Çырчалли чăвашӗсем «Дакар – 2020» призерӗпе тӗл пулчӗç
Концерт пуçланиччен Çырчалли чăвашӗсем чăваш халăх сувенирӗсемпе атрибучӗсен куравӗпе паллашрӗç. Çавăн пекех хамăрăн паллă ентешпе – «КАМАЗ-мастер» командăн штурманӗпе, «Дакар – 2020» халăхсен хушшинчи ралли призерӗпе Дмитрий Никитинпа курса калаçма, тӗрлӗ ыйтусем пама, пӗрле сăн ӳкерӗнме, спортсменăн çитӗнӗвӗсем çинчен калакан сăнӳкерчӗксемпе, тӗнче шайӗнчи ăмăртусенче илнӗ кубоксемпе паллашма пултарчӗç. Дмитрий Çырчаллинчи ЧНКЦ хастарӗсен, «Чӗкеç» ансамбльте юрлакан Иринăпа Николай Никитинсен ывăлӗ. Кун пек пӗлтерӗшлӗ мероприятисенче ашшӗпе амăшне яланах тӗрев пама тăрăшать вăл.