Сувар

Новости за 3 мая 2018

  • 3 мая 2018 - 14:20
    «Чăваш шăпчăкӗ- 2018»
    26097
    0
    0
  • 3 мая 2018 - 13:24
    «Ӗçри хастарлăхшăн» медальпе чыслаççӗ
    Республикăра пурăнакан Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсене çитес вăхăтра Тутарстан Республикин «Мухтавлă ӗçшӗн» медалӗпе наградăламалла. Çапла йышăннă паян ТР Президенчӗ Рустам Минниханов. Кун çинчен ТР вице-премьерӗ Лейла Фазлеева ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра пӗлтернӗ. Медале вăрçă ветеранӗсемпе инваличӗсене параççӗ. Вӗсем республикăра 1596-ăн. Çаплах медале вăрçа кайнă, анчах та çапăçăва хутшăнманнисене...
    631
    0
    0
  • 3 мая 2018 - 11:26
    Пирӗннисен пурнăçӗ япăх мар
    «Ветерансене патшалăх маннă, вӗсем ишӗлнӗ çуртсенче пурăнаççӗ, çиме çăкăрӗ çук...» - тесе çырнине интернетра час-часах курма пулать. Анчах та чăнлăхпа тӳр килет-ши ку? Мӗншӗн тесен Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсене, тăлăх арăмсене патшалăх нихăçан та пăрахман. Вӗсене пенсисӗр пуçне тӗрлӗ çăмăллăхсем пăхăннă, çав шутра пурăнмалли çурт-йӗр условийӗсене лайăхлатма субсиди те....
    656
    0
    0
  • 3 мая 2018 - 10:00
    Çӗнӗ Упире Мухтав аллейи уçăлчӗ
    Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 73 çул çитнӗ ятпа Çӗпрел районӗнчи Упи ял хутлăхӗнче пурăнакансем темиçе мероприяти планланă. Вӗсенчен пӗри майăн 2-мӗшӗнче пурнăçа кӗчӗ: Çӗнӗ Упи çыннисем - Владимир Ярухинпа Петр Ухваркин хăйсен шутӗнчен «Вилӗмсӗр полк» хатӗрленӗ, урăхла каласан, Аслă вăрçа хутшăннисен сăнӳкерчӗкӗсене пуçтарса Мухтав Аллейине уçнă. Унта 1941-1945 çулсенче...
    633
    0
    0
  • 3 мая 2018 - 09:54
    «Симӗс фитнес» пуçланать
    Хусанта майăн 12-мӗшӗнче хула паркӗсенче «Симӗс фитнес» тӳлевсӗр спорт проекчӗ хута каять. Кăçал вăл спортăн 15 тӗсӗпе - йогăпа пилатесран пуçласа скандинавсен утти таранчченех пулӗ. Тренировкăсене профессилле тренерсем илсе пырӗç. Кун пирки «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире ТР Çамрăксен правительствин экологипе çутçанталăк ресурсӗсен ыйтăвӗсемпе председателӗн канашçи, проект ертӳçи Мурат Димитров пӗлтерчӗ....
    616
    0
    0
  • 3 мая 2018 - 09:50
    Культура министрӗ улшăнчӗ
    Тутарстан Президенчӗн йышăнăвӗпе ТР культура министрне халиччен ТР Архив ӗçӗсемпе патшалăх комитечӗн председателӗн тивӗçӗсене пурнăçланă Ирада Аюповăна лартнă. Указ майăн 3-мӗшӗнче ӗçӗ кӗнӗ. Ирада Аюпова Азербайджанра çуралса ӳснӗ. 2005-2006 çулсенче Хусан хулин предпринимательствăна пулăшассипе комитечӗн председателӗнче тăрăшнă, 2008-2015 çулсенче культура министрӗн çумӗнче, 2016 çултанпа ТР Архив ӗçӗсен ПК председателӗнче ӗçленӗ....
    669
    0
    0
Реклама