Новости за 30 марта 2018
-
30 марта 2018 - 13:05Экоçуркунне пуçланать, шăкăрч йăвисем хатӗр-и?Малашне ТР Экологи министерствин сотрудникӗсене çутçанталăка вараланă тӗслӗхсене çийӗнчех вырăна кайса тӗрӗслеме тата меллӗрех пулать. Мӗншӗн тесен апрелӗн 2-мӗшӗнче ирхине (8.20 сехетре) Хусанти Салих Сайдашев ячӗллӗ Пысăк концерт залӗ умӗнчи тӳремре ТР Президенчӗ Рустам Минниханов вӗсене çӗнӗ машина уççисене парать. Çак мероприятире Экоçуркунне - 2018 экологи икӗ уйăхлăхне те пуçарӗç....
-
30 марта 2018 - 12:31Тутар таврапӗлӳçисем те медаль юратаççӗАпрелӗн 3-5-мӗшӗсенче Хусанта тутар таврапӗлӳçисен Пӗтӗмраççейри II форумӗ иртет. Унта Раççейри 35 регионран тата Тутарстанри 43 районтан 350 делегат хутшăнмать. Тӗрлӗрен кӗнеке куравӗсем, «çавра сӗтелсем», тӗлпулусем йӗркеленӗсӗр пуçне тутар таврапӗлӳçисем хăйсен ӗçне тутар ялӗсен историпе культура еткерлӗхне тӗпчесси тавра йӗркелӗç. Кунта нумайăшне наука бази çитменнине палăртрӗ йӗркелӳ комитечӗн пайташӗ Альберт...
-
30 марта 2018 - 12:04Апрелӗн 13-мӗшӗнче Хусанта «Фарида» концерчӗАпрелӗн 13-мӗшӗнче Хусанти «АК БАРС» Çамрăксен центрӗнче Фарида Файзуллинан тата ытти чăваш эстрада юрăçисен концерчӗ пулать. Билетсене «Сувар» хаçат редакцийӗнче туянмалла. Ыйтса пӗлмелли телефон: 89179153547. Концерт каçхине 18.30 сехетре пуçланать.
-
30 марта 2018 - 11:37Апрелӗн 28-мӗшӗнче – «Чăваш шăпчăкӗ» конкурс(Ирина Трифонова). Вун иккӗмӗш хут иртекен «Чăваш шăпчăкӗ» республика конкурсӗ кăçал мартăн 30-мӗшӗнче пуçланать те апрелӗн 28-мӗшӗчченех пырать. Вăл «Тутарстан Республикин 2014-2020 çулсенчи патшалăх наци политикине пурнăçласси» программăна кӗнӗ, йӗркелекенсем ТР Культура министерстви, Тутарстан Халăхсен ассамблейи, ТР ЧНКА, Тутарстан халăхсен Туслăх Çурчӗ, Аксу муниципаллă районӗ. Конкурс икӗ тапхăртан тăрать, пӗрремӗшӗ...
-
30 марта 2018 - 11:28«Чувашский соловей – 2018» конкурс. ПОЛОЖЕНИЕ1. ОБЩИЕ ПОЛОЖЕНИЯ КОНКУРСА 1.1. XII Республиканского конкурса исполнителей чувашской песни «Чувашский соловей» - 2018 проводится в рамках п. 2.8. государственной программы «Реализация государственной национальной политики в Республике Татарстан на 2014-2020 годы» (далее «Конкурс»). 1.2. Положение о проведении Конкурса (далее «Положение») определяет цель и задачи проведения конкурса, а также порядок...
-
30 марта 2018 - 10:09Поэзи... тăватă чӗлхепе(Евгений Турхан).Тутарстан Республикинчи Халăхсен Туслăх çуртӗнче Пӗтӗм тӗнчери поэзи кунне халалланă поэтикăлла иккӗмӗш концерт иртрӗ. Унта Тутарстанри, Чăваш, Мари, Удмурт республикисенчи паллă поэтсем, юрăç-авторсен çавăн пекех çамрăк сăвăçсемпе юрăçсем хутшăнчӗç. Мероприяти Евгения Коцарь «Поэзи гимнне» юрланипе пуçланчӗ. Пухăннисене «Хусанти вырăс наципе культура пӗрлешӗвӗ» вырăнти обществăлла организацин председателӗ Ирина Александровская, ТР...
-
30 марта 2018 - 10:04«Йăл кулă» конкурс пӗтӗмлетӗвӗХаклă вулакансем! Иртнӗ çул вӗçӗнче пуçланнă «Йăл кулă» фотоконкурс вӗçленни çинчен пӗлтеретпӗр. Ятарлă комисси хаçатра пичетленнӗ сăнӳкерчӗксене пăхса тухса хак панă хыççăн çӗнтерӳçӗсене палăртрӗ. Вӗсемпе сире те паллаштаратпăр: «Кулăш - ӗçре пулăш» номинаци çӗнтерӳçи - Евгений Илюхин (Çарăмсан районӗ, Кивӗ Шешкел), 50 № (22.12.2017) пичетленнӗ сăнӳкерчӗкшӗн; «Кулăпа пурнăç илемлӗрех» номинаци...
-
30 марта 2018 - 09:5802.04 – 08.04. Арăслансем, савăнăр – ăнăçу сирӗн енче!ТАКА 21.III - 20.IV Сире çăмăл мар, анчах интереслӗ те тулли эрне кӗтет. Финанс лару-тăрăвне лайăхлатас тесен укçăра ăçта та пулин ăнăçлă хывасси пирки шутлăр. Сăпайлăх çинчен манса витӗмлӗ çынсемпе хăвăрăн планăрсене сӳтсе явăр. Канмалли кунсем çулçӳревсемшӗн ăнăçлă, хăш-пӗри чăматанӗсене пуçтарма тытăнӗ. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Ыттисен проблемисем ăшне ан...
-
30 марта 2018 - 09:19«Ху Сан Кай ята мӗншӗн пӗрлештернӗ-ха?..»(Марина Тумаланова). Атнер Хусанкайпа Гажидма Цыбенован юрату романӗ Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен уявӗ умӗн пуçланнă. Ун чухне иккӗшӗ те Мускаври СССР Ăслăлăх академийӗн Тухăç пӗлӗвӗн институчӗн аспиранчӗсем пулнă. «Çав çамрăк кирек хăçан та вӗренни-тӗпчени питӗ тӗлӗнтеретчӗ мана. Тӗрӗссипе, пире иксӗмӗре те ташă каçӗ илӗртмен. Унта ăнсăртран тӗл пултăмăр унпа. Ыттисемпе пӗрле...
-
30 марта 2018 - 08:19Апрелӗн 1-мӗшӗнчен – çурхи призывРаççейре çурхи призыв яланхи пекех апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуçланса 106 куна тăсăлать. Урăхла каласан, июлӗн 15-мӗшӗччен пырать. Чăн та, çурçӗрти регионсенче вăл апрелӗн 1-мӗшӗнчен мар, май уйăхӗн 1-мӗшӗнчен пуçланать. Тутарстанра призыв комиссине ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Рафис Бургановпа ТР сывлăх сыхлав министрӗ Марат Садыков кӗнӗ. Кун çинчен указа ТР Премьер-министрӗ Алексей...
-
30 марта 2018 - 07:29Тата 14 ялта ФАП лартаççӗТР сывлăх сыхлав министрӗ Марат Садыков пӗлтернӗ тăрăх, кăçал республикăри тата 14 районта фельдшерпа акушер пунктне лартма палăртнă. Ытти регионсемпе танлаштарсан,Тутарстан ял çыннисем ку енчен телейлӗ, мӗншӗн тесен вӗсем медицина пулăшăвне ялтах илме пултараççӗ. Юлашки пилӗк çулта республикăри яллă вырăнсенче 413 модульлӗ ФАП, модульлӗ 19 паталогоанатом уйрăмӗ лартнă.
-
30 марта 2018 - 06:53Ялавăрта Огонев турнирӗ пулатьМартăн 31-мӗшӗнче Нурлат районӗнчи Ялавăр ялӗнче ТР Тава тивӗçлӗ юрисчӗн Александр Огоневăн парнисемшӗн чăваш кӗрешӳ турнирӗ иртет. Ирхине 10 сехетре ăмăртăва Тутарстан, Самар Ен, Чăваш Ен спортсменӗсем хутшăнӗç. ТР ЧНКА Канашӗн пайташӗ Александр Огонев тата унăн юлташӗсем тăрăшнипе Ялавăрта пысăк чиркӳ туса лартнă. Çулсерен вăл чăвашла спорт тӗсӗсем аталанччӗр тесе...