Сувар

Новости за 30 апреля 2018

  • 30 апреля 2018 - 12:28
    Дю Солей цирк Хусана килме пуçтарăннă
    (Ирина Трифонова, сăнӳкерчӗк Дю Солей цирк пресс-службин). Май уйăхӗнче хусансене Дю Солей цирк çӗнӗ программăпа савăнтарма хатӗрленет. Тутарстансемшӗн çак цирк çӗнӗлӗх мар, вӗсем хăйсен постановкисемпе пӗрре мар тӗп хуламăра килнӗ. Хальхинче циркачсем OVO çӗнӗ шоупа килеççӗ. Представленисем майăн 23-27-мӗшӗсенче пулаççӗ, пурӗ пилӗк хутчен. Программăра сывлăш гимнасчӗсен, акробатсен, эквилибристсен номерӗсем. Артистсем...
    810
    0
    0
  • 30 апреля 2018 - 09:41
    Тăкаксем ӳсеççӗ, хаксем чакаççӗ
    (Сăнӳкерчӗк http://agro.tatarstan.ru/ сайтран) Республикăри выльăх ӗрчетекенсен тупăшӗ кӗтнинчен самай пӗчӗкрех. Пӗрремӗш кварталăн кăтартăвӗсемпе, производство ӳснӗ май, укçа енчен 1,5 миллиард тенке яхăн çухату тӳснӗ. Кун пирки ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ канашлура ТР ял хуçаăхпа апат-çимӗç министрӗ Марат Ахметов пӗлтернӗ. «Раççей рынокӗнчи выльăх-чӗрлӗх продукцийӗн хакӗсен лару-тăрăвӗ пит аванах мар чухне те...
    729
    0
    0
  • 30 апреля 2018 - 08:44
    Хула транспорчӗн схеми улшăнать
    (Сăнӳкерчӗк KZN.RU сайтран) Республикăра пурăнакансенчен нумайăшӗ уяв кунӗсене Хусанта ирттерме шухăшлать. Çавăнпа çак кунсенче хула транспорчӗн маршручӗсем улшăннине пӗлтермеллех тесе шутлатпăр. Апрелӗн 29-мӗшӗнчен пуçласа майăн 2-мӗшӗччен тата майăн 9-мӗшӗнче пассажир транспорчӗн схеми тӗпрен улшăнать темелле. Унсăр пуçне майăн 9-мӗшӗнче Çӗнтерӳ кунӗнче салют хыççăн каçа юлнă çынсене килӗсене çитме тата 75...
    792
    0
    0
Реклама