Сувар

Новости за 28 января 2020

  • 28 января 2020 - 22:46
    Михаил Игнатьева влаҫ партийӗнчен кӑларнӑ
    Коммунистсен вӑхӑтӗнче партирен кӑларса яни пуҫлӑхри ҫыннӑн карьери вӗҫленнине пӗлтернӗ, мӗншӗн тесен ҫӗршывра пӗр парти кӑна пулнӑ.
    1915
    1
    1
  • 28 января 2020 - 17:10
    Лăпкă çывăр, аслă юлташăмăр...
    «Усал хыпар утпа çӳрет», – теççӗ чăвашсем. Паян хурлăхлă хыпар пӗлтӗмӗр: «Сувар» хаçатăн çывăх тусӗ, республикăри паллă журналист, РФ Журналистсен, ТР Писательсен союзӗсен пайташӗ, психологи наукисен кандидачӗ, Аксу районӗн ентешлӗхӗн экс-ертӳçи Хусаин Хасанович Валиахметов вилсе кайнă.
    398
    0
    0
  • 28 января 2020 - 15:58
    «Сувар» парни хальхинче те пăвасенче
    Хаçатăн парнисем кама лекрӗç-ха хальхинче? Акцие пӗтӗмлетнӗ видеоролике «Сувар» хаçатăн «Вконтакте» социаллă сетьри ушкăнӗнче https://vk.com/suvargazeta пăхма пулать.
    506
    0
    0
  • 28 января 2020 - 14:48
    Урăх республикăран килнӗ пикесен те шанăç пур
    «Мисс-Татарстан – 2020» титул хуçин, культура институтӗнче вӗренекен Анна Семеных шучӗпе общество умӗнче чыслă ята тивӗçлӗ упрасси конкурса хутшăнассинчен самай яваплăрах та, кăткăсрах та.
    465
    0
    0
  • 28 января 2020 - 09:52
    Тольятти чăвашӗсем авалхи япаласене пăрахмаççӗ
    20 çул каялла çак поселокри 25-мӗш шкулта кунти хастар чăвашсем музей уçнă. Пуçарса яраканни çак шкулта кружоксем ертсе пыракан вӗрентекен, хушма вӗрентӳ педагогӗ теççӗ вӗсене, Нина Кузьминична Жирнова. Мăшăрӗпе пӗр шухăшлă пулса пулăшаканӗ –  Александр Иванович Жирнов, вăл та çак шкулта физкультура урокӗсене ертсе пырать. Жирновсем каласа панă тăрăх, ялсенчи çамрăксем ашшӗ лартнă кивӗ йывăç çуртсене пăсса çӗнӗ чул çуртсем тума тытăннă, ашшӗ-амăшсем усă курнă ӗлӗкхи ӗç хатӗрӗсене, ытти япаласене пӗтӗмпех урама кăларса ывăтма пуçланă. Çакна курнăран чӗри ыратма пуçланă Нина Кузьминичнăн. Жирновсем кашнинче тăван ялне, Самар облаçӗнчи Кошки районне кӗрекен Кивӗ Макçăмьеле, каймассерен хăйсен çăмăл машинипе мӗн-тӗр тупса илсе килме тытăннă.
    510
    0
    0
Реклама