Сувар

Новости за 28 апреля 2018

  • 28 апреля 2018 - 11:31
    Пăвасем репетицисӗр салтака каймаççӗ
    Хальхи вăхăтра Раççейре çурхи призыв кампанийӗ пырать. Июлӗн 15-мӗшӗччен çӗр-çӗр каччă çар ретне тăрӗ. Чăваш ялӗсенче те хурлăхлă салтак юррисем янăрама пуçларӗç. Хӗсмет иртмелли срок халӗ çулталăк кăна пулсан та, атте-аннене ывăлне çара яма çăмăл мар. Салтака ăсатас йăла чăвашсен хурлăхлă, тарăн философиллӗ. Ку ӗнтӗ ӗлӗк хӗсмет служби 25 çула...
    453
    0
    0
  • 28 апреля 2018 - 11:05
    Наратлăра И.Яковлев юбилейӗ
    (Сергей Дмитриев. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа Наратлăри ял библиотекинче «Яковлева сума суса» литературăпа музыка сехечӗ иртрӗ. Мероприятие ялти шкулпа Культура çурчӗ пӗрле хатӗрленӗ. Аслă вӗрентекенӗмӗрӗн пурнăçӗпе пултарулăхӗ, ӗçӗ-хӗлӗ пирки маларах чăваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ, халӗ вара тивӗçлӗ канури К.Г.Лаптева тӗплӗн каласа пачӗ....
    316
    0
    0
  • 28 апреля 2018 - 10:59
    Пăвасен хăйсен «шăпчăкӗ»
    Чăваш юррине республикăра пăвасем чухлӗ пӗр район та юратмасть пуль. Кунта çамрăк юрăçсен хушшинче çуллен «Тăхăрьял шăпчăкӗ» конкурс иртет. Йышăннă йăлапа, конкурса çӗнтерӳçӗн ялӗ йышăнать. Çапла конкурсантсем çине тата пысăкрах яваплăх тиенет иккен. Юрлас пултарулăха кăтартнисӗр пуçне вӗсен ял имиджне те çӗклемелле. Сăмах май, ӗлӗк ку тăрăхра çамрăксен вăййисен хăйне...
    404
    0
    1
  • 28 апреля 2018 - 10:44
    Шăпчăкран кая мар сассисем
    Паян çак самантсенче Аксу районӗнче Тутарстан юрăçисен «Чăваш шăпчăкӗ - 2018» фестиваль-конкурсӗ пырать. Унта Нурлат, Çарăмсан, Алексеевски, Элкел, Çӗнӗ Шуçăм, Элмет, Анат Кама, Çӗпрел, Пăва, Теччӗ тата Аксу районӗсенчен пурӗ 60 яхăн заявка килнӗ. Юрăçсен пултарулăхне сумлă жюри темиçе номинаципе хаклать. Çӗнтерӳçӗсем каçхине, Гала-концертра (16.00 сехетре пуçланать) паллă пулаççӗ.
    287
    0
    0
  • 28 апреля 2018 - 08:25
    «ЧНКА» кăçал «С» ушкăнра!
    (К.Малышев. А. Наумов сăнӳкерчӗкӗ). 2018 çулхи сезона «ЧНКА» команди Хусанти футбол лигинче «С» ушкăнра пуçларӗ. Пӗрремӗш вăйă «Казань-2» командăпа апрелӗн 22-мӗшӗнче «Ракета» стадионра иртрӗ. Пӗлтӗр ку командăсем пӗр-пӗринпе вылянăччӗ ӗнӗ. Ун чухне шут 1:1 пулнăччӗ. Кăçал «ЧНКА» тытăмӗнче улшăнусем пур. Çӗнӗ вылякансем Аксу, Чистай районӗнчен хушăннă. Сунейкин нападающие курмарăмăр пирӗн...
    336
    0
    0
  • 28 апреля 2018 - 08:16
    Сезон 1:1 шутпа уçăлчӗ
    (К.Малышев. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Пӗрремӗш вăййине «Сувар» футбол команди апрелӗн 21-мӗшӗнче «Динамо» стадионра «Олимп» командăпа вылярӗ. Пӗрремӗш гола «Суваршăн» вылякан Владимир Осипов кӗртрӗ. 1:0 шута пирӗн команда нумайччен тытса пычӗ. «Олимп» мӗнле вылянине эпир пӗлетпӗр. Пӗлтӗр те, выляса яма тытăнсан, унăн выляканӗсем ним çукран сăнарлăн ахлатса ӳксе штрафной ыйтса выртатчӗç. Кăçал...
    359
    0
    0
  • 28 апреля 2018 - 08:10
    Футбол лигинче икӗ чăваш команди
    (К.Малышев. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Кăçал Раççейре Футболпа тӗнче чемпионачӗ пулни çак спорт тӗсне кăмăллакансемшӗн чăн-чăн парне. Футболпа кăсăкланакансем пирӗн çӗршывра ӳссех пыраççӗ, çав шутра чемпионат вăййисене йышăнакан Хусанта та. «ЧНКА» команди кăçал çӳллӗрех «С» дивизиона выляма куçнăран, автономи хастарӗсем «Д» ушкăнра выляма тепӗр команда тума шутларӗç. Унăн ячӗ - «Сувар». Кашни...
    323
    0
    0
  • 28 апреля 2018 - 06:30
    Тар завочӗ куçса каять
    Нумай çул тар пички çинче ларнă Хусан тинех ассăн сывласа ярӗ. Юлашки çулсенче кунти тар завочӗ çийӗн тӗтӗм час-часах йăсăрланни, çынсем вилнӗ тӗслӗхсем пулни сисчӗвлентермерӗ мар. Хула варринче тенӗ пекех вырнаçнă заводран мӗн кӗтмеллине никам та пӗлмест-çке. Мӗн тесен те, завод кивӗ, оборудовани те çӗнех мар. Завода Удмурт Республикине куçарасси...
    322
    0
    0
Реклама