News by date 18 April 2018
-
Тусанлă та, кичем те мар
(Ирина ТРИФОНОВА. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Федерацин архив агентствин приказӗпе кăçал Раççей архив служби 100 çул тултарнине палăртать, Тутарстанăн патшалăх архив служби те пӗр ӗмӗр тултарать. Çак тӗллевпе Хусанта апрелӗн 18-20-мӗшӗсенче «От пергамена к цифре» Халăхсен хушшинчи наукăпа практика конференцийӗ иртрӗ. Кăшт маларах апрелӗн 17-мӗшӗнче Хусан Кремлӗнче республикăри архив службине халалланă курав...
-
Ерӗспел ветерансене палăк уçрӗ
-
Ерӗспелӗнче никама та манман, нимӗн те манăçман
Элмет районӗнчи Ерӗспелшӗн апрелӗн 17-мӗшӗ тепӗр пулăмпа асра юлӗ. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинчен сывă таврăнса мирлӗ вăхăтра вилнӗ ветерансене асăнса çав кун ял масарӗ çинче мемориал обелискне уçрӗç. Хăрушă вăрçăран таврăннисен ятне ӗмӗрлӗхе хăварас шухăш ерӗспелсен ӗнер-паян кăна çуралман. Çавăнпа пӗлтӗр халăх пухăвӗнче обелиск лартасси çинчен сăмах хускатсан, ял-йыш пуçарăва...
-
9-мӗш класс ачи шкулта çӗçӗпе тапăннă
Паян ирхине Пушкăртстанри Стерлитамакра 9-мӗш класс ачи шкулта учитель тата пӗр класра вӗренекенсем çине çӗçӗпе тапăннă, унтан класа чӗртсе янă та хăй çине алă хума хăтланнă. Çапла больницăна виçӗ шкул ачипе аслă пӗр çын лекнӗ. Телее, вӗсен пурнăçӗ хăрушлăхра мар. Хальхи вăхăтра вырăнта йӗрке хуралçисем, тухтăрсемпе МЧС ӗçченсем ӗçлеççӗ. Следовательсем...
-
Техника хире тухрӗ
Республикăри 26 район хир ӗçӗсене пуçăннине хыпарлать ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин пресс-служби. Хальхи вăхăтра вӗсем кӗрхи культурăсене тата нумай çул ӳсекен курăксене апатлантараççӗ. Паянхи кун тӗлне 50,9 пин гектар лаптăкри кӗрхи культурăсене тата 18 пин гектарти нумай çул ӳсекен курăксене удобрени сапнă. Ку ӗçре хальхи вăхăтра Заинск, Сарман, Азнакай...