Сувар

Новости за 31 мая 2018

  • 31 мая 2018 - 17:44
    «Сувар» хаçат кубокӗн турнирне кӗтетпӗр!
    Ачасене хӳтӗлемелли куна халалланă «Сувар» хаçат кубокӗшӗн турнир июнӗн 1-мӗшӗнче Пăвари Тӗп стадионра 10 сехетре пуçланать.
    97
    0
    0
  • 31 мая 2018 - 17:18
    Ульяновскри Акатуй кăçал иккӗмӗшӗнче
    Акатуй Чӗмпӗр вăхăчӗпе 11:00 сехетре пуçланса 16:00-ччен тăсăлать. Хăнана Ульяновск облаçӗн кӗпӗрнаттăрне Сергей Морозова, Чăваш наци конгресӗн президентне Николай Угаслова та кӗтеççӗ чăвашсем.
    281
    0
    1
  • 31 мая 2018 - 17:05
    Вăйлисене те парăнтараççӗ
    Пӗрремӗш минутсенчех хăвăн хапхуна гол кӗрттерсен, эсӗ матч тăршшӗпе площадкăра хашкамаллине ăнланса илетӗн. Пӗрремӗш таймăн 8-мӗш минутӗнчех «Дубрава» командăн пуçне уснă голкиперӗн сетка ăшӗнчен мечӗк кăларма тиврӗ.
    80
    0
    0
  • 31 мая 2018 - 16:43
    «КАМАЗ-мастер» «Казахстанра»
    Майăн 28-мӗшӗнче Актаура старт илнӗ чупу Ралли-рейдсем енӗпе тӗнче Кубокӗн пиллӗкмӗш тапхăрӗ шутланать. Йӗркелӳçӗсем интереслӗ маршрут хатӗрленине кура, пирӗн командăн ертӳçисем унта хутшăнмаллах тесе йышăну тунă.
    89
    0
    0
  • 31 мая 2018 - 15:50
    Алимент парăмӗсем виçӗ миллиардран та иртнӗ
    Республикăра алиментсен парăмӗ паяна 3 милиард та 158 миллион тенкӗ. Суд приставӗсем алимент тӳлеменнисене административлă е уголовнăй явап тыттарассине, харпăр пурлăха арестлессине тата ют çӗршыва кăларманнине аса илтереççӗ.
    77
    0
    0
  • 31 мая 2018 - 14:51
    «Шурă сирень» пуçланать
    Июнӗн 2-мӗшӗнчен пуçласа июлӗн 7-мӗшӗччен Хусанта классика музыкине юратакансем Раççей академи музыкин мэтрӗсен концерчӗсене кайса курма пултараççӗ. Вӗсем С.Сайдашев ячӗллӗ Пысăк концерт залӗнче пулаççӗ.
    48
    0
    0
  • 31 мая 2018 - 14:34
    Ăнӑҫу сире, шкулпа сывпуллашакансем!
    Умра интереслĕ студент пурнаҫĕ, ҫĕнĕ юлташсем, вĕрентекенсем... Анчах та юратнӑ шкул, юратнӑ вĕрентекенсем, юлташсем ĕмĕрне те асран тухмĕҫ.
    79
    0
    0
  • 31 мая 2018 - 14:07
    Çӗнӗ Шупашкарта Аксу чăвашӗн куравӗ уçăлать
    Аксу районӗнчи Федоровка ялӗнче çуралса ӳснӗ пултаруллă чăваш пейзажисчӗн юбилейлă курав.
    95
    0
    0
  • 31 мая 2018 - 13:24
    Петербургра чăваш салтакӗсене асăнчӗç
    Санкт-Петербург чăвашӗсем тăрăшнипе Рождество Христова на Песках Храмра вăрçăра пуç хунă православи чăваш салтакӗсене асăнса литургипе кӗлӗ ирттернӗ.
    111
    0
    0
  • 31 мая 2018 - 10:20
    Эльмира Калимуллина: «Эпӗ илемлӗ футболшăн!»
    Элчӗ шучӗпе, Раççей футболӗ халӗ кăткăс тапхăр чăтса ирттерет. «Локомотив» лидерсен шутӗнче пулнине тӗпе хурсан, вăл лайăх енне улшăнса пырать темелле. Мӗншӗн тесен çак клуб ют çӗршыв футболисчӗсене туянса тăкакланмасть, хамăрăннисене çул пама тăрăшать.
    49
    0
    0
  • 31 мая 2018 - 09:32
    Юхма Мишши пăвасен фестивальне хакларӗ
    Май уйăхӗн 30-мӗшӗнче Пăва районӗнчи Альших ялӗнче «Никрут юрри» фестивале Рункă, Кипеккасси, Мăкăрти «Хыркасси» ушкăн, Элшел тата Альших юрăçисем хутшăнчӗç.
    107
    0
    0
Реклама