0
    0
  • 28 марта 2018 - 12:52
    «Чӗвӗлти чăваш чӗлхи»
    (Ксения ИЛЮХИНА. Т.Романова сăнӳкерчӗкӗ). Нумай пулмасть Аксу районнчи Кивӗ Илтрекьел вăтам шкулӗнче «Чӗвӗлти чăваш ачи» конкурс иртрӗ. Палăртнă кун Аксу районӗнчи чăваш шкулӗсенче 1-10 классенче вӗренекенӗсем Кивӗ Илтрекьелне пуçтарăнчӗç. Чăваш йăлипе хуçасем хăнасене çăкăр-тăварпа питӗ ăшшăн кӗтсе илчӗç. Ăмăрту пуçланиччен юрă-ташăпа савăнтарчӗç. Уява ертсе пыраканӗ Вера Константиновна Ефимова пуçтарăннисене саламланă...
    626
    0
    0
  • 28 марта 2018 - 11:40
    Çавра çулпах каймалла
    Тутарстанра Кама тата Атăл урлă пăр çийӗн каçмалли тӳрӗ çулсене çитес эрнере хупаççӗ. Хальхи вăхăтра республикăра кун пек официаллă çулсем тăваттă: Елабуга, Мамадыш, Ешӗлвар тата Тури Услон районӗсенче. Пăр çинче путăксем, çурăлнă йӗрсем пулсанах кун пек çулсем урлă каçма юрамасть. Тутарстанăн пӗчӗк кимӗ-карапсен енӗпе инспекторӗ Юрий Венедиктов сăмахӗсемпе, пăр урлă...
    558
    0
    0
  • 28 марта 2018 - 09:47
    25 çул шыравра
    (Н. Кондрашкин. Н. Казаков архивӗнчи сăнӳкерчӗк).Мартăн 24-мӗшӗнче Ульяновск хулинчи «Чăваш кил-çурчӗ» наци комплексӗнче Ульяновск облаçӗнчи чăваш таврапӗлӳçӗсен канашӗ йӗркеленнӗренпе 25 çул çитнине паллă турӗç. Аса илтеретпӗр, И.Я.Яковлев ячӗллӗ çутӗç пӗрлӗхӗн (ертӳçи И.С. Кирюшкин) тата РФ Чăваш таврапӗлӳçӗсен канашӗн (ертӳçи В.П. Станьял) пуçарăвӗпе ăна малтан филиал пек йӗркеленӗ. Филиалăн ертӳçи Николай...
    629
    0
    0
  • 28 марта 2018 - 08:14
    209 яла шыв илме пултарать
    Куйбышев водохранилищинчи шыв шайӗ хальхи вăхăтра нормăран 3,5-4 метр çӳллӗрех пулнине пӗлтернӗ ТР Министрсен Кабинетӗнче ӗнер иртнӗ брифингра Гидрометцентр пуçлăхӗ Феликс Гоголь. Ун сăмахӗсем тăрăх, çуркунне хăй еккипе иртсен Атăлпа Кама умӗнчи тата Камăн хӗвеланăç енчи юханшывсенче çурхи шыв ытлах сарăлмалла мар. ТР МЧС сотрудникӗсене те Куйбышев водохранилищинчи шыв шайӗ...
    518
    0
    0
  • 28 марта 2018 - 07:05
    Хусан пӗрле хурланать!
    Паян Раççейре траур. Кемеровăри «Зимняя вишня» суту-илӳ центрӗнче тухнă пушарта 64 çын, çав шутра 41 ача, çунса вилнипе çӗршыв хурланать. Иккӗмӗш кун Раççей хулисенче асăнупа хурлану акцийӗсем иртеççӗ. Хусан та ӗнер Бауман урамӗнчи сехет умне тата Ленинский садикри фонтан патне пухăнчӗç. Кам-тăр акци çинчен соцсетьсенчен пӗлсе ятарласа килнӗ, кам-тăр урампа...
    639
    0
    0
Реклама