Сувар

Новости за 12 мая 2019

  • 12 мая 2019 - 11:58
    Саврăшпуçсем ӗçлесе те, канса та ӗлкӗреççӗ
    Майăн 1-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Саврăшпуç ял хутлăхӗнче пурăнакансем çемйисемпе Заря поселокӗнчи Тӗпсӗр çăл патӗнче пуçтарăннă. Иоанн атте Мăнкун ячӗпе кӗлӗ вуланă, çăла светить тунă. Иоанн атте кунта пуçтарăннă кашни çыннах кучченеç – Мăнкун çăмарти тата пылак çимӗç панă. Кашни ыйту çинех хурав илме пултарнă çак кун Иоанн аттерен çынсем.
  • 12 мая 2019 - 10:57
    Ветеран-педагог патӗнче хăнара
    «Рослесозащита» ФБУ филиалӗн – Ульяновск облаçӗн Вăрман хӳтӗлекен центрӗн специалисчӗсем таврапӗлӳçӗсемпе, ачасемпе  пӗрле Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăк шкулӗнче физикăпа астрономи вӗрентекенӗ, педагогика ветеранӗ В.А.Шадриков патӗнче хăнара пулнă.
Реклама