Июнӗн 28-30-мӗшӗсенче Элмет районӗнчи Патраклăра Кама тăрăхӗнчи чăвашсен XIII «Учук» уçă фестиваль хӳттинче Çамрăксен форумӗ пулать. Мероприяти йӗркелӳçисен шутӗнче ТР Çамрăксен, Вӗрентӳпе наука министерствисем, Тутарстан халăхсен ассамблейи, Туслăх Çурчӗ, ЧНКА, Элмет районӗ, «Аталан» çамрăксен пӗрлешӗвӗ, Патраклă ял хутлăхӗн администрацийӗ. Форума 18 – 30 çулти çамрăксем хутшăнма пултараççӗ. Мероприятин тӗллевӗ – чăваш чӗлхипе культурине упраса хăварасси, ăна çӗнӗлӗхсем кӗртсе аталантарасси. Хутшăнас текенсем заявкăна июнӗн 25-мӗшӗччен Isavastyanova@list.ru электронлă адреспа ярса памалла. Форумăн положенийӗпе www.suvargazeta.ru сайтра паллашма пултаратăр